Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 121)

Ăслăлăх, пĕлỹ, ĕç уявĕнче

Октябрĕн 5-мĕшĕнче районти вĕрентекенсем хăйсен професси уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тума Елчĕкри централизациленĕ клуба пуçтарăнчĕç. Уяв, паллах, сăваплă та пархатарлă, çав вăхăтрах çăмăл мар профессие суйласа илнĕ хисеплĕ çыннăмăрсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланипе пуçланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтанах пухăннисене райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Вастулова саламларĕ. Район

Подробнее

Яла килсен, ай, мĕн лайăх?

Ял-йыш пĕр пулса пурăнни лайăх Кĕрхи çумăр ир-ирех пĕрĕхме пуçларĕ пулин те район центрĕнчен аякра вырнаçнă яла командировкăна каяссине ырана хăвармарăмăр, инçе çула кĕскетме шут тытрăмăр. Аслă Таяпа ялĕнчен тухсанах кунти илемлĕ тавралăхпа киленсе малалла вĕçтеретпĕр. Аслă çулăн сылтăм айккипе тĕрлĕ йывăçсем ỹснĕрен кĕр кунĕсенче вĕсем пушшех илемлĕн курăнаççĕ: чылайăшĕ симĕс,

Подробнее

Тулăх кĕркунне кăмăла çĕклет

Хресчен ĕçĕ çăмăл мар, анчах яланах хисеплĕ тата кирлĕ ĕç шутланать. Çĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланăран кăçал та район уй-хирĕсенчен пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнине, кĕркуннехи ытти ĕçсем те кал-кал иртнине, çакна кура ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнине пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх

Подробнее

Ачаран çунатланнă ĕмĕт

пурнăçланнă Вырăскассинче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Курнавăшри вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Светлана Кириллован. Йышлă çемьере ỹснĕ хĕр шкула кайичченех учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Шкул партти хушшине ларсан вара унăн ĕмĕт-тĕллевĕ тата çуталса та аталанса пынă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне кĕçĕннисене урок тутарассине, тĕрĕслессине хăй çине илнĕ. Ун чухнех вăл учитель

Подробнее

Икĕ çемье чăмăртаннă

Республикăра мобилизациленнĕ çамрăксем мăшăрланнă тĕслĕхсем йышланма пуçлани палăрать. Раççейре тулли мар мобилизаци ятарлă лару-тăру пек шутланма пултарать. РФ Çемье кодексĕн 11-мĕш статйипе килĕшỹллĕн вара курăмлă сăлтав пулсан çемье çавăрма заявлени панă хыççăн пĕр уйăх çитичченех хут уйăрттарма юрать. Ятарлă лару-тăру чухне заявлени панă кунах çемье çавăрма ирĕк пур. Ку ыйтупа республикăри

Подробнее

Малашлăх — çамрăксенче

Хăйĕн ĕçне анлăн пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ Елчĕкре пурăнакан Илья Григорьев çамрăк предприниматель 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке уйăрассипе ĕçлекен республикăри комиссин анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта хăйсен бизнесне аталантарма çирĕп шухăш тытнă çамрăксем хатĕрленĕ проектсемпе хушма материалсене тĕплĕн тишкерсе хак панă

Подробнее

Мультимедиллĕ курав

Елчĕкри культура çуртĕнче мультимедиллĕ "Муза Монпарнаса с Волжских берегов" выставка иртет. Ăна октябрĕн 10-мĕшĕнче 14 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Паллă ентешсен çулталăкĕнче Мария Воробьева-Стебельская, пултарулăх псевдонимĕ Маревна, çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май Президент тата "Чувашия" Попечитель канашĕн фончĕсем пулăшнипе Шупашкарти "Радуга" культурăпа курав центрĕ çак выставкăна йĕркеленĕ те. Ỹнерçĕ Сĕнтĕрвăрринче

Подробнее

Вырсарни вĕренĕвĕнче

Канмалли куна пăхмасăр Елчĕкри вăтам шкулта иртен пуçласа кăнтăрлаччен шав тăчĕ. Районти шкулсенчи "Раççейри çамрăксен юхăмĕ" обществăлла пĕрлешỹ членĕсем вырсарникунхи вĕренĕве пуçтарăннă. Шкулсенчи советниксен пĕрремĕш пысăк мероприятийĕ ку. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ - районти канашçăсен муниципаллă кураторĕ Марина Чернова. Вăл каланă тăрăх, малашне район шайĕнчи çакнашкал мероприятие кашни уйăхра пĕр

Подробнее

«Районăн ылтăн фончĕ»

тесе хаклать район администрацийĕн ертỹçи Леонард Левый ялсенче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕсене. Вĕсем çичĕ пинрен те ытла. Петр Никифорович Черновпа Роберт Иванович Бобылев 90 çултан иртнĕ пулсан та политикăпа тата район пурнăçĕпе тăтăшах кăсăкланаççĕ. Паян хăйсене çỹреме йывăртарах пулсан та тĕл пулăва пухăннисене кăмăлтан ырлăх-сывлăх суннă. Пухăннисене муниципаллă округ депутачĕ, районти

Подробнее

Ентешĕсене хавхалантарнă

Районти тĕп больница ĕçченĕ Антонина Александрова Шупашкарти "ВЕСТА" автошкул социаллă сеть урлă ирттернĕ "Сочини стих о пользе арбуза" конкурсра çĕнтернĕ. Мĕн тетĕр? Автошкул ертỹçи, Çуткỹл ялĕнче çуралса ỹснĕ Эдуард Доброхотов иртнĕ кунсенче конкурс çĕнтерỹçине тата вăл ĕçлекен коллектива тав тума Елчĕке килсе çитнĕ. Вăл пушă алăпа мар, автомашина багажникĕ тулли кучченеç

Подробнее