Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 15)

Кубоксемпе пуян

Аслă Таяпари тĕп шкулта ачасем физкультурăпа питĕ туслă. Районти тĕрлĕ енлĕ ăмăртура вĕсем яланах малтисен ретĕнче. Вĕренекенсене Олег Муравьев физкультура учителĕ ертсе пырать. Коридорти стенд çинчи кубоксем – шкулăн мухтавĕ. Кунтах «Елчĕк ен» хаçат кубокĕ те иккĕмĕш çул упранать. Олег Алексеевич чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă педагог. Ачасемпе пĕр чĕлхе

Подробнее

Стипендиатсен çĕнĕ йышĕ паллă

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем – çĕршыв пуласлăхĕ. Телее, ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сахал мар Елчĕк тăрăхĕнче. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнÿсем те нумай кĕттермеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушăва

Подробнее

Шкул – илĕртÿллĕ пĕлÿ тĕнчи

Лаш Таяпа шкулĕ ял варринче мăнаçлăн ларать. Унăн пысăк та çутă чÿречисем çинче яланах хĕвел вылять, алăкĕсем кашни кун ирех тараватлăн уçăлаççĕ. «Ÿс, çитĕн, тăрăшса вĕрен», – тенĕн туйăнаççĕ вĕсем кашни кун вĕренекенсене кĕтсе илнĕ май. XIX ĕмĕрĕн çурри, тĕрĕсрех каласан, 1840 çул Лаш Таяпара пурăннă çынсемшĕн паллă вырăн йышăннă. Çак

Подробнее

Икĕ шкула – çĕнĕ автобус

Иртнĕ эрнере Шупашкарта районсемпе хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ 37 автобус уççине панă. Телейлисен йышĕнче пирĕн районти Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсем те пур. Палăртса хăварар: хальхи вăхăтра районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене 713 ачана куллен автобуспа турттараççĕ. Вĕренÿ çулĕнче çирĕплетнĕ графикпа районта 13 автобус 55 тĕрлĕ маршрутпа

Подробнее

Курнавăш шкулне – 160 çул

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кустăрма евĕрех çаврăнать вăл. Шав хусканура, çăл куç таппи пек канăçсăр, ирĕн-каçăн вăй илсе малалла хăйне евĕр аталанса пырать. Пуçа усма памасть самана тапхăрĕ. Ĕнер тенĕн шкулăн 150 çулхи юбилейне уявланăччĕ, тепĕр 10 çул ним сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Шкул хăйĕн историйĕпе пуян. 1861 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче уçăлнă

Подробнее

Ăсталăх тĕнчине йыхăрать

Чи илемлĕ вăхăт вăл ачалăх. Этемĕн тĕп пахалăхĕсем шăпах ачаран йĕркеленеççĕ. Çитĕнекен ăрăва ачалăхри савăнăçлă аса-илÿсене ĕмĕрлехех упраса хăварма районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ пулăшать. Кунта кашни ачах хăйне килĕшекен пĕрлешÿсене çÿресе ăсталăха туптама, пушă вăхăта усăллă ирттерме пултарать. Кунти пултаруллă педагогсем хăйсен ăсталăхне çитĕнекен ăрăва парас тесе нумай тăрăшаççĕ. Пултарулăх

Подробнее

«Тылри паттăрсене халалласа»

Çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес тĕллеве мала хурса Яманчÿрел ял библиотекинче вĕренекенсемпе «Тылри паттăрсене халалласа» ятпа литература сехечĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Шкул ачисене Надежда Обожгеева библиотекарь тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Иванова вăл вăхăтри тыл

Подробнее

Ачасемпе тĕл пулнă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун – Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсем вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче вĕсем кĕçĕннисене саккунсен пуххисемпе кĕскен паллаштарнă, ачасен прависемпе

Подробнее

Кадет пулни пысăк чыс

Атте-анне. Тăван кил. Тăван çĕршыв. Чыс, тивĕç… Епле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак сăмахсем. Паян кадет класне ярса пусакан ача çак сăмахсене çĕре ÿкермест тесе шансах тăрас килет. Кадет тумĕ хăех ăслă, хăюллă, анлă тавра курăмлă пулма хистет. Елчĕк шкулĕнче 5-мĕш кадет класĕнче вĕренекен 20 ача çак кунсенче «Елчĕкри вăтам шкулĕн кадечĕ» ята

Подробнее

Шкул столовăйĕсем хушшинче – конкурс

Юлашки çулсенче шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтересси çине патшалăх шайĕнчех тимлĕ пăхаççĕ. Апатланăва тĕрĕс йĕркелесси, вĕри апатсен, апат-çимĕç шайлашăвĕн пахалăхне, чĕр таварпа продуктсемпе усă курнине тĕрĕслесси – районти вĕренÿ организацийĕсен тĕп тимлĕхĕнче. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренекенсене мĕн çитерессине республикăра пĕр евĕрлĕрех меню йĕркелеме сĕннĕ. Кунта чи малтанах талăкри рационăн калорийĕпе

Подробнее