Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 125)

«Ылтăн кĕркунне» курав йыхравĕ

"Ылтăн кĕркунне" курав кăçал октябрĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав çывăхĕнчи Кубинка хулинче иртет. Ăна 24-мĕш хут йĕркелеççĕ. Курава хăнасем тĕрлĕ регионран килсе çитмелле. Унта Чăваш Енри предприятисем те хутшăнаççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче "çавра сĕтелсем", форумсем, тĕл пулусем, дискуссисем йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулхи куравра та Чăваш Республикинчи аграрисем хăйсен продукцине тивĕçлĕ шайра кăтартнă, 71 медаль çĕнсе илнĕ

Подробнее

Хăй тĕллĕн ĕçлекене — пулăшу

ЧР Правительствин соцсетьри "Чăваш Республики" страницинче ирттернĕ тỹрĕ эфирта вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй тĕллĕн ĕçлекен фермерсене патшалăх енчен йĕркеленĕ пулăшу тĕсĕсемпе паллаштарнă. Ял хуçалăх министрĕ пĕр вăхăтрах темиçе субсиди илме пулнине, анчах республика шайĕнчи пулăшу çулталăкра пĕр çын пуçне 500 пин тенкĕрен ытла пулмалла маррине палăртнă.

Подробнее

Кĕлтеллĕ, тулăх кĕркунне

Куç хăрать те, алă тăвать. Районти аграрисем çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырма ĕçĕсен вĕçне тухса пыраççĕ. Кăçал та Елчĕксем пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пултарнине республика шайĕнче палăртасса малтанах пĕлсе тăратпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче хальлĕхе 23000 ытла гектар çинчен 843482 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши

Подробнее

Ярмăрккă хапăл тăвать

Районта халĕ кашни шăматкун "Кĕр парни" ярмăрккă иртет. Вăл октябрĕн 9-мĕшĕчченех ĕçлемелле. Кĕр мăнтăрĕпе йĕркеленĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан çак куна çынсем ахальтен мар чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта паха пахча çимĕç, улма-çырла, пыл, аш-какай, тата ыттине те тивĕçтерекен хакпа туянма пулать. Тĕрлĕ сăлтава пула килти хушма хуçалăха анлăн йĕркелесе

Подробнее

Вăй пĕрлĕхре кăна

Пирĕн Республика çĕршыв шайĕнчи кирлĕ задачăсене татса парас ĕçе вăраха ямасăр хутшăнать. Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Президенчĕн уйрăммăн мобилизаци тăвассипе йышăннă Указне пурнăçлама пуçăннă. Оборона комплексĕн предприятийĕсем мобилизаци йĕркине куçаççĕ. Тăванла халăхсене Украина влаçĕ пусахланинчен хăтарасси, вĕсене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн тĕп тĕллев. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те çар задачисене

Подробнее

Çивĕч ыйтусем пур-ха…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç. Юлашки вăхăтра районта çул-йĕр сарас е юсас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать. Ку тĕлĕшпе пĕртен-пĕр предприяти - "ДПМК "Яльчикское" сахал яваплă общество, анчах шанăçа тỹрре кăларать. Унăн директорĕ Вячеслав Сядуков

Подробнее

Чун ăшшине парнелеççĕ

Елчĕкри "Чебурашка" ача садне 10-мĕш çул Ольга Иванова ертсе пырать. Кунта 5 воспитатель, 1 музыка ертỹçи тата воспитатель пулăшуçисем тăрăшаççĕ. Ольга Мудрецова воспитатель пепкесемпе ĕçлеме пуçлани 11 çул иртнĕ. Çак çулсем хушшинче вăл шăпăрлансене чун ăшшине парнеленине пурте лайăх пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçне чун ыйтнипе пурнăçланăран, пĕчĕкскерсемпе часах пĕр чĕлхе тупать вăл.

Подробнее

Пултарулăх сезонĕ уçăлнă

Иртнĕ канмалли кунсенче районти культура çурчĕсенче çĕнĕ пултарулăх ĕççине уçса тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Яманчỹрелĕнчи культура çуртĕнче ял çыннисем шкул ачисен пултарулăхне курса савăннă. Кунта "Раççейри халăх алăсталăхĕсем" курав йĕркеленĕ. Ачасен "Сармантей" фольклор ушкăнĕ (сăн ỹкерчĕкре) вара "Халăх йăли-йĕркипе пурăнмалла тата çитĕнмелле" калаçăва хутшăннă. Вĕсем ват асламăшĕпе аслашшĕсен ачалăхĕнчи юрăсене юрланă, вĕсем

Подробнее

Манăн асанне — манăн мăнаçлăх

Манăн асанне - Роза Николаевна Молодова хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе районта пурăнакансем хушшинче пысăк ят-сум çĕнсе илме пултарнă çынсенчен пĕри пулнине пĕлетĕп. Кăçалхи çул - Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ. Çакна асра тытса эпĕ малтан республика шайĕнче пулса иртнĕ "Гордость Чувашии в лицах" конкурса хутшăнтăм. Проект ĕçĕнче, паллах, хамăн асанне пирки çырса

Подробнее

Спортпа çывăх

Палăртнă тĕллевсене мала хурса ĕмĕрĕпе çирĕп шанчăкпа, чыспа-сумпа пурăнса ирттерекен çынсем пысăк хисепре. Елчĕкре пурăнакан Роберт Бобылев тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ 94 çулта. Вăл 1928 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Элпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. - Анне - Мария Яковлевна пурнăçа чун-чĕререн юратакан хĕрарăмччĕ. Тĕлĕнмелле уçă та ырă кăмăллăччĕ вăл.

Подробнее