Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 7)

Яланах харсăр

Шупашкарти "Амазония" этнопаркра "Семейная команда "Первых" ятпа республикăри çемьесен фестивальне ирттернĕ. Унта Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ доброволецсемпе пĕрле ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли мастер-классем, вăйăсем, конкурссем йĕркеленĕ. Асăннă мероприятирен Вăрăмхăва ялĕнчи Казначеевсем те пăрăнса юлман. Çемьесемпе ирттерекен регионти кирек мĕнле конкурс-фестивале те кашни çул хастар хутшăнаççĕ те. Хальхинче вĕсем III степень

Подробнее

Килĕштерсе ĕçлесен ỹсĕм пулĕ кунсерен

…Хурăн варта хур пусрăм,Вăрă тесе ан калăр.Вăй пуçарса каларăм,Шухă тесе ан калăр… Кармал ялĕнчи "Царский дворик" лавкка умне пуçтарăннă хĕрсем вăйă юррин çаврăмĕсене черетлĕн шăрантараççĕ. Улăх еннелле юрласа утнă май ташă ярăмĕ те йĕркелеççĕ. Питрав кунне çапларах пуçларĕç Кармалсемпе Элпуçсем. Ан тив, вăйăра ĕлĕкхи пĕтĕм йăла-йĕркене пăхăнасси çирĕпленмерĕ пулсан та, çак ĕçе

Подробнее

Мускавра — чăвашсен Акатуйĕ

Шăматкун ирпе ирех Мускаври "Сокольники" паркра чăваш кĕвви янăрарĕ. Çак кун Мускав тỹпине хупланă пĕлĕтсем часах çухалчĕç, сарă хĕвел Акатуй уявне хутшăннисем валли ăшшине шеллемерĕ. - Эрнипех çумăр çурĕ, эсир уяр çанталăк илсе килтĕр, - тесе кĕтсе илчĕç пире Мускаври ентешĕмĕрсем. Çак кун Чăваш Енри муниципалитет округĕсен представителĕсем тата сумлă предприятисем паркăн

Подробнее

Çĕнтернĕ

Регионсем хушшинче "Хоровая наставническая столица Чувашии" конкурс иртнĕ. Вăл Красноармейски муниципалитет округĕн Чатукасси ялĕнче йĕркеленнĕ. Ăна Филипп Миронович Лукин композитор çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă. Фестивале халăх хорĕсемпе вокал ансамблĕсем хутшăннă. Елчĕк муниципалитет округĕнчи Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнчи "Хĕлхем" ансамбль "Лучший исполнитель" номинаци çĕнтерỹçи пулнă. Патреккел халăх хорĕ вара I

Подробнее

Пуканесен «амăшĕ»

Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне театрпа çыхăнтарнă Лидия Александровна Шакова. "Хăçан, мĕнпе илĕртме пуçланă-ши мана театр, актер ĕçĕ? -аса илнĕ вăл. - Çак юрату аттерен куçнă пулĕ. Пирĕн çемье час-часах çỹретчĕ театра. Пĕр премьерăна та сиктермен. Тăхăр çулта чухне Чăваш драма театрне "Вĕçев" ятлă спектакль курма пĕчченех кайнăччĕ. Паллă артистсем вылярĕç унта:

Подробнее

Мемориалпа паллашнă

Округри пенсионерсен канашĕ аслă ăрури çынсене самана таппинчен юлмасăр мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать, кулленхи пушă вăхăтне усăллă йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çапла майпа вĕсем хăйсен пуçарăвĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленисĕр пуçне, тĕрлĕрен экскурсисене тухса çỹреççĕ. Иртнĕ кунсенче округри тивĕçлĕ канури ватăсем, вĕсемпе пĕрле ветерансен "Туслăх" хорне çỹрекен хастарсем Куславккари чĕмсĕр чикĕ

Подробнее

Чăннипех маттур!

"Çĕнĕ шкул" федераци вĕренỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн çулсерен "Чăваш Ен илемĕ" фестиваль иртет. Раççей шайĕнчи 7-мĕш пултарулăх конкурсне регионти пĕтĕм округсенчен 9 пине яхăн çын тата çĕршыври 13 ял-хула представителĕсем хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне ултă направленире кăтартма пултарнă. "Н.В.Павлова ячĕллĕ ташă творчестви" конкурсра Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнчи Светлана Карамаликова ертсе пыракан ушкăн

Подробнее

Юрă-ташă кăна мар…

Республикăн патшалăх кунĕпе çыхăннă мероприятисем кăçал Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртнĕ. Программа питĕ пуян, кашни мероприятирех халăх йышлă пулнă. Ачасен çулталăкне шута илсе кĕçĕннисене те манса хăварман. А.Г.Николаев ячĕллĕ кану паркĕнче йĕркеленĕ регионсем хушшинчи "Ача-пăча Акатуйĕ" фестивале 600 яхăн çын хутшăннă. Вăл пысăк вăйă картипе вĕçленнĕ. "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль, Пĕтĕм Раççейри

Подробнее

«Юрласа киленетĕп»

Юлашки вăхăтра концертсене чăвашла юрлакан çĕнĕ варкăш вирхĕнсе кĕчĕ: вулакана Виктор Гореловпа паллаштарасшăн. Социаллă тетел урлă çыхăнтăм та. - Виктор, биографирен пĕр-ик сăмах. - Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ эпĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ илнĕ. Паян усламçă ĕçĕпе тăрăшатăп. Çемьеллĕ, икĕ ача ашшĕ. - Музыка инструменчĕсенчен мĕншĕн гитарăна суйласа илтĕн? - Пĕчĕкренех гитара

Подробнее

Икĕ уява

паллă тунă Елчĕкри культура керменĕнче: округри тĕп больница 170 çул тултарнине тата Медицина ĕçченĕн кунне. Уява хутшăннисем больница историйĕпе сăн ỹкерчĕксен куравĕнче, мультимеди презентацийĕнче паллашнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем сăвăсенче шурă халатлисен çăмăл мар ĕç-хĕлне çутатнă. Округ пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев медиксене тата ветерансене уяв

Подробнее