Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 158)

Кун-çулĕ пархатарлă унăн

Тăван районăмăр 95 çулне кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта Николай Архилин çинчен çырни питĕ вырăнлă пулма кирлĕ, мĕншĕн тесен унăн аталанăвне вăл та хăйĕн тỹпине хывнă. Тепĕр сăлтав та пур: пурăннă пулсан çак кунсенче Николай Кузьмич 90 çул тултармаллаччĕ. Николай Архилин 1932 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Горькинчи партин

Подробнее

Ячĕсем район историйĕнче çырăннă

Эпир хаçатăн чылай номерĕнче республикăри "Урожай" спорт обществи ирттернĕ ăмăртусенче пĕрремĕш разряд тата спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă ентешсем çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Архива çĕнĕрен тишкернĕ май чылай материал куç тĕлне пулчĕ… 2001 çул. Районти çуллахи полиатлон чемпионатне ирттерме пуçларăмăр. Çамрăксен интерес пысăкчĕ, Виталий Сардаев пайтаçă велосипед таранччен парне хатĕрлетчĕ те. 1-мĕш

Подробнее

Культура хыпарĕсем

"Кĕмĕл сасă" çĕнтерỹçи - Георгий Смирнов Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă "Кĕмĕл сасă-2022" эстрада юррисен Пĕтĕм Раççейри 23-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк юрăçсене тупса палăртасси, хамăрăн йăла-йĕркесене упрама хăнăхтарасси, тăван чĕлхене, культурăна аталанма майсем тупасси. Конкурса Питĕр, Чĕмпĕр,

Подробнее

Конкурс!

Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕн "Пĕрле" фончĕ "Эпĕ - хĕрарăм" конкурс ирттерет. Çапла майпа профессире, ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕнче пысăк çитĕнỹ тăвакан хĕрарăмсене хавхалантарас тĕллевпе "Эпир экономикăна аталантаратпăр" ("Мы строим нашу экономику"), "Саккун хуралĕнче") ("На страже закона"), "Вĕренỹ патне ăнтăлса" ("К знаниям без барьеров"), "Сывлăх патне -

Подробнее

Хĕрарăмсем маттур пулни куç кĕрет

Ăшпиллĕ те маттур, çын нушине ăнланакан районти хĕрарăмсем - амăшĕсем, вĕсемпе пĕрле шкулсенче вĕренекенсем тата ытти ватти-вĕтти Украинăран эвакуаципе килекен граждансене гуманитари пулăшăвĕ кỹрес ĕçре хăйсен хастарлăхне ỹстерсех пыраççĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул никĕсĕ çинче инкеке лекнисем валли япаласем пухассипе йĕркеленĕ ятарлă пункта иртнĕ эрнере çынсем тăхăнмалли çи-пуç, ача-пăча валли

Подробнее

Янăра, тăван чĕлхемĕр!

Чăваш чĕлхин кунне халалланă уйăхлăхра районти вĕренỹ, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕрен уявсемпе тĕл пулусем иртеççĕ. "Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ỹстерме вĕренсе пырать. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕ ỹсеймест. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене

Подробнее

Конкурсра — вĕрентекенсем

Пултаруллă та паллă çынсене тупса палăртас тĕллевпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче буклетсен тата лепбуксен конкурсĕ иртнĕ. 17 вĕрентекен 4 номинацире тупăшнă. "Чăваш Енĕн паллă çыннисем" номинацире пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене Н.Кузнецова (Курнавăш), И.Леонтьева (Лаш Таяпа), И.Облесова (Кивĕ Эйпеç), И.Ванюшина (Патреккел) пайланă. "Елчĕк районĕнчи паллă çынсем" номинацире пĕрремĕш вырăна Н.Левая (Çирĕклĕ Шăхаль) тухнă. Иккĕмĕшсем

Подробнее

Сыхлăхпа асăрханулăх — тĕп вырăнта

Иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри командăпа штабăн вĕренĕвĕ пирĕн районта та ăнăçлă иртнĕ. Виçĕ куна пынă вĕренỹре çут çанталăк пушарĕсем сиксе тухас пулсан ялсене, экономика объекчĕсене, социаллă инфраструктурăна мĕнле хỹтĕлемеллине, çурхи шыв-шуртан епле асăрханмаллине тишкернĕ. Вĕренĕве пушар сỹнтермелли аварипе çăлав службин, Елчĕкри электричество сечĕн, обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан, медицинăпа тивĕçтерекен, газ сечĕсен аварипе техника

Подробнее

Ялав умĕнче — хуралта

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн районти вĕренỹ учрежденийĕсенче çулсеренех "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче - хуралта" акци иртет. Кăçал та вăл Аслă Çĕнтерỹ 77 çул тултарнине халалласа старт илчĕ. Акцин девизĕ: "Эпир - Аслă Çĕнтерĕвĕн еткерçисем". Унта вĕренекенсемпе пĕрле ветеран организацийĕсем, патриот клубĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тата ытти обществăлла организацисем хутшăнма пултараççĕ. Унăн тĕллевĕ: çамрăксене çар

Подробнее

«Хĕрлĕ гвоздика» акци

Çĕнтерỹ волонтерĕсем Пĕтĕм Раççейри "Хĕрлĕ гвоздика" акцие старт панă. Ăна кашни çул "Ăрусен астăвăмĕ" ыркăмăллăх фончĕ йĕркелет. Кăçал вăл апрелĕн 21-мĕшĕпе июнĕн 22-мĕшĕччен иртет. Пирĕн пурин те "Хĕрлĕ гвоздика" акцие хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, ытти çар операцийĕсене хутшăннă ветерансене пулăшма май пур. Çакна пурнăçлама акци значокне, хĕрлĕ гвоздикăна, тĕрлĕ суту-илỹ лавккисенче,

Подробнее