Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 134)

Пĕлсе апатланмалла

Ман пата йышăнăва кĕрекен чылай çын: "Мĕн вăл холестерин?" - тесе ыйтать. Юлашки вăхăтра пациентсем хăйсен сывлăхĕпе интересленни сисĕнет, çавăнпа юнри холестерин шайĕ пысăккипе пĕчĕккине сăнасах тăраççĕ. Холестерин организмри мĕн пур клеткăсенче пур. Вăл ват тунă çĕре хутшăнса апата шĕветме пулăшать, "Д" витаминпа гормонсем тунă çĕре хутшăнать. Çын организмĕнче 140-200 грамм холестерин

Подробнее

Витамин ытларах пултăр

Вĕренỹ çулĕ пуçланиччен икĕ эрне ытларах çеç вăхăт юлать. Врач патĕнче пулса, час-часах ашшĕ-амăшĕсем тухтăртан канаш ыйтаççĕ: ачана вĕренỹ çулне мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле? Мĕнле апат çитермелле? Шкул ачин стресне мĕнле майпа сирмелле? Елчĕк район больницин педиатр тухтăрĕ Надежда Афанасьева ачана вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлемеллине канаш пачĕ. Чи кирли - ачасен

Подробнее

Шкул автобусĕ çула тухать…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый августăн 15-мĕшĕнче ирттернĕ канашлăва райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, организацисемпе учрежденисен ертỹçисем хутшăннă. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Канашлу кун йĕркине кĕртмен чи çивĕч ыйтуран пуçланчĕ. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин иртнĕ эрнере Елчĕкри нумай хваттерлĕ

Подробнее

Юлашки 5 çулта

«Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшỹллĕн республикăри вĕренỹ организацийĕсене 220 шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ. 2022 çулта шкул транспортне туянма республика бюджетĕнче 35 млн тенкĕ ытларах уйăрма йышăннă. Хальхи вăхăтра паркра пурĕ 400 автобус. Вĕсем 1415 ялтан 738 маршрутпа ачасене шкулсене илсе çỹреççĕ. Мĕн пур автобуса ГЛОНАСС тытăмпа, тахографпа, çутăпа тивĕçтернĕ.

Подробнее

Шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан

Курнавăшри тăхăр ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ Петя Смирнов, ывăлсенчен кĕçĕнни пулнăран, тĕп килте тымар янă. Ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕн кăвайтне сỹнме паманни ăна пурнăçра вăй-хăват, хастарлăх парса тăнине чун-чĕрипе туять вăл. 7 çулта чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă арçын ача пиччĕшĕсем çине таяннă. Лешсем, ăста спортсменсем, шăллĕне ĕçе хăнăхтарнă, спортпа туслаштарнă. Аслă классенче

Подробнее

Шкулĕ хатĕр: çутă, капăр… Вĕренмешкĕн пул эс хапăл!

Черетлĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем анчах тăрса юлчĕç. Районти вĕренỹ организацийĕсенче - 10 шкулпа 3 ача садĕнче тата хушма пĕлỹ паракан 4 учрежденире сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене йышăнма мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслерĕмĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă ĕçлĕ ушкăн тĕрĕслеве Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан пуçларĕ. Вăл районти

Подробнее

Ачасене савăккăн кĕтсе илĕç

Шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслеме тĕрлĕ структурăн ĕçченĕсене пĕрлештерекен районти комисси кăçал та яланхиллех пысăк яваплăхпа хутшăнчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парасси, вĕсен хăрушсăрлăхĕ яланах чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен

Подробнее

Ертỹçисем хастартан педагогсем те тăрăшуллă

Райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри "Солнышко", "Чебурашка", А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ, Курнавăшри тата Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа тата ĕç-хĕлпе паллашрĕ. "Солнышко" ача садне 70 ача çỹрет. Вĕсене

Подробнее

Газ ырлăхĕ

Вулакан астăвать пулĕ, 2021 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче газ кĕртессине вĕçлемелли пирки сăмах хускатнăччĕ. Çийĕнчех ятарлă указ та тухрĕ. Сăмах унта газ кĕртнĕ ялсенчи пурăнмалли çуртсене газпа тивĕçтересси çинчен пырать. Газпа тивĕçтерекен организаци газ пăрăхне кил хуçалăхĕн чикки таран хăйĕн шучĕпе илсе çитерĕ. Малалли - проект тăвасси, пăрăха

Подробнее

«Каласан каланă пек, каламасан — чун чăтмасть»

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый августăн 8-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи пурнăçпа çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кỹрес ыйту çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть. Çуркуннехи-çуллахи вăхăтра вара çум курăкпа кĕрешме тивет. Пурпĕрех, хăтăлма пит кансĕр унран.

Подробнее