Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 12)

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ

Районти шкулсенчен кăçал 9-мĕш класран 164, 11-мĕш класран 95 ача вĕренсе тухать. Кашни шкултах çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăсем иртнĕ. Тĕп, вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене район администрацийĕн ĕçченĕсем, депутатсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ ăшшăн саламланă.

Подробнее

Хĕрлĕ галстук халĕ те асра

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пионер организацине никĕсленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ирхи линейка иртнĕ. Шкулти педагогсенчен ытларахăшĕ - Совет саманинче çитĕннĕ ача-пăча, хăй вăхăтĕнче пионер ретне тăнине сăнарласа сценка кăтартнă. Паянхи ачасемпе çамрăксемшĕн çакă нимех те мар пек туйăнать. Апла пулин те Çĕнĕ Пăвари шкулта

Подробнее

Вĕрентекенсем канашланă

Районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагог-психологсен, социаллă педагогсен, учитель-логопедсен, учитель-дефектологсен ассоциацийĕн тăваттăмĕш канашлăвĕ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче иртнĕ. Черетлĕ канашлури тĕп тема: "Педагог-психологсемпе учитель-логопедсен пултаруллă ачасемпе ĕçлессинчи çĕнĕ йышши мелĕсем тата технологийĕсем" пулнă. Ĕçе икĕ секципе йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи Алина Паймина педагог-психологăн тата районти логопедăн - Лариса Смирнован

Подробнее

Апачĕ тутлă та усăллă

И.Осипова повар Аслă Таяпари тĕп шкулта вĕренекенсем ирхине 9 сехет те 15 минутра, кăнтăрла 11 иртни 5 минутра столовăйне васкаççĕ. 30 çул ытла поварта тăрăшакан Ираида Осипова тутлă та пахалăхлă апат пĕçернине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Меню пуян. Ăна 10 кунлăх хатĕрлеççĕ. Кулленех салат (ытларах рациона хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçе кĕртеççĕ),

Подробнее

Умра хĕрỹ тапхăр — экзаменсем

Сисĕнмесĕрех тепĕр вĕренỹ çулĕ хыçа юлать. Часах тăххăрмăшсемпе вунпĕрмĕшсен хĕрỹ тапхăр пуçланать. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытмалли шутлă кунсем юлчĕç. Шкул пĕтерекен кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрĕ экзаменсене хатĕр-ши тесе хытă хумханать. Малашнехи шăпа экзаменсене мĕнле панинчен килет-çке-ха. Палăртса хунă çĕре вĕренме кĕмелĕх балсем пуçтарайĕ-и экзаменсенче? Çакăн пек кăткăс тапхăрта мĕнле

Подробнее

Расписани паллă

Кăçал районти 164 вĕренекен 9 класс, 95 ача 11 класс пĕтерет. 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем валли патшалăх экзаменĕн расписанине улшăнусем кĕртнĕ. Математикăпа майăн 23-мĕшĕнче, обществознанипе майăн 27-мĕшĕнче, вырăс чĕлхипе июнĕн 7-мĕшĕнче экзаменсем тытĕç вĕсем. Чăваш чĕлхипе тытакансен вара экзамен тытма Патăрьелĕнчи шкула каймалла. Июнĕн 1-мĕшĕнче истори, хими, физика, биологи, июнĕн 15-мĕшĕнче

Подробнее

Аса илỹпе паттăрлăх урокĕ

Çĕршывăн чĕри çинчи суранĕ - Аслă Аттелĕх вăрçи. Этем историйĕшĕн çак тăватă çул - нихçан та асран тухман вăхăт. Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси - çамрăк ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Çитĕнекен ăрăвăн патриотла воспитани туйăмне аталантарас тесен ачасене тĕрлĕ общество тата политика хастарĕсемпе, çар ветеранĕсемпе час-часах тĕл

Подробнее

Маттур, Юлиана!

СССР халăх артисткине Вера Кузьминăна халалланă сăвва илемлĕ вулакансен регионсем хушшинчи конкурсĕ кăçал саккăрмĕш хут иртрĕ. Шăмалакри тĕп шкулта 7 класра вĕренекен Юлиана Герасимова асăннă конкурса пиллĕкмĕш хут хутшăнчĕ. Кашни çулах вăл конкурсран çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Кăçал пултаруллă хĕр ача I степень диплома тивĕç пулчĕ. Вăл сцена çине тухса сăвă вулама пуçласан

Подробнее

«Туркай вулавĕсем — 2022» фестивальте

Иртнĕ кунсенче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи культура çуртĕнче "Туркай вулавĕсем - 2022" республикăри тăваттăмĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ. Ăна Комсомольски, Елчĕк, Канаш районĕсенчи 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче йĕркеленĕ. Елчĕк районĕн чысне Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ, Елчĕкри вăтам тата Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хỹтĕлерĕç. Вĕренекенсемпе пĕрле, паллах, çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие

Подробнее

Ырă ят ылтăнран хаклă

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти "Елчĕк районĕнчи мухтавлă çынсем" выставка-экспозицийĕ Раççей Писательсен союзĕн членĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, хисеплĕ ентешĕмĕрĕн Николай Карлинăн "Ветерансен вальсĕ" илемлĕ произведенийĕпе уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, район пуçлăхĕ Алина Васильева, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн

Подробнее