Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 5)

Ĕç династийĕ — 116 çул

"Учитель" - нихăçан кивелмен, ĕмĕрлĕх сăмах. Учитель пирки тăтăшах мухтав кĕвви янратаççĕ. Тĕпчевсем вара çакна çирĕплетеççĕ: кашни виççĕмĕш шкулта пысăк педагогика династийĕсен представителĕсем вăй хураççĕ. Çĕнĕ Пăвари шкулти Турхансен ĕç династийĕ пирки те çакнах каламалла. Вĕсен педагогикăри ĕç стажĕ - 116 çул. Династи никĕслевçи - Андрей Васильевич Турхан (псевдонимĕ - Турхан

Подробнее

Хамăра шанар, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртер

Çамрăклăх çунатлă! Кирек камшăн та чи илĕртỹллĕ, хаваслă, ĕмĕтсене пурнăçламалли тапхăр. Анчах вăл хăш вăхăтра вĕçсе иртсе кайнине сиссе те юлаймастăн. Çамрăклăхăн чи лайăх вăхăчĕ - студент çулĕсем. Ялта ỹснĕ пулсассăн та вырăн çинчен ирех тăрас килменни, йăпăр-япăр тумланса вĕренме чупни, пĕрремĕш лекцисенче анасласа ларни (ара, каçхине тус-тантăшсемпе тул çутăличченех

Подробнее

Малашлăха!

Елчĕк округĕнчи шкулсенче 11 класс пĕтернĕ 84 хĕрпе каччăшăн эрнекун сыв пуллашу каçĕ иртнĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисене шкул директорĕсем, класс ертỹçисем, ашшĕ-амăшĕ саламланă. Ачасем вара вĕсене хăйсене чăтăмлăн пĕлỹ тĕнчипе илсе пынăшăн тав тунă. Алла аттестат илнисенчен чылайăшĕ предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче округ чысне тĕрлĕ шайра ăнăçлă хỹтĕленĕ.

Подробнее

Шкул сакки çинчех профессиллĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Мекшеев Иван Козлов вĕренекене тракторист-машинист удостоверенине панă самант Шкул ачасене тĕрлĕ енчен аталантарни вĕсене малашлăха çирĕппĕн пусăмлама май парать. Кĕçĕннисене пĕчĕкренех пулас профессине суйлама пулăшнине тата профориентаци ĕçне явăçтарнине ырламалла анчах. Ачаран ĕçе хăнăхса ỹснисен пысăк пайĕ хăйсен пурнăçне тăван тăрăхпа çыхăнтараççех. Шкулсенче агроклассем ĕçлени

Подробнее

Эрех-сăрасăр

Шкул пĕтерекенсен чи хумхануллă мероприяти - сыв пуллашу каçĕ - çывхарать. Кăçал вăл республикăра пĕр кунта иртет: июнĕн 23-мĕшĕнче. Уява хаваслă, пĕр пăтăрмахсăр йĕркелессине шкулсенчи яваплă çынсем татса парĕç. Вăл кун суту-илỹ точкисенче сăра-эрех, алкогольлĕ ытти шĕвеке сутма чарнă.

Подробнее

Ырăлăхăн чикки çук

Питĕ нумай професси тĕнчере: учитель, инженер, тухтăр, çĕвĕç, тракторист… Кашнин хăйне кура яваплăхĕ. Кам хăшне килĕштерет - çавна суйлать. Вĕрентекен профессийĕ уйрăмах яваплă, йывăр тесе шутлатăп. Унта ăс пама пĕлни çеç мар, ачана юратма, унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни кирлĕ. Енчен те çыннăн чĕринче ăшă туйăмсем, çепĕçлĕх, лăпкăлăх пулмасан ăна педагог

Подробнее

Римма Парферьева — призер

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Ачасен искусство шкулĕн чи лайăх преподавателĕ" конкурсăн регионти тапхăрне ирттернĕ. Конкурсăн куçăмсăр майпа йĕркеленĕ пайне Римма Витальевна 6 материал тăратнă. Кунта 17 конкурсантран 8-ĕшне суйласа илнĕ. Иккĕмĕш тура хутшăннă пултаруллă ентеш, уçă урок ирттернĕ май, жюри членĕсене хăйне евĕрлĕ меслетлĕхпе усă курнипе, ĕçе

Подробнее

Кану инкексĕр ирттĕр

Округри 10 вĕренỹ учрежденинче те июнĕн 1-мĕшĕнче ачасен кану лагерĕсем ĕçлеме пуçланă. Пĕтĕмпе 600 ача, çав шутран 50-шĕ Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă çỹрет вĕсене. Кăçал та, кашни çулхи пекех, сахал тупăшлă çемьесенчи, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнисене, инвалид ачасене канакансен чи малтанхи йышне

Подробнее

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Майăн 23-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи шкулсенчен вĕренсе тухакан 11 классенчи 169, 9 классенчи 84 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Округри вунă вĕренỹ учрежденире те шкулпа сыв пуллашакансене округ администрацийĕн пай начальникĕсем, Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, ашшĕ-амăшĕ саламланă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕкри вăтам шкулти выпускниксен уявне хутшăннă май, вĕсем пирки ырă сăмах

Подробнее

Хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ

9, 11 классенчен вĕренсе тухнисемшĕн чăннипех те çапла. Вĕсем шкул çулĕсенче пухнă пĕлĕве тĕрлĕ предметпа тĕрĕслев витĕр тухса çирĕплетĕç. 9 классем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе (истори, физика, биологи) пĕрремĕш экзамена майăн 24-мĕшĕнче тытнă. Майăн 30-мĕшĕнче химипе, информатикăпа, обществознанипе, географипе, июнĕн 2-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе (65 ача) тĕрĕслеме пултараççĕ хăйсене. Обязательнăй йĕркепе тытмалли

Подробнее