Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 6)

«Пирĕн истори»

Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнчи "Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене…" мемориал комлексĕнче музей уçăлнă тата митинг-реквием пулнă. ЦИТАТАОлег НИКОЛАЕВ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - Чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне çулталăк çурă тишкертĕмĕр. Пухнă информаци тĕлĕнтерчĕ, мăнаçлантарчĕ, çунатлантарчĕ. Архиври документсемпе тата материалсемпе усă

Подробнее

Çĕнĕ Пăвасем хутшăнаççĕ

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарнипе Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа шкулти театрсен "Асам" фестивалĕ пыни пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вăл кăçал çуркунне пуçланнă. Округри тапхăрта çак фестивальте Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пĕлỹ илекенсем çĕнтернĕччĕ. Шăмалак, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа шкулĕсенче пĕлỹ илекенсем призлă вырăнсене йышăннă. Паян фестивалĕн юлашки тапхăрĕ

Подробнее

Чи лайăххисен форумĕнче

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ "Ялта - чи лайăххисем" форумра творчество ĕçĕсен республикăри 2-мĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пултарулăх ăмăртăвне округсенчен пĕтĕмпе 2 пин ытла ĕç тăратнă. Ачасем хăйсен ăсталăхне тăван тăрăхпа çыхăннă юрăсенче, ташăсенче, сăвăсенче, социаллă тетелте пичетленĕ материалсенче кăтартнă. Ỹсĕме кура 23 номинацире 66 çĕнтерỹçĕпе призер чыса тивĕçнĕ. Елчĕкри вăтам шкулта

Подробнее

Пăла тăрăх юрă кайрĕ ян та ян!

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, çывăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ỹссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Кирек ăçта тĕпленсе пурăнатпăр пулсан та, тăван ял пур пĕрех хăйĕн ытамне туртать. Унта эсĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, пысăк хавхаланупа пырса кĕретĕн… Шăматкун Курнавăш территори пайĕнче Шупашкарти "Елчĕксен ентешлĕхĕ" обществăлла организаци йĕркеленĕ

Подробнее

Чуна уçса калаçар

Лариса ШАУРБИНА юрăçăн тата медикăн икĕ хăйне еверлĕ пурнăçĕпе çывăхрах паллашнă хыççăн манăн ăна хаçатăн тĕпелне чĕнес килчĕ. Кăмăла пĕлтерсен, Лариса хаваспах килĕшрĕ. - Кам-ши вăл Лариса Шаурбина? Чăваш эстрадинче янраса кайнă çĕнĕ ят е хăй пурнăçне медицинăпа тачă çыхăнтарнă фельдшер? - Эпĕ Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш хĕрарăмĕ. 8 класс

Подробнее

Дагестан, эс тухмăн асăмран

"Сарлака манăн Тăван çĕршывăм…" юрă сăмахĕсем аса килчĕç Дагестанра пулса килнĕ май. Унта сăртлă-туллă вырăнсем, пирĕншĕн хăмăрăн уй-хирсемлĕ вырăнсем питĕ çывăх, теприсем ĕмĕрĕпех вулкан-гейзер çывăхĕнче пурăнсан та телейлĕ. Утă уйăхĕн 9-19-мĕшĕсенче инçе çулта пултăмăр та, анлă çĕршывăмăрăн куç илейми вĕçĕ-хĕррисĕр илемĕпе рехетлентĕмĕр. Дагестан Республикинех çитсе килни ахальтен те мар. Авалхи чăваш йăхне

Подробнее

«Татах каяс килет»

Елчĕкри централизациленĕ клубсен тытăмĕн методисчĕ, сăвăç-композитор Юрий Петухов (Кашкăр) - нумай юрă авторĕ. Юлашки вăхăтра вăл патриотизм тематики енне сулăнни палăрать. Иртнĕ уйăхра эстрада юрăçи Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан чăвашсем патĕнче пулса килнĕ май, унран кĕске интервью илтĕмĕр. - Юра, аякка тата лăпкă мар вырăна каяс шухăш епле çуралчĕ сан? - Паянхи

Подробнее

Хĕмлентерет «Хĕлхем»

Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ хĕрарăмсен "Хĕлхем" ансамблĕн "кун-çулĕ" çырăнма пуçлани те çулталăк ытла кăна-ха. Ĕçĕ вара - мăнаçланмалăх. Елчĕкри вăтам шкулта директор советникĕ пулса ĕçлекен Татьяна Сусметовăна вулакана паллаштарни ытлашши те мар-и? Пуçаруллă, харсăр, ялан çĕннине шыракан тата пурнăçа кĕртекен педагога пĕлмен çын çуках округра. Вăй-халĕ те, чăннипех, иксĕлми

Подробнее

Юррисем чуна çывăх

Тăван Елчĕк енĕм паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - нумай çул культура тытăмĕнче тăрăшнă, паллă юрăç, сăвăç, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Николай Краснов. Вăл пиртен уйрăлса кайнăранпа 10 çул çитрĕ ĕнтĕ. Унăн юррисем вилĕмсĕрлĕхе çаврăнчĕç, халăх юратакан хайлавсем пулса тăчĕç. Вĕсене пирĕн патĕнче çеç мар, тĕрлĕ регионти чăвашсем те, çавăн

Подробнее

Сиктерме чăвашсене пуçтарчĕ

Июлĕн 8-мĕшĕнче Тутарстанри Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă ялта - Сиктермере Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă чăвашсен Уявĕ иртнĕ. Кунта ăна кăçалхипе 10-мĕш хут йĕркеленĕ. "Çĕнĕ Сăвар" турист комплексĕнче пуçтарăннисене Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Марат Ахметов, "Звениговский" ЯХПК пуçлăхĕ Иван Казанков, чăвашсен федераци наципе культура автономийĕн председателĕ Николай

Подробнее