Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 13)

Чĕмпĕрте пултăмăр

Чĕмпĕр облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Салмановкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен регионсем хушшинчи "И.Я.Яковлев çуралнăранпа - 174 çул" ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Елчĕк районĕнчи педагогсем те хутшăнчĕç. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенне чыслакан уява "Ульяновски районĕ" муниципалитет пĕрлĕхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горячев, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх

Подробнее

Янăра, тăван чĕлхемĕр!

Чăваш чĕлхин кунне халалланă уйăхлăхра районти вĕренỹ, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕрен уявсемпе тĕл пулусем иртеççĕ. "Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ỹстерме вĕренсе пырать. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕ ỹсеймест. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене

Подробнее

Конкурсра — вĕрентекенсем

Пултаруллă та паллă çынсене тупса палăртас тĕллевпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче буклетсен тата лепбуксен конкурсĕ иртнĕ. 17 вĕрентекен 4 номинацире тупăшнă. "Чăваш Енĕн паллă çыннисем" номинацире пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене Н.Кузнецова (Курнавăш), И.Леонтьева (Лаш Таяпа), И.Облесова (Кивĕ Эйпеç), И.Ванюшина (Патреккел) пайланă. "Елчĕк районĕнчи паллă çынсем" номинацире пĕрремĕш вырăна Н.Левая (Çирĕклĕ Шăхаль) тухнă. Иккĕмĕшсем

Подробнее

Ялав умĕнче — хуралта

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн районти вĕренỹ учрежденийĕсенче çулсеренех "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче - хуралта" акци иртет. Кăçал та вăл Аслă Çĕнтерỹ 77 çул тултарнине халалласа старт илчĕ. Акцин девизĕ: "Эпир - Аслă Çĕнтерĕвĕн еткерçисем". Унта вĕренекенсемпе пĕрле ветеран организацийĕсем, патриот клубĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тата ытти обществăлла организацисем хутшăнма пултараççĕ. Унăн тĕллевĕ: çамрăксене çар

Подробнее

Лайăххисем йышлансах пыраççĕ

Елчĕкри искусство шкулĕнче кашни çулах професси ăсталăхĕн "Çулталăкри социаллă педагог", "Çулталăкри воспитатель", "Чи класлă класснăй", "Çулталăк вĕрентекенĕ" районти конкурссен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕ. Чи малтанах вăл вĕренỹре, спортра пысăк ỹсĕмсемпе палăрнă шкул ачисене ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕ ятпа саламларĕ, кашнине свидетельство

Подробнее

Çурма финалта

"Вĕренỹ" наци проекчĕн "Кашнине социаллă лифтсем" проектпа килĕшỹллĕн РФ Вĕренỹ министерстви Пĕтĕм Раççейри "Раççей - мехел çĕршывĕ" президент платформин "Вĕренỹ флагманĕ. Муниципалитет" професси конкурсне йĕркеленĕ. Унта Елчĕк районĕнчи вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн команди те хутшăннă. "5 баллов" команда йышĕнче - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, информаципе

Подробнее

Генерал-майор йыхравĕпе

Елчĕк шкулĕнчи çамрăк армеецсем Мускава çитсе килнĕ. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йыхравĕпе мартăн 23-24-мĕшĕсенче пулнă вĕсем тĕп хулара. Ачасемпе пĕрле çул çỹревре Чăваш Республикин ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, шкул директорĕ Лариса Васильева

Подробнее

Вĕренỹ отличникĕ

Аслă Таяпари 9-мĕш класра вĕренекен Светлана Окружновăпа паллаштарас тени ахальтен мар, паллах. Вăл кăçал ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать. Сумлă премие тивĕçес тесен вĕренекенĕн пур енĕпе та малта пулса ыттисене тĕслĕх кăтартмалла. Светлана шăпах шкулти чи маттур хĕр ача, вĕренỹ отличници. Вăл кашни çулах районти олимпиадăна хастар хутшăнать. Кăçал та

Подробнее

Пĕрремĕш ỹсĕмсем

Елчĕкри искусство шкулĕнчи ИЗО класĕнче ăсталăха туптакансем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе палăраççĕ. Чăваш халăх художникне Э.Ю.Юрьева халалланă "Город и время" конкурса Раççейри хушма пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем çеç мар, тĕрлĕ çĕршывăн 619 ачи хутшăннă. Жюри йышĕнче - Раççей, Чăваш Республикин паллă художникĕсемпе культура ĕçченĕсем. Çивĕч пынă тупăшура Елчĕкри искусство

Подробнее

Тĕрĕслевсем пуçланĕç

Мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен çĕршыври шкулсенче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем (ВПР) иртĕç. Ăна 4-мĕш класра вĕренекенсен - виçĕ, 5-мĕшсен тăватă предметпа çырмалла пулĕ. 6-8 классенче икĕ предметпа (вырăс чĕлхипе математика) пурин те тĕрĕслеве хутшăнмалла, тепĕр икĕ предмета вара - суйламалла. 10-11 классем тĕрĕслев ĕçне мартăн 1-25-мĕшĕсенче ирттерĕç - хăш кунне

Подробнее