Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 3)

Ачасене аталанма пулăшать

Округри шкулсенче вĕренекенсен пĕлỹлĕх вырсарни кунĕн "Ачасен навигаторĕ" юхăмĕ 2022 çулхи авăн уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Унăн муниципаллă кураторĕ Марина Чернова каланă тăрăх, ăна тĕрлĕ шкулта ирттерме тăрăшаççĕ. Çапла майпа вĕсенче нумай çĕннине курма, ăса хывма май пур. Черетлĕ пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă та, директорсен канашçисемпе

Подробнее

Юля — çĕнтерỹçĕ

Мускаври О.Е.Кутафин ячĕллĕ патшалăх юридици университечĕ право предмечĕпе йĕркеленĕ олимпиадăн юлашки тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Ăслăлăх конкурсне хутшăнма 8-11 классенче вĕренекенсенчен çĕршывĕпе 3500 заявка тăратнă. Тĕп тапхăра экспертсем 1033-шне суйласа илнĕ. Телейлисен йышне Елчĕкри вăтам шкулта 8 "б" класра пĕлỹ илекен Юлия Карпова та кĕме пултарнă - олимпиадăн Мускаври куçăмлă форматне хутшăнма тивĕçнĕ.

Подробнее

Яланах маттур

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ертỹçисене тата ашшĕ-амăшне тăтăшах çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче йĕркеленĕ Халăхсем хушшинчи сăрă ăстисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕнче те пирĕннисем наградăсăр юлман. Калас пулать, Э.М.Юрьев ячĕллĕ "Çĕр - пирĕн кил" конкурса Чăваш Енрен çеç мар, Раççей регионĕсенчен, Беларуçрен, Казахстанран 880 ĕç тăратнă. Унта ЧР культурăн тава

Подробнее

Ачасем — пурнăç калчи

2023 çул, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Мирлĕ тỹпе, атте-анне ăшши ачасен мĕн пур ĕмĕчĕ-шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пулăшчăр! Шăпах ачасемпе ĕçлес ĕçе парăннă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен Любовь Маркова. Любовь Николаевна - чăннипех те хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Вĕренỹпе воспитани ĕçне паянхи пурнăç ыйтнă пек çỹллĕ шайра

Подробнее

Пысăк çĕкленỹпе

Сочири "Сириус" центрта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пĕр эрнелĕх фестивалĕ вĕçленчĕ. Аслă форума 188 çĕршыври 18-35 çулсенчи 20 пине яхăн яш-кĕрĕм хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче 10 пинĕшĕ - ют çĕршывсенчен, 10 пинĕшĕ - Раççей регионĕсенчен. Çав шутра АПШран, Германирен, Индирен, Францирен, Аслă Британирен килнĕ делегатсем. Вĕсен йышĕнче - çамрăк дипломатсем, журналистсем, политика

Подробнее

Усăллă форум

Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме е ĕçлеме каймалла? Ỹссен кам пулмалла? Хамăн пурнăçа тăван енпе е хулапа çыхăнтармалла? Аслă классенче вĕренекенсене хумхантаракан çак тата ытти ыйтусем тавра сăмах пычĕ ял шкулĕсен форумĕнче. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкул никĕсĕ çинче иртрĕ. Унта округри шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем тата аслă классенче пĕлỹ

Подробнее

Ĕнерхи салтаксем тĕл пулчĕç

Кăçал Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 35 çул çитрĕ. Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче округ центрĕнчи тĕп вулавăша пуçтарăнса Афган çĕрĕ çинче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене - Ю.Г.Борисова, Ю.П.Григорьева, А.М.Патшина, ытти юлташĕсене асăнаççĕ, палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Кăçал та вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса иртнине

Подробнее

Тăрăшуллă каччă

Кашни çулах пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантараççĕ. Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та асăннă стипендие илме тивĕçнисем пур. Кăçал 3-ĕн. Вĕсенчен пĕри - пултаруллă та тăрăшуллă каччă - Матвей Мустаев. Матвей туслă та нумай ачаллă çемьере çитĕнет. Ачасенчен асли пулнă май, шăллĕпе йăмăкне ăс-тăн

Подробнее

Ырă улшăнусем татах пулĕç

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Çыннăн ăнăçлă малашлăхĕ вĕренỹ пахалăхĕнчен тата вăл мĕн пĕчĕкрен нумай енлĕ аталаннинчен килет. Çакăн пек майсене çĕршывăн пур регионĕнче пурăнакансем валли те туса памалла. Эпир шкулсем тата ача сачĕсем хута яратпăр. Хăй вăхăтĕнче 2019-2024 çулсенче 1300 ытла шкул уçма палăртрăмăр. Строительствăна вĕçлесен вĕренỹ уçлăхне час-часах çĕнетмелли

Подробнее

Манăн юратнă вĕрентекен

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук пулĕ. Кашни ăна юратса, чунтан пурнăçласан пирĕн çĕршыв аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: "Ĕç - пурнăç илемĕ", - теççĕ. Апла пулсан пур çын та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Ку кăна çителĕксĕр - чуна парса тăрăшмалла, çитĕнỹсем тумалла, хăвăн телейне тупмалла. Вĕрентекен

Подробнее