Понедельник, 30 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 876)

Паллă спортсмена асăнса

Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче йывăр атлетикăн Чăваш Республикин чемпионне тата рекордсменне, СССР спорт мастерне И.П.Портнова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ районти уçă турнира Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсенчи тата Улатăр хулинчи сакăр команда, 75 спортсмен хутшăннă. Спортсменсемпе ăмăртăва курма килнĕ çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Аслă

Подробнее

Проектсем пурнăçланаççĕ

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XXVII-мĕш конференцине хутшăннă пирĕн районти делегацие «Единая Россия» партин Генеральнăй Канашĕн членĕ Николай Миллин ертсе пынă. Партин малтанхи секретарĕ Валерий Филимонов Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ пулма суйланнăран унăн полномочийĕсене вăхăт çитичченех вĕçлеме тивнĕ, çавна май парти членĕсем секретарь пулма «Единая Россия»

Подробнее

Тивĕçлĕ ĕçе – тивĕçлĕ хак

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура иртнĕ эрнере районта пулса иртнĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пĕтĕмлетсе хак парассине тĕпе хучĕ, район экономикине тĕреклетес ĕçри малашлăх тĕллевсене палăртрĕ. Малтан çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ноябрĕн 8-9-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн

Подробнее

Цифрăллă телеканалсенче – субтитрсем

Раççей телекуравпа радио хыпарлав сечĕ /РТРС/ цифрăллă телеканалсенче субтитрсем вырнаçтармашкăн техника майĕсемпе тивĕçтерет. Асăннă функцие кăмăл пулсан хута яма пулать. Çапла вара япăх илтекен е пачах илтмен çынсем ытти телекуравçăпа танах информаци илме пултараççĕ. Субтитрсене вăл е ку телеканалăн Мускаври студийĕсенче хатĕрлесе эфира кăлараççĕ. Вĕсене хăвăр телевизорта курас тесен пульт кнопкине,

Подробнее

Тăрăшуллă çынсем

Таяпа Энтринче Поселковая урамран Анаткас енне çуран каçса çÿреме тарăн çырма урлă тимĕр кĕпер хывнă. Ăна хăй вăхăтĕнче Геннадий Журавлев районти строительство организацийĕнче мастерта ĕçленĕ чухнех тимĕр юпасенчен, хатĕрсенчен шăратса çыпăçтарсах тутарнă. Паянчченех ăна вăл ертсе пынипе çак касри çынсем юсаса-асăрхаса тăраççĕ. Кĕпер хăмисем йăлтах çĕрĕшсе хуçăлма пуçланăччĕ. Иртнĕ çул Кĕçĕн Таяпа

Подробнее

Районăн команди – иккĕмĕш

Нумаях пулмасть Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирне пирĕн районти атлетсем те йышлăн хутшăннă. 2000 çулхи та унран кĕçĕнрех 63 тата 85 килограмлă виçесенчи арçын ачасенчен Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Александр Константинов /Курнавăш шкулĕ/ мала тухнă. Леонид Цветков, Андрей Ефимов, Андрей Петров /Курнавăш

Подробнее

Сиенлĕ йăларан хăтăлар

Кашни çулах ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш кĕçнерникунĕнче çак куна паллă тăваççĕ. Ăна Америкăри онкологи обществи 1977 çулта пуçарса янă. Пирус туртакан çын ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнасса шанма йывăр. Нивушлĕ паянхи çамрăкăн ватăличчен пурăнас килмест? Мĕншĕн малашлăх çинчен шутламаççĕ-ха вĕсем? Çулсеренех табак туртнине пула çĕр-çĕр çын вилет. Çын мĕн чухлĕ туртать, çавăн чухлĕ

Подробнее

Ачасен пурнăçне сыхлар

Çулсеренех республикăра вуншар ачан пурнăçĕ татăлать. Кăçал та тулашри сăлтавсене пула 41 ача вăхăтсăрах куçĕсене хупнă, вăл шутран – çулталăка çитмен 11 пепке. Ачан пурнăçĕ ашшĕ-амăшĕн айăпĕпе татăлни пушшех пăшăрхантарать. Çемьере нихçан тÿрленми суран сиксе ан тухтăр тесен ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар. Çак сĕнÿсене яланах асра тытмалла, вĕсене çирĕп

Подробнее

Чиртен асăрханмалла

Пыйтланасси уйрăмах ачасем хушшинче сарăлнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе ытларах хутшăннăран, пыйтă пĕринчен теприне ерет, чир сарăлать. Чир мĕнле палăрать-ха? Чи малтанах ача пуçне хыçма пуçлать. Кунран-кун кĕçĕтни ÿссех пырать. Пыйтă çын юнĕпе тăранать, çамрăк ама 8-10 кун хушшинче çăмарта сапать. Çавна май вĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ, çынна канăçсăрлантараççĕ. Пыйтăран сипленме, вĕсене вĕлерме ятарлă

Подробнее

Вырăнта тĕрĕслеççĕ

Харпăрлăх правине палăртнă йĕркепе регистрацилемен куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас тĕллевпе район администрацийĕ вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерет. Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе ĕçлĕ ушкăн Елчĕк, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Ноябрĕн 14-16-мĕшĕсенче Аслă Пăла Тимеш, ноябрĕн 15-18-мĕшĕсенче Аслă Таяпа, ноябрĕн 19-21-мĕшĕсенче Кĕçĕн Таяпа, ноябрĕн 20-22-мĕшĕсенче Çирĕклĕ Шăхаль, ноябрĕн

Подробнее