Воскресенье, 29 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 872)

Тишкернĕ ыйтусен пĕлтерĕшĕ пысăк

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пурнăçра куллен тĕл пулакан ыйтусемпе çыхăннă самантсене уçăмлатрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ малтанах ноябрĕн 8-9-мĕшĕсенче Елчĕк район территорийĕнче пулса иртнĕ командăпа штаб тренировкине йĕрелесе ирттерес ĕçе хастар хутшăннă яваплă çынсен пĕр ушкăнне Тав хучĕсемпе чысларĕ. Вĕсем:

Подробнее

Район пурнăçĕ

Палăк уçас шухăшлă Çак кунсенче районти ветеран-афганецсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă. Ĕнерхи салтаксем ертÿçĕне Елчĕкри тĕп лапамра Афган çĕрĕ çинче службăра тăнă тата унта пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене халалласа палăк вырнаçтарас шухăшлă пулнине пĕлтернĕ. Николай Петрович вĕсен шухăшне ырланă, пĕрле канашласа пулас палăкăн вырăнне палăртнă. Çул-йĕр юсаççĕ Çул-йĕр участникĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, инкексен

Подробнее

Михаил АНИСИМОВ: Цифрăллă хыпарлавăн тата электронлă меслетĕн лайăх енĕ нумай

Чăваш Енре цифрăллă телекурав çине куçас ĕç мĕнлерех пырать? Çакнашкал телеканалсен уйрăмлăхĕ мĕнре; Патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă мелпе усă курнин лайăх енĕсем пур-и; Çак ыйтусене ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов тĕплĕн ăнлантарса панă. – Михаил Владимирович, 2019 çулта çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнче пурăнакан халăх патне тÿлевсĕр цифрăллă

Подробнее

Бюджет пысăкланать

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртес ыйтăва пăхса тухнă. Çакă кăçалхи бюджетăн виççĕмĕш тÿрлетĕвĕ пулнă – хысна харăсах 1,7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланассине ырланă. Çав шутран 1,6 миллиард тенкĕ – республикăн хăйĕн тупăшĕн шучĕпе. Хушма укçан пысăк пайĕ,

Подробнее

Тĕллевлĕн усă курмалла

Коррупципе кĕрешессине йĕркелесе пыракан республикăри комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, патшалăх власть тытăмĕн, тĕрĕслевпе асăрхав тата право хуралĕн органĕсен представителĕсем, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. «Çурт-йĕр» строительствине тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне аталантарасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртмешкĕн 2016-2018 çулсенче хыснаран 1 миллиард та 900 миллион тенкĕ уйăрнă.

Подробнее

Район аталанăвне тÿпе хываççĕ

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртнĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин экономика, промышленность тата суту-илÿ аталанăвĕн министерствин предпринимательство тата ремесла аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Зухра Магомедова, асăннă министерство представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предпринимательсем хутшăннă. Пуçтарăннисен умĕнче чи

Подробнее

Çирĕклĕ Шăхаль команди – чемпион

«Улăп» ФОКра волейболла выляс енĕпе район чемпионачĕ иртнĕ. Малтанхи вăйăсем икĕ ушкăнта иртнĕ. Финала Çирĕклĕ Шăхальсемпе Елчĕксем, Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем тухнă. Çурма финалти çивĕч кĕрешÿре Елчĕк ял тăрăхĕн команди Курнавăшсене 2:1, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди Аслă Пăла Тимешсене 2:0 шутпа парăнтарса финала тухнă. Виççĕмĕш вырăншăн Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем

Подробнее

Акватлонистсен ÿсĕмĕ

Патăрьел районĕнче акватлон енĕпе уçă чемпионат иртнĕ. Унта Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Хăйсен виçисенче Е.Агеевăпа П.Чернов пĕрремĕш, Л.Черновăпа А.Петров иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. В.Кудряшов тренер çамрăк акватлонистсен малашлăхĕ пысăккине палăртнă.

Подробнее

АПК энциклопедийĕ

Елчĕк районĕнчи библиотекăн краеведени фончĕ çак кунсенче вăрах кĕтнĕ кĕнекепе – Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕпе пуянланчĕ. Энциклопедире республикăн тĕрлĕ çулсенчи ял хуçалăх тата унпа тачă çыхăнури отрасльсен аталанăвне çутатакан хыпарсем. 5450 хайлавран 4890-шĕ – биографи, 560-шĕ – тематика статйисем. Кунта республика ертÿлĕхĕнчен пуçласа патшалăх органĕсенче, район, колхоз тата совхоз ертÿçинче,

Подробнее

Тимлĕхе çухатар мар

Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн районта 16 пушар тухнине, 5 çын вилнине регистрациленĕ. Вут-кăвар 1300 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. «Хĕрлĕ автан» ытларах Курнавăш, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче алхаснă. Вут-кăвар алхаснин тĕп сăлтавĕсем: электричествăпа тата йăлара усă куракан приборсемпе, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакасемпе усă курмалли йĕркесене пăхăнманни. Чи малтанах кăмакасене, котельнăйсене, ăшă

Подробнее