Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 798)

Хастар водитель

1983 çултанпа Елчĕкри прокуратурăра водительте тăрăшать Владимир Пчелов. Ĕçне чунтан парăннăскер çак çулсем хушшинче сахал мар Хисеп хутне тата парнесене тивĕçнĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн «Республикăри чи лайăх водитель» ята та çĕнсе илнĕ вăл. Çак кунсенче Владимир Никандровича Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев черетлĕ наградăпа – Тав сăмахĕпе тата парнепе – алла çыхмалли

Подробнее

Асамлăх уявĕ

Хĕлле уявсенчен пуян. Тĕлĕнмелле асамлăхĕпе вĕсем кĕçĕннисене анчах мар, аслисене те илĕртеççĕ. Раштав уявне халалласа Канаш хулинче ачасен пултарулăхĕн епархи фестивалĕ иртнĕ. Унта Шăмалакри Иисус Христос çуралнин ячĕллĕ чиркÿ çумĕнчи «Вифлеем çăлтăрĕ» вырсарни шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăннă, Раштава халалланă юрăсемпе палăрса дипломпа парнесене тивĕçнĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чиркÿ настоятельне А.Павлов иерее тата

Подробнее

Турнирта – 20 команда!

Кунашкалли районăн спорт историйĕнче пулманччĕ-ха. Хăйне кура рекорд! Юстици лейтенантне Владислав Лепешкина асăнса «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ирттернĕ мини-футбол турнирне Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Тутарстанри Пăва районĕсенчен пĕтĕмпе 20 команда хутшăннă. Кĕске биографирен: В.Лепешкин 1993 çулта Исемпелĕнче çуралнă. Мускаври гуманитарипе экономика институтне пĕтернĕ. Футбол ăсталăхне Юрий Алексеев тренер патĕнче туптанă. Çар служби хыççăн

Подробнее

Паянхине ырана хăвармасăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ канашлăвне ирттерчĕ. Николай Петрович канашлу пуçламăшĕнчех юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах çиеле тухакан проблема – йăлари хытă каяш пирки хускатрĕ. Халĕ ĕнтĕ площадкăллă контейнерсем вырнаçтарас тĕлĕшпе хĕрсех ĕçлемеллине палăртнă май, ку енĕпе Таяпа

Подробнее

Район пурнăçĕ

Амăшĕн капиталĕ – хушма пулăшу Амăшĕн капиталне пама пуçланăранпа 11 çул иртрĕ. Районти ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе патшалăх 327,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак таранччен районти 1303 çемье сертификат илнĕ. Вĕсенчен 670-шĕ укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех, 255-шĕ кăштах усă курнă. Сывлăх кунĕсене палăртнă Чăваш Енре кăçал сывлăхпа спорт кунĕсем хăçан иртесси паллă. Аса илтеретпĕр, вăл кашни уйăхра пĕрре,

Подробнее

Республикăра

Кăçал 26 ФАП хута кайĕ Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ – пурне те тивĕçекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси. Республикăра пирвайхи медицина пулăшăвĕпе 526 фельдшерпа акушер пункчĕсем тивĕçтереççĕ. Ялти сывлăх сыхлавĕн инфраструктурине аталантарас тĕллевпе 2003 çултанпа кăна 179 çĕнĕ ФАП туса лартнă. Çак тĕллевпе 5 çул хушшинче 503 миллион тенкĕ тăкакланă. Кăçал

Подробнее

Асламăшĕн телейĕ – мăнукĕсенче

– Айта-ха, библиотекăна кĕрсе тухар, вĕр çĕнĕ хаçат-журнал пăхăпăр, курса калаçманни те нумай пулать, – тесе хистесех илсе кĕтĕм клуб çумĕпе иртсе пыракан тантăшăма культура çуртне. Раиса Горшкова яланхиллех ăшшăн кĕтсе илчĕ пире. – Мĕнле пурăнатăн-ха, Лиза, сывлăху мĕнле? – ыйтатăп тусăмран сĕтел хушшине ларнă май. – 79 çул çинче пыратăп пулсан та

Подробнее

Пĕрлехи тимлĕхпе

Следстви комитечĕ граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлес енĕпе тимлет. Унăн тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла преступленисем тата ытти те. Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче пурĕ 6 сотрудник тăрăшать. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче

Подробнее

Умра – Кăшарни

Январĕн 19-мĕшĕнче ĕненекенсем Иисус Христоса Иорданра шыва кĕртнине уявлаççĕ. Пысăк уяв кунĕ халăх таса çăлкуçсенче, кÿлĕсенче вакăсем касса шыва кĕрсе чунпа тасалать. Кăçал Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи Тĕмер, Элпуç, Хăвăлçырма ялĕсенчи, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Яманчÿрел ялĕн кÿллисенче, Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи таса çăлкуçра шыва кĕрессине йĕркелеме палăртнă. Сивĕ шыва кĕрсе тасалас

Подробнее

Кадастр хакне палăртаççĕ

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа републикăра капиталлă строительство объекчĕсен, промышленноçра усă куракан тата çынсем пурăнакан вырăнсен ?ял-поселок/ çĕрĕсен патшалăх кадастр хакне палăртас ĕçе ирттерме йышăннă. Маларах Росреестрăн кадастр палати пурнăçланă çак ĕçсене малашне ЧР Юстици министерствин «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ туса пыма тытăнĕ. Ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсене 2018 çултах туса ирттернĕ: кăтартусене малалла

Подробнее