Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право (Страница 4)

Шыва кĕнĕ чух асăрхан!

Çулла. Хĕвел пĕçертет. Шăрăха тỹсме йывăр. Сывлăш температури тепĕр чух вăтăр градус ытла тăрать. Кун пек çанталăкра çынсенчен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тата канма тăрăшать. Çапах пĕве-кỹлĕ таврашĕ - кану çеç мар, этем сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн та. Шел, çакна кашниех асра тытмасть, шывăн

Подробнее

Электрон мелĕпе

Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем паян тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ. Раççей ШĔМĕн территори органĕсенчи лицензипе ирĕк паракан ĕçсен тата ытти подразделенисем паянхи кун хĕç-пăшал туянма тата упрама ирĕк паракан лицензи е уйрăм хуралçăн удостоверенине илнĕ чух, ытти тĕслĕхсенче граждансене электрон мелĕпе усă курма сĕнеççĕ.

Подробнее

Коррупци вăйне хавшатать

Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе пахалăхлă тата пурте усă курма пултаракан майпа тивĕçтерес ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев час-часах хускатать. Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче вăл пулăшăва электрон мелĕпе тивĕçтерни вăхăта перекетлеме, ĕçе çăмăллатма тата чиновниксемпе тỹрремĕнех хутшăнассине чакарма, коррупцие вăй илме паракан майсене пĕчĕклетме май панине палăртнăччĕ. Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл

Подробнее

Пурнăç телейлĕ пултăр

Наркотике пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса каякансем çулран-çул ỹссе пыни паллă. Апла пулсан та наркăмăшпа туслашма, хăйсен ĕмĕрĕсене кĕскетме тăрăшакансем пур. Минутлăх киленĕçшĕн çамрăксем хăйсен пурнăçне татаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ, ашшĕ-амăшне хуйхăртаççĕ. Инкекрен асăрханас тесе наркомани сиенĕ пирки час-час калаçусем ирттеретпĕр вĕренекенсемпе. Ачасене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, çĕршыва юрăхлă

Подробнее

Ултав вăлтине ан çакланăр!

Информаципе телекоммуникаци хатĕрĕсемпе усă курса мошенниксем хăйсен усал шухăшĕсене тăтăшах пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна кашниех пĕлет пулин те, вĕсен "вăлтине" çакланакансен йышĕ ỹссех пырать. Кăçалхи 5 уйăхра кăна республикăра ултавçăсемпе çыхăннă 1754 (иртнĕ çул - 1383) преступление регистрациленĕ. Çав шутран "банк тата право органĕсен сотрудникĕ" тесе шăнкăравланисем - 485 (218). Кỹнĕ сиен

Подробнее

Суту-илỹре тимлĕх кирлĕ

Юлашки вăхăтра çынсем Интернет уçлăхĕ урлă тавар туяннă е сутнă чухне улталанни, телефон урлă ют çынсемпе калаçса вĕсене банк карттисен вăрттăн кодне е ытти информацие пĕлтернипе укçи-тенкине çухатни, преступниксенчен асăрханмалли пирки час-час çыратпăр пулсан та, çынсем ют тĕслĕхе ăса илмесĕр çав-çавах улталанаççĕ. Ултавçăсен мелĕсем пирки эпир тăтăшах пĕлтерсе тăратпăр. Банк карточкине

Подробнее

Велосипеда упрар

Çуллахи вăхăтра велосипед çула тухмалли меллĕ транспорт. Çавăнпа та çак тапхăрта велосипед çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Сăлтавĕ хуçисем тимсĕр пулнинче. Велосипедсене час-часах лавкка, кафе, тĕрлĕ предприяти-организаци умне тăратса хăварнă хыççăн час-час тимĕр ут "ураланать". Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ.

Подробнее

Терроризма хирĕç — вĕрен

УФСБ пресс-службин сотрудникĕсем тĕп хулари пĕр аслă шкул никĕсĕ çинче терроризма хирĕçле вĕренỹ ирттернĕ. Оперативлă штаб хула çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе мĕн тума пултарнине кăтартса панă - "террористла акта чарнă, преступниксене сиенсĕрлетнĕ…". Оперативлă штаб ертỹçи - Раççей ФСБн Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕ Альберт Савинцев генерал-майор вĕренĕве лайăх хак панă, тĕллевсене тивĕçлĕ

Подробнее

Тытса чарнă

Майăн 15-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче М-7 автоçул çинче Nissan Qashкai автомобиле тĕрĕсленĕ вăхăтра багажникре наркотик пуррине тупса палăртнă. Мускавра пурăнакан ют çĕршыв çынни - 24 çулти гражданин республика урлă пĕр килограмм синтетика наркотикĕ турттарса тухма тăни палăрнă.

Подробнее

Депутата тĕрĕслет

Прокуратура хăйĕн тăванĕнчен бюджет укçи-тенки шучĕпе çурт-йĕре тара илнĕ Çĕнĕ Шупашкарти депутата тĕрĕслет. Чăваш Ен прокуратурин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче асăннă депутат хăйĕн çывăх хурăнташĕнчен çурт арендăланă май йĕркене пăсни палăрнă.

Подробнее