Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 146)

Чăваш хăмли — чи хăватли

Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестиваль иртет. Хăмла производствине ỹстерес тĕллевпе малашне ăна республикăра кашни çул ирттерме палăртаççĕ. Сăмах май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче çĕршывра туса илнĕ "симĕс ылтăнăн" 80 процентне Чăваш Республикинче туса илнĕ. Чăваш Ен халĕ те хăмла çитĕнтерекен тĕп регион, Раççей хăмлин 90 проценчĕ пирĕн шутланать. Апла

Подробнее

Чăваш ятне çĕклекен

Украинăри ятарлă çар операцийĕсене пурнăçлама хутшăнакан пирĕн ентеш - Патреккел ялĕнче çуралнă Сергей Борисович Миллин майор Раççей пуласлăхне сыхлассипе паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн "Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" II степень орден медальне илме тивĕçлĕ пулнă. РФ Президенчĕ В.Путин çак Указа кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. …2006 çулта Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан

Подробнее

Шкулăн чапĕ — унăн вĕренекенĕсем

Кăçал республикăра Паллă ентешсен çулталăкĕ иртнĕ май Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренсе тухнисене "Мухтанатпăр сирĕнпе, ентешсем" тĕл пулăва йыхравларăмăр. Савăнăçлă уява Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Гурий Федоров, Лаш Таяпари Таса Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан атте, шкул директорĕ Галина Осипова хутшăнчĕç, сăмах

Подробнее

Ял уявĕ пĕрлештерет

Пысăк ял мар пирĕн çуралса ỹснĕ кĕтес. 137 çын пурăнать унта. Шуршусем яланах хăйсен ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăраççĕ. Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Кашни çулах Çимĕк, Троица уявĕсенче ял-йыша пĕр-пĕринпе курса калаçма май туса парас тесе уяв йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Аякри ентешĕмĕрсем çуралнă яла тăтăшах килеймеççĕ. Аслă уявсенче

Подробнее

Икĕ урамлă, тарасаллă

ХАЛĂХĔ КĂМĂЛЛĂ, ĔÇĔСЕМ КУРĂМЛĂ Куç хупса илнĕн иртсе пырать-çке çын ĕмĕрĕ. Елчĕк район хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлани часах 34 çул çитет. Паллах, кỹршĕллĕ район пулсан та халĕччен пулса курман тăрăхри пĕрремĕш командировка нихăçан та асăмран тухмасть. Вăл шăпах Исемпел ялĕпе çыхăннăран аса илме те питĕ кăмăллă. 1988 çулхи август уйăхĕн вĕçĕнче мана,

Подробнее

Тĕрлĕ ыйтупа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе июнĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ канашлури тĕп ыйтусем - районăн 2022 çулхи январь-май уйăхĕсенчи социаллă экономика аталанăвĕн тата бюджета тултарнин малтанхи кăтартăвĕсем, кăçалхи 2-мĕш çур çулта хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен - пулчĕç. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явма тытăниччен

Подробнее

Профессие чунтан парăннă

Медицина ĕçченĕн профессийĕ обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Авалхи Грецин паллă философĕ Сократ каланă тăрăх, судья, педагог тата медицина ĕçченĕ хевтине çỹлтен илеççĕ. Енчен те ахаль çын урăх çын пурнăçне çăлать пулсассăн, ăна паттăр пек чыслаççĕ, награда параççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн вара çын пурнăçне çăласси кулленхи йывăр ĕç пулса тăрать. Тĕрлĕ шайри

Подробнее

Шăл тухтăрĕсем маттур

Нумаях пулмасть виçĕ хутчен Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне каймалла пулчĕ. Уйрăма пырса кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пациентсене кĕтсе ларма та лайăх. Часах кабинета чĕнсе кĕртеççĕ. Ылтăн алăллă стоматологсем патĕнчен сипленсе тухнине те сисместĕн. Халĕ врачсем патне электронлă майпа çырăнма май пуррипе пушшех меллĕ. Районти шăл тухтăрĕсем пĕринчен тепри пысăк опытлă.

Подробнее

Çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ

Нумаях пулмасть Шăмалак ялĕн хастар вулаканĕсем хальхи чăваш çыравçипе тата Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕпе Ольга Федоровăпа (Васильевăпа) ялти библиотекăра тĕл пулчĕç. "Шăмалакри тĕл пулу" ятлă уява шкул ачисем тата кĕнеке вулама юратакансем хутшăнчĕç. Чăваш çĕрĕ пултаруллă ывăл-хĕрĕпе пуян, çак ял та хăйĕн маттур çыннисемпе мухтанать. Тĕл пулăва Чăваш кĕнеке издательствин художникĕ,

Подробнее

Елчĕк тăрăхне мăнаçлăх кỹчĕç: унăн ĕçчен çыннисем, тăванлăх, туслăх, юрату!

Хĕрỹ тапхăр - çур аки вĕçленнĕ хыççăн иртнĕ вырсарникун районта çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Хăнăхнă йăлапа шăп палăртнă вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçре малта пыракан тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕн хастарĕсем шăпăр кĕввипе тĕп сцена

Подробнее