Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 6)

Харсăр стипендиат

Талантлă ачасем сахал мар пирĕн округра. Вĕсенчен пĕри - Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Романова. - Класс тулашĕнчи ĕçсенчен нихăçан та айккинче тăрса юлмасть, пур хушăва та тулли кăмăлтан пурнăçлать, тĕрлĕ сĕнỹсем парса ыттисене те хавхалантарать, - каласа парать хĕр пирки класс ертỹçи Людмила Германовна Князева. Виктория

Подробнее

Кăмăл-туртăмĕ пысăк

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹре, ăслăлăхра, спортра, обществăлла ĕçре тата ытти сферăра пысăк пултарулăхпа палăрнисене çулсерен стипенди парса хавхалантараççĕ. Кăçал çак сума Елчĕкри вăтам шкулти 13 вĕренекен тивĕçрĕ. Маттуррисен йышĕнче 11 "а" класра пĕлỹ пухакан Юлиана Иванова пурри те савăнтарать. Эпĕ унăн çитĕнĕвĕсене, уйрăмах вĕренỹри çĕкленĕвне куллен курса-туйса тăратăп

Подробнее

Малашлăх калчисем

2013-2014 вĕренỹ çулĕнче Елчĕкри вăтам шкулта пуçласа кадет класĕ уçăлнă. Паянхи кун тĕлне шкулта çичĕ кадет класĕ, вĕсенче 134 вĕренекен. Çĕнĕ коллектива кашни çулах округри шкулсен 4-мĕш класĕсенчен вĕренсе тухакансенчен йĕркелеççĕ. Кăмăл пуррисен тест ĕçĕсем витĕр тухмалла. Вырăс чĕлхи, математика, тăван тавралăх предмечĕсене уйрăмах лайăх пĕлни кирлĕ. Физкультурăпа ГТО нормисене пурнăçламалла. Кадетсем

Подробнее

Иккĕшĕнче те — Елчĕксем

Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче майăн 15-17-мĕшĕсенче округри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисен финалĕ иртнĕ. Пĕтĕмлетỹн юлашки кунĕнче пулас салтаксене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ Василий Григорьев, Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕн председателĕ

Подробнее

Стипендиат Мускавра пулнă

Чăваш Енри тĕрлĕ округсенчи 30 талантлă шкул ачи Мускаври "Искра" предприятинче пулса курнă. Çул çỹреве хамăрăн ентеш - Çĕрпỹ округĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Сорокин йĕркеленĕ. Конструкторсен легендарлă бюровне Владимир Алексеевич 2007 çултанпа ертсе пырать. Ачасем зенитлă, авиаци тата космос ракетисен тытăмĕсем валли двигательсем туса кăларакан предприятипе кăсăклансах паллашнă, кайран унăн музейĕнче

Подробнее

Вăрçă ачисене — чыс та хисеп

Округри хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе Елчĕкри искусство шкулĕн çутă та илемлĕ залĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Кĕрекери сумлă хăнасем - вăрçă ачисем. Елчĕкри вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем те вĕсемпе юнашар пулчĕç. …Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ çав: шел пулин те, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

Подробнее

Вĕренĕве ĕçре çирĕплетеççĕ

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул никĕсĕ çинче тракторист-машинист профессине алла илме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ ятарлă классенче вĕренекенсем, шкулти вĕренỹ программипе килĕшỹллĕн, производство практикинче тимлеççĕ. Çапла майпа 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлакан механизаторсемпе юнашар тăрса кашни кунхи хĕрỹ ĕçе хутшăнаççĕ. Ĕçре пысăк ăсталăх илнĕ наставниксен

Подробнее

Юратнă вĕрентекенĕм

Кирек кам та, хуть те хăçан та хăйне ăс-пĕлỹ панă вĕрентекенне е вĕрентекенсене аса илет. Кăçал, Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе палăртнăран, юратнă çыннăмăрсем çинчен пушшех те ырăпа калаçатпăр. Манăн юратнă учителĕм вара - Анатолий Александрович Сайкин. Кĕскен пулсан та, ун çинчен хаçатра çырма сăлтав та пулчĕ-ха: пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче 90 çул

Подробнее

«Вeренекенсен хисепe — чи пысaк парне»

Елена Пантелеймоновна çак сумлă профессири ĕç ăсталăхне 1973 çулта çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче - Лаш Таяпари вăтам шкултан пуçланă. Тен çавăнпа та, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс тата чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн туслă коллективра тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарма (вăл пионервожатăйра

Подробнее

«МедиаВзлет»

регионсем хушшинчи фестиваль пысăк шайра иртнĕ. Унта пурĕ 500 (юлашки тапхăрĕнче 100 ача) хутшăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ фестиваль республикăрисене анчах мар, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасене пĕрлештернĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем (ертỹçи - Любовь Адюкова) фестивальте "Чи лайăх видеопроект" номинаци çĕнтерỹçисем пулса тăнине палăртма кăмăллă. Унта 2-7-мĕш

Подробнее