Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 6)

«Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ» иртнĕ

Республика шайĕнчи "Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ" проектпа килĕшỹллĕн Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче муниципалитет округĕнчи шкулсенчи актив хутшăннипе "Класри тĕл пулусем" ятпа мероприяти иртрĕ. Мероприятие шкулсенчи актив представителĕсем, мĕнпур енĕпе - пултарулăх, ăс-хакăл тĕлĕшпе илсен хăйсен хастарлăхĕпе палăрса тăракансем, пурĕ 100-е яхăн вĕренекен, хутшăнчĕç. Округри 8 шкултан килсе çитнĕ вĕренекенсене Виктория

Подробнее

Хастаррисен йышĕнче

Камилла Львова Республикăри 25 ача Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине илме тивĕç пулнă. Çакăн çинчен калакан Хушăва республика ертỹçи алă пусса çирĕплетнĕ. Хастаррисен шутне пирĕн округăн 2 вĕренекенĕ кĕнĕ: Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш кадет класĕнче пĕлỹ илекен Дарья Долгова тата Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕ Камилла Львова. Хĕрсем иккĕшĕ те олимпадăсене, конкурссене хастар

Подробнее

Професси ăсталăхне куллен ỹстерсе

Педагогика ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри анлă конференцийĕ иртнине пĕтĕмлетмелли, малашнехи çул-йĕре палăртса тишкермелли, умри çивĕч ыйтусене çĕклемелли, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçламалли ырă пулăм пулса тăрать. Педагогсем малтанах Елчĕкри вăтам шкул никĕсĕ çинче предметсен секци занятийĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă. Тĕп мероприяти Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче иртрĕ. Кунта коллективсем ятарлă

Подробнее

Округра — вĕренỹ министрĕ

Юнкун округра ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров пулнă. Вăл Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле Лаш Таяпари тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче пыракан строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Пĕрремĕш вĕренỹ учрежденийĕнче "Стройсфера" сахал яваплă общество контрактра (12589700 тенкĕ) пăхса хăварнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче физкультура урокĕсене мини-стадионта

Подробнее

Тава тивĕçлĕ учитель

Шкул пĕтернĕренпе кăçал 36 çул çитрĕ. Вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăннăранпа вара çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕнчен 31 çула каять. Çак тапхăрта учитель профессийĕ тивĕçлипех чи пархатарлисенчен пĕри пулнине лайăх ăнланса илтĕм - яваплă та хисеплĕ ĕç. Хамăра пĕлỹ тĕнчи тăрăх çавăтса утнă, тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă вĕрентекенсене тав тума сăмах та

Подробнее

Мĕн кăтартрĕç тĕрĕслевсем?

Вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле патшалăх аттестацийĕ вĕçленнĕ май пĕтĕмлетме те вăхăт. Малтанах 9-мĕшсем пирки. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 172-ĕн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 2-шне, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене, экзаменсене çăмăл йĕркепе тыттарнă, 3 ача шкул пĕтерни çинчен çирĕплетекен свидетельство илнĕ. Тăххăрмĕшсен 4 экзамен витĕр тухмалла. Вырăс чĕлхипе математика предмечĕсене пурин те тытмалла пулсан, ыттине - хăйсем

Подробнее

Çĕнĕ Пăвасем — çĕнтерỹçĕсем

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри "Çулталăкри шкул - 2023" смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Пултарулăх тупăшăвне "Федеральные СМИ РФ" издательство çурчĕн редакци коллегийĕ ирттернĕ. Унта педагогика коллективĕсен управлени практикин чи лайăх енĕсене, ĕç опытне, вĕренỹпе воспитани тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене çул панине тата ыттине те хакланă. Коллектива çĕнтерỹçĕн Хисеп грамотипе, удостоверенипе, медальпе чысланă.

Подробнее

Чăн-чăн пурнăç патриочĕ

"Яланах ăса илсе тăрăр - пурнăçăн ĕмĕрĕ, вăхăчĕ кĕске. Хăвăра панă вăхăта сая ан ярăр, ăна усăсăр ирттермелле мар, çавăнпа та ют пурнăçпа мар, хăвăн пурнăçупа пурăнма тăрăш. Никама та ан итле, ыттисен шухăшĕ санăн шалти туйăмсене ан улăштартăр, вĕсене çапса ан хуçтăр. Яланах хăвăн чĕререн тухакан пулăмсене çỹле хурса

Подробнее

Экскурсинче пулчĕç

Лаш Таяпа территори пайĕнче вырнаçнă акар йытăсен питомникне Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн ертỹçи Леонид Васильевич Князев канăçсăр чунлă çын. Вăл ăста сунарçă пулнипе палăрнă. Çак кунсенче асăннă питомникре Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи лагере çỹрекен ачасем пулса курчĕç. Леонид Васильевич ачасене питомник пирки

Подробнее

Ĕç династийĕ — 116 çул

"Учитель" - нихăçан кивелмен, ĕмĕрлĕх сăмах. Учитель пирки тăтăшах мухтав кĕвви янратаççĕ. Тĕпчевсем вара çакна çирĕплетеççĕ: кашни виççĕмĕш шкулта пысăк педагогика династийĕсен представителĕсем вăй хураççĕ. Çĕнĕ Пăвари шкулти Турхансен ĕç династийĕ пирки те çакнах каламалла. Вĕсен педагогикăри ĕç стажĕ - 116 çул. Династи никĕслевçи - Андрей Васильевич Турхан (псевдонимĕ - Турхан

Подробнее