Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 32)

Пултаруллă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем – Елчĕк енĕн ячĕ-сумĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ кунсенче Правительство çуртĕнче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă. Мĕн тери кăмăллă, çак йыша Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн 11-мĕш класĕн вĕренекенĕ Данил Трофимов та кĕме тивĕçлĕ пулнипе ашшĕпе-амăшĕ, вĕрентекенсем – пурте тивĕçлипе мухтанма, савăнма пултараççĕ. Данил Трофимов – физкультура олимпиадин çĕнтерÿçи. Вăл

Подробнее

Çамрăк армеецсене чысланă

Майăн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ертÿçĕсем ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулнă май кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсене тишкернĕ: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас ыйту та çивĕччисен шутĕнче

Подробнее

Хушма занятисем валли – ятарлă тытăм

Районта ачасене хушма занятисене çÿретме ятарлă тытăм ĕçлеме пуçланă. Апла пулсан, кашни ача, çемьери укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пăхмасăр, шкулсăр пуçне тата хăй суйласа илекен кружоксене, спорт секцийĕсене çÿреме пултарать. Вĕренме укçа-тенкĕне патшалăх уйăрса парать. Хушма занятисемшĕн укçа-тенкĕ уйăрасси мĕнпе çыхăннă? Программăн тĕп никĕсĕ: ачан хăйĕн суйлавĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăçта вĕренессине суйласа илет

Подробнее

В ЯЛЬЧИКСКОМ РАЙОНЕ ОТКРЫЛИСЬ ФИНАЛЬНЫЕ ИГРЫ ЮНАРМЕЙСКОГО ДВИЖЕНИЯ «ЗАРНИЦА» И «ОРЛЕНОК»

Игры «Зарница» и «Орленок» являются уникальной многоуровневой системой развития патриотизма, гражданственности, формирования здорового образа жизни, основ безопасной жизнедеятельности. Ежегодно юнармейцы борются за звание победителя, преодолевая при этом различные конкурсные испытания, проявляя свою подготовленность к защите Отечества, свою любовь к Родине, уважение к традициям. Традиционно районные юнармейские игры «Зарница» и «Орленок" проходят

Подробнее

Паттăрлăх урокĕ

Районти ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ Р.Харисов тата пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Тимофеев Елчĕкри вăтам шкулти 9- мĕш класра иртнĕ паттăрлăх урокне хутшăннă. Рифкат Харисов Сăрьелĕнче çуралса ÿснĕ А.Г.Гаязов çинчен аса илни пуриншĕн те кăсăк пулнă. Абдул Гаязович, куçĕ вичкĕн пулманнипе вăрçа хутшăнайман пулсан та, Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе

Подробнее

Тĕнче шайĕнчи олимпиадăра палăрчĕç

Вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чĕлхене вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. Унта хутшăнма Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче  вĕренекен  Мария Ефимовăпа Лена Васильева тивĕç пулчĕç. Ăс-хакăл, пултарулăх, тавçăрулăх

Подробнее

Конкурссенче те харсăр

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», – теççĕ халăхра. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 7-мĕш класра пĕлÿ илекен Игорь Дмитриевпа Денис Герасимов вĕренÿре те, шкул шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисенче те, ĕçре те – яланах малтисен ретĕнче. Çак харсăр вĕренекенсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçнă май вĕсем чăннипех те пултаруллă та тăрăшуллă пулнине

Подробнее

Профессионалсен йышĕ ÿссех пырать

Виçĕмкун районти педагогсемпе воспитательсен пĕр ушкăнĕ Елчĕкри искусство шкулĕнчен хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ытти чухнехинчен хитре те капăр çи-пуçпа, чĕрĕ чечек çыххисемпе тухнине район центрĕнче пурăнакансем ăмсанса та пăхрĕç. Педагогика ĕçченĕсен мĕнле уяв-ши тесе пуçĕсене çавăрттаракансем те тупăнчĕç пулинех. Вĕрентекенсен чăннипех те календарьте палăртман, çапах та пысăк пĕлтерĕшлĕ уява савăнăçлă

Подробнее

Каникулта вулама

Çуркуннехи каникул та çитрĕ. Хĕвел ăшăрах пăхма тытăнчĕ. Кунĕпе выляса та ĕшенетĕн. Уçăлса кĕнĕ хыççăн мĕнле те пулин интереслĕ кĕнекене алла илсен вуласа тухмасăр та пăрахаймастăн. Çамрăк вулакансене Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ топ-6 кĕнеке сĕнет. 1. Светлана Гордееван «Буквы в букете» сăвăсен пуххи хитре чечексен тĕнчине йыхравлать. Вырăс алфавитĕнчи кашни сас

Подробнее

«Туслăх хĕлхемĕнче»

Районта черетлĕ хут «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Унта 1-4 классенче вĕренекен 95 шкул ачи хутшăнчĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене тăван чĕлхен илемне туйма хăнăхтарасси, авалхи йăла-йĕркене упрама вĕрентесси. Вĕренекенсем тăватă номинацире тупăшрĕç. «Сăмах илемĕ» номинацире Ю.Герасимова /Шăмалак, 2 кл./, А.Носова /Кивĕ Эйпеç, 2 кл./, А.Усанова /Елчĕк, 1 кл./, П.Чернов

Подробнее