Воскресенье, 29 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 874)

Район пурнăçĕ

Халăха йышăнаççĕ 2018 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче /2-мĕш хутра вырнаçнă/ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе йышăну сехечĕсем йĕркелеççĕ. Граждансене маларах 2-54-53 номерпе шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр. А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн çумĕ.   Йĕкĕреш çуралнă Ача çурални – телей. Çемьешĕн кăна мар, патшалăхшăн та. Районти ЗАГС пайĕнче йĕкĕреш

Подробнее

Германовсем – ырă йăхран

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти музейра урок ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак ĕçе эпир хамăр тăрăхри паллă çынсемпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллеве асра тытса йĕркелетпĕр. Музейра урок иртттерме меллĕ те – истори материалĕсем пĕтĕмпех куç умĕнче. Чăннипех, Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче чыса, хисепе тивĕçлĕ çынсем сахаллăн мар. Çак уроксенче вĕренекенсем паллă

Подробнее

Çĕнĕ йĕрке – çĕнĕ ыйтусем

Чăваш Республикинчи коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем тавра, хальхи вăхăтра уйрăмах, халăх хушшинче тĕрлĕрен калаçнине илтме пулать. Ку енĕпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикинчи «Экоцентр» МВК» ОООн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕпе Татьяна Адюковăпа çыхăнтăмăр, унран хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр. – Коммуналлă

Подробнее

Ачасем – тимлĕхре

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун. Çак кун республикăри ялсемпе хуласенчи нумай функциллĕ центрсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче ачасене тÿлевсĕр право пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Пирĕн районта право пулăшăвĕ паракан 2 консультаци пункчĕ ĕçлет. Ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасене тата

Подробнее

Наркăмăшран упранар

Наркотик хатĕрĕсем питех те хăрушă пулнине пĕлетпĕр, сиенĕ пирки кулленех илтетпĕр пулсан та унăн серепине çакланакансен йышĕ пысăк. 2018 çулхи ноябрĕн 12-23-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акци иртет. Наркотикпе суту-илÿ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактикăлас ĕçе общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе

Подробнее

Сумлă юбилей

Кушкă шкулĕ кăçал 125 çул тултарнине паллă турĕ. Этем ĕмĕрĕпе танлаштарсан çакă самаях вăрăм кун-çул. 1893 çулта Кушкăра чиркÿпе прихут шкулĕ уçаççĕ. Вăл ялти О.Мурзалимов çуртĕнче вырнаçать. Пирвайхи вĕрентекенсем пĕртăван Павелпа Михаил Блиновсем пулнă. Каярах шкулăн хăйĕн çуртне хăпартас шутпа халăхран укçа пухма тытăнаççĕ. Ку ĕçре Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă

Подробнее

Ушкăнпа ĕç ăнать

Тирпей-илемпе тасалăхшăн тăрăшасси пирĕн тĕп тивĕç. Çавна май ял тăрăхĕсенчи кашни ялтах экологи субботникĕсем ирттересси йăлара. Хĕле хатĕрленсе çу каçа çырмасенче тата кÿлĕ хĕррисенче пуçтарăннă çÿп-çапа, хыт хурана тасатас енĕпе пысăк ĕç пурнăçларĕç Тăрмăшсем. Ялта пурăнакансем çак кунсенче масар çулĕ çывăхĕнчи Тарăн çырмана, ял вĕçĕнчи кÿлĕ таврашне тасатрĕç. Кунта ыттисемпе пĕрле

Подробнее

Ултавран асăрханăр!

Республикăра пурăнакан çынсем пĕр талăкра банк картти çинчен 200 пин тенке яхăн çухатнă. Тĕслĕхсен пысăк пайĕнче халăх карттисен реквизичĕсене ултавçăсене хăех парать, вăрттăн кодне те пĕлтерет. «Сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке ултавçăсем хăйсен картти çине куçарма тăнă, пĕр тăхтаса тăмасăр банк карттин реквизичĕсене пĕлтерĕр пире», – преступниксем хăйсене банк ĕçченĕсем евĕр

Подробнее

Аслă Елчĕк хĕрĕ – «Тăван» пĕрлешÿре

Тюмень облаçĕнче чăвашсен «Тăван» обществăлла ассоциацийĕ иртнĕ çул 25 çул тултарнине паллă тунă. Ĕçчен те харсăр чăвашсем çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те хăйсен ятне çÿле çĕклеççĕ. Пĕр наци çыннисем тăван тăрăхран инçетре пулсан та пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнасчĕ, хамăрăн йăла-йĕркене, культурăна, чĕлхене республика тулашĕнче те упраса хăварасчĕ, йăх-тымар несĕлне ачасемпе мăнуксене

Подробнее

Çуп-çапа пуçтарни пит аван

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ килти хуçалăхран вар пуçĕсене, çырма-çатрана кăларса пăрахнă çÿп-çапа, хытă каяшсене тасатас тĕллевпе нумайранпа кар тăрса ĕçлет. Кашни çуркунне çĕр типсенех çынсене пухса вырăнсăр свалкăсене тасаттарать, анчах тепĕр çуркуннене каллех çÿп-çап, ăпăр-тапăр куписем пуçтарăнаççĕ. Кил хуçисемпе калаçсан пурте: «Эпир нимĕн те пăрахмастпăр. Çунтарса яратпăр», – теççĕ.

Подробнее