Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 4)

Округра — вĕренỹ министрĕ

Юнкун округра ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров пулнă. Вăл Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле Лаш Таяпари тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче пыракан строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Пĕрремĕш вĕренỹ учрежденийĕнче "Стройсфера" сахал яваплă общество контрактра (12589700 тенкĕ) пăхса хăварнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче физкультура урокĕсене мини-стадионта

Подробнее

Тава тивĕçлĕ учитель

Шкул пĕтернĕренпе кăçал 36 çул çитрĕ. Вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăннăранпа вара çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕнчен 31 çула каять. Çак тапхăрта учитель профессийĕ тивĕçлипех чи пархатарлисенчен пĕри пулнине лайăх ăнланса илтĕм - яваплă та хисеплĕ ĕç. Хамăра пĕлỹ тĕнчи тăрăх çавăтса утнă, тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă вĕрентекенсене тав тума сăмах та

Подробнее

Мĕн кăтартрĕç тĕрĕслевсем?

Вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле патшалăх аттестацийĕ вĕçленнĕ май пĕтĕмлетме те вăхăт. Малтанах 9-мĕшсем пирки. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 172-ĕн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 2-шне, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене, экзаменсене çăмăл йĕркепе тыттарнă, 3 ача шкул пĕтерни çинчен çирĕплетекен свидетельство илнĕ. Тăххăрмĕшсен 4 экзамен витĕр тухмалла. Вырăс чĕлхипе математика предмечĕсене пурин те тытмалла пулсан, ыттине - хăйсем

Подробнее

Çĕнĕ Пăвасем — çĕнтерỹçĕсем

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри "Çулталăкри шкул - 2023" смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Пултарулăх тупăшăвне "Федеральные СМИ РФ" издательство çурчĕн редакци коллегийĕ ирттернĕ. Унта педагогика коллективĕсен управлени практикин чи лайăх енĕсене, ĕç опытне, вĕренỹпе воспитани тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене çул панине тата ыттине те хакланă. Коллектива çĕнтерỹçĕн Хисеп грамотипе, удостоверенипе, медальпе чысланă.

Подробнее

Чăн-чăн пурнăç патриочĕ

"Яланах ăса илсе тăрăр - пурнăçăн ĕмĕрĕ, вăхăчĕ кĕске. Хăвăра панă вăхăта сая ан ярăр, ăна усăсăр ирттермелле мар, çавăнпа та ют пурнăçпа мар, хăвăн пурнăçупа пурăнма тăрăш. Никама та ан итле, ыттисен шухăшĕ санăн шалти туйăмсене ан улăштартăр, вĕсене çапса ан хуçтăр. Яланах хăвăн чĕререн тухакан пулăмсене çỹле хурса

Подробнее

Экскурсинче пулчĕç

Лаш Таяпа территори пайĕнче вырнаçнă акар йытăсен питомникне Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн ертỹçи Леонид Васильевич Князев канăçсăр чунлă çын. Вăл ăста сунарçă пулнипе палăрнă. Çак кунсенче асăннă питомникре Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи лагере çỹрекен ачасем пулса курчĕç. Леонид Васильевич ачасене питомник пирки

Подробнее

Ĕç династийĕ — 116 çул

"Учитель" - нихăçан кивелмен, ĕмĕрлĕх сăмах. Учитель пирки тăтăшах мухтав кĕвви янратаççĕ. Тĕпчевсем вара çакна çирĕплетеççĕ: кашни виççĕмĕш шкулта пысăк педагогика династийĕсен представителĕсем вăй хураççĕ. Çĕнĕ Пăвари шкулти Турхансен ĕç династийĕ пирки те çакнах каламалла. Вĕсен педагогикăри ĕç стажĕ - 116 çул. Династи никĕслевçи - Андрей Васильевич Турхан (псевдонимĕ - Турхан

Подробнее

Хамăра шанар, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртер

Çамрăклăх çунатлă! Кирек камшăн та чи илĕртỹллĕ, хаваслă, ĕмĕтсене пурнăçламалли тапхăр. Анчах вăл хăш вăхăтра вĕçсе иртсе кайнине сиссе те юлаймастăн. Çамрăклăхăн чи лайăх вăхăчĕ - студент çулĕсем. Ялта ỹснĕ пулсассăн та вырăн çинчен ирех тăрас килменни, йăпăр-япăр тумланса вĕренме чупни, пĕрремĕш лекцисенче анасласа ларни (ара, каçхине тус-тантăшсемпе тул çутăличченех

Подробнее

Малашлăха!

Елчĕк округĕнчи шкулсенче 11 класс пĕтернĕ 84 хĕрпе каччăшăн эрнекун сыв пуллашу каçĕ иртнĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисене шкул директорĕсем, класс ертỹçисем, ашшĕ-амăшĕ саламланă. Ачасем вара вĕсене хăйсене чăтăмлăн пĕлỹ тĕнчипе илсе пынăшăн тав тунă. Алла аттестат илнисенчен чылайăшĕ предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче округ чысне тĕрлĕ шайра ăнăçлă хỹтĕленĕ.

Подробнее

Шкул сакки çинчех профессиллĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Мекшеев Иван Козлов вĕренекене тракторист-машинист удостоверенине панă самант Шкул ачасене тĕрлĕ енчен аталантарни вĕсене малашлăха çирĕппĕн пусăмлама май парать. Кĕçĕннисене пĕчĕкренех пулас профессине суйлама пулăшнине тата профориентаци ĕçне явăçтарнине ырламалла анчах. Ачаран ĕçе хăнăхса ỹснисен пысăк пайĕ хăйсен пурнăçне тăван тăрăхпа çыхăнтараççех. Шкулсенче агроклассем ĕçлени

Подробнее