Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 16)

«Вĕренме кайма пулăш»

Пĕтĕм Раççейри акцие районти шкулсем хастар хутшăнчĕç. Çулсеренех вĕренÿ çулĕ умĕн çак акцие хутшăнса ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене, нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшасси ырă йăлана кĕчĕ. Калăпăр, пĕр ача çитĕнекен çемьене сăрă, кăранташ, пластилин е дневник туянасси темех мар тейĕпĕр, енчен те шкула харăсах 4 е

Подробнее

«Шкула кайма хатĕрле»

акци вара халăха социаллă пулăшу паракан организацисенче ĕçлекенсен ырă пуçарăвĕ. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем çулсеренех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенче çитĕнекен ачасене шкул япалисем парнелеççĕ. Кăçал та ырă йăлана пăрахăçа кăларман.

Подробнее

Вĕренÿ пахалăхĕ тĕп вырăнта

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланма шутлă кунсем юлнă май, йăлана кĕнĕ учительсен канашлăвĕ малашлăхри тĕллевсене палăртмалли, ÿсĕмсемпе савăнмалли, çивĕч ыйтусене татса памалли, çав вăхăтрах иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли хăйне евĕрлĕ уçă калаçу пулса тăрать. Ытти чухне тивĕçлĕ ĕçшĕн панă наградăсене çакса çÿремен вĕрентекенсем паян вĕсемпе мăнаçлăн курăнаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн хавасланса

Подробнее

Елчĕк ен мăнаçлăхĕ

Вĕрентекенсен çулсерен иртекен республикăри августри канашлăвĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăланинчен пуçланнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕн сцени çине тухнă 20 ачана республика правительствин вице-премьерĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева пĕр ÿстерсе каламасăр Чăваш Ен мухтавĕ тесех палăртнă. Республика мăнаçланмалли вĕренекенсем йышĕнче Елчĕк шкулĕнчи 10 кадет

Подробнее

Хăтлă шкулсенче пĕлÿ те тарăн пултăр

Сисĕнмесĕрех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарчĕ. Йăларан иртмесĕр, Елчĕк районĕнче вĕренÿ организацийĕсем: 11 шкул, 3 ача сачĕ, 4 хушма пĕлÿ паракан учреждени, ачасене йышăнма мĕнле хатĕрленнине тулли ĕçлĕ ушкăнпа тĕрĕслерĕç. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн, полици уйрăмĕн, пушар хурал пайĕн, газ хуçалăхĕн ĕçченĕсенчен, журналистсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн кашни вĕренÿ организацийĕнчи

Подробнее

Условисем пурнăç ыйтнă шайра

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова ертсе пыракан ушкăн ултă вĕренÿ учрежденийĕнче пулчĕ. Чи малтанах Елчĕк шкулĕнчи пуçламăш классем вĕренекен, ял çинче «Паха тĕрĕрен» «Паха пĕлÿ» ятпа çирĕпленсе юлнă шкулпа тĕплĕн паллашрăмăр. Мĕн калăн, вĕренÿ учрежденийĕсем самана таппинчен пĕр утăм та кая юлмаççĕ, капăрлăхĕпе кăна мар,

Подробнее

Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Районти шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесе йышăнассине юлашки çулсенче тăтăшах çурла уйăхĕн малтанхи вунăкунлăхĕнче йĕркелесе ирттернине район ертÿлĕхĕ анчах мар, педагогика коллективĕсем те вырăнлă тесе шутлаççĕ. Ку чухне ятарлă службăсем тупса палăртнă çитменлĕхсенчен ачасем парта хушшине вырнаçса лариччен хăтăлма, çапла майпа палăртнă ĕçсене тĕплĕн пурнăçлама

Подробнее

Ачан ырă ĕçĕ тимлĕхре юлтăр

Ачана тивĕçлĕ воспитани, ăс-тăн парассинче, обществăра хăйне тĕрĕс тытма вĕрентессинче çемьепе пĕрле ача сачĕн те тÿпи пысăк. Уншăн ача сачĕ – иккĕмĕш çемье. Маларах ывăл-хĕр ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе, аппăшĕ-тетĕшĕпе анчах хутшăнса калаçнă пулсан, кунта пĕр тантăшрисен коллективĕ йĕркеленет. Çапла майпа вĕсем пĕр ÿсĕмрисемпе хутшăнма, пĕр тан пулма, ыттисене итлеме тата шухăшĕсене

Подробнее

Экзаменсем йĕркеллĕ иртнĕ

Шкулсенче экзаменсем вĕçленчĕç – вĕсен кăтартăвĕсем начар мар. 11 классем 110, 9-мĕшсем 158 яшпа хĕр экзамен тытнă. Тĕрĕслевсем çирĕп иртнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Ку енĕпе маларах тĕплĕ калаçусем ирттерни вырăнлă пулни курăнчĕ. Аса илтеретпĕр, йĕркене пăснисем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсене çитес çул кăна тытма пултарĕччĕç, ытти предметпа – кĕркунне. Аслă вĕренÿ

Подробнее

Тутă ачан кулли те янăравлă

Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтнĕ ачасем чылайăшĕ паян та хавхаланса шкулалла утнине асăрхатăн та вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле савăнатăн. Июнь уйăхĕнче районти шкулсен çумĕнче кану лагерĕсем йĕркелени аслисемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ывăл-хĕрĕсем 21 кун педагог-воспитательсен куçĕ умĕнче, ирхинепе кăнтăрла та тутă, тус-тантăшĕсемпе пĕрле выляса хавхаланаççĕ, спортпа туслашаççĕ, тавра курăмне ÿстереççĕ, килте пĕччен

Подробнее