Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 34)

Ăста учительсен ачисем те маттур

Аса илтеретпĕр, хальхи вăхăтра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрĕ иртет. Юлашки вăхăтра астрономи тата технологи предметне кăмăллакансем тупăшнă. Елчĕк шкулĕнчи 11 класри Е.Агеева олимпиадăра астрономипе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11 класри К.Чернов призерсен йышне кĕнĕ. Елчĕкри А.Мальцевпа А.Нягин та технологипе призлă вырăнсем йышăннă. Палăртса хăвармасăр иртес килмест:

Подробнее

Ятарлă стипендие тивĕçнĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроклассенче вĕренекенсен профильлĕ тестировани иртнĕ. Республикăри тĕрлĕ районти шкулсенчи вунпĕрмĕш класри 130 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне математикăпа, физикăпа тата биологипе тĕрĕсленĕ. Конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, тестированин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн 10 выпускник Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Стипендиатсен йышне Елчĕк шкулĕнчи Екатерина Агеева, Александр Иванов,

Подробнее

Мускав студентки – тăван шкулта

Çĕршыври тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекен студентсем хĕллехи ăнăçлă сесси хыççăн тăван яла каникула килеççĕ. Ĕнерхи выпускниксем чи малтанах тăван шкула манманнине çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр Кушкă шкулĕнчен медальпе вĕренсе тухнă Татьяна Перепелкина та çак кунсенче шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Мускаври А.И.Евдокимов ячĕллĕ стоматологи институчĕн сывату факультечĕн студентки 10-11 классенче вĕренекенсене студент пурнăçĕпе

Подробнее

Чăн-чăн ăсталăх кирлĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти библиотекăра кашни тăхтаврах ача-пăча хĕвĕшет. Енчен те çÿлĕксем çинче хăвна кирлĕ литературăна тупма май пулмарĕ пулсан, ăна интернет уçлăхĕнчен çăмăллăнах тупса пама пулать. Вăрах вăхăт вуланă хыççăн, куç çивĕчлĕхне тата ывăннине ирттерсе ярас тĕлĕшпе, кунтах шашка тата шахмат вăййисене выляса киленме пулать. Хăш-пĕр шкулсенче çак ăс-тăн

Подробнее

Пĕчĕкрен вулавăшра

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Илем» ача садĕнче Надежда Захарова, Людмила Крылова, Ольга Миллина воспитательсем тăрăшаççĕ. Ачасене пур енлĕн аталантарас тĕллеве мала хурса ĕçлеççĕ вĕсем, çавна май вĕсен ăс-тăнне тата тавра курăмне аталантарас тĕллевпе кунсерен тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Кĕçĕннисене ялти вулавăша çÿреме пĕчĕкренех хăнăхтараççĕ педагогсем, кĕнекесене юратма хистеççĕ. Сăн ÿкерчĕкре: Ольга

Подробнее

Малтанхи призерсем

Районти шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регион тапхăрне хастаррăн хутшăнаççĕ. Хальлĕхе 7 предметпа иртнĕ вăл. Çак кунсенче физикăна кăмăллакан ачасем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11 класри Кирилл Чернов çĕнтерÿçĕ, 9 класри Даниил Ловкин, Елчĕк шкулĕнчи 10 класри Анатолий Нягин, 11 класри Екатерина Агеева призерсен йышне кĕнĕ. Район чысне çÿле

Подробнее

Экзаменсемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем

Кĕçех 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен патшалăх экзаменĕсем тытма та вăхăт çитет. Кăçал ку енĕпе улшăнусем пур-ши? Редакцие килнĕ шăнкăравран. Шăпах çак ыйтусем тавра калаçнă та иртнĕ кунсенче ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче ирттернĕ пресс-конференцире. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова палăртнă тăрăх, çак вĕренÿ çулĕнчен 9-мĕш

Подробнее

Об итоговом собеседовании по русскому языку

Рособрнадзор сообщает о сроках подачи заявлений девятиклассниками на участие в итоговом собеседовании по русскому языку Федеральная служба по надзору в сфере образования и науки напоминает, что заявления на участие в итоговом собеседовании необходимо подать не позднее, чем за две недели до его проведения, то есть до 30 января включительно. Заявления подаются

Подробнее

«Кашни çыннах сывлăхлă курас килет»

Елчĕк районĕн çамрăкĕсем вĕренÿре, спортра тата ытти сферăра палăрса çитĕнÿсем тăваççĕ, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Армрестлинг спортне кăмăллакан – Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Журавлева республикăра анчах мар, ун тулашĕнче те çитĕнÿсемпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл спортăн çак тĕсĕпе Волгоград хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи турнирта 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. –

Подробнее

Олимпиадăсен çĕнтерÿçисем

Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин муниципалитет тапхăрĕ вĕçленчĕ. Шкул ачисем хăйсен пĕлĕвне 20 предметпа тĕрĕслерĕç. Олимпиадăна хутшăннă 944 вĕренекенрен 47-шĕ çĕнтерÿçĕ, 59-шĕ призер йышне кĕме пултарчĕ. Рейтинг урлă каçнисем тавра курăмĕ пысăккине уççăн кăтартрĕç. Кăçалхи тупăшура уйрăмах Тамара Павлова /Елчĕк шкулĕ, 9 кл./ палăрчĕ. Вăл 6 предмета лайăх пĕлнине çирĕплетрĕ. Маттур хĕр

Подробнее