Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 180)

Спорт хыпарĕсем

2-мĕш тапхăра хутшăнĕç Вăрнар поселокĕнчи хоккей керменĕнче шкул ачисен вăтам ушкăнĕнче республика первенстви иртнĕ. «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илес тĕллевпе 5 команда – Вăрнар, Елчĕк, Комсомольски, Çĕмĕрле, Пăрачкав хоккеисчĕсем тупăшнă. Пирĕн район команди вырăнти спортсменсене 1:2 шутпа çеç выляса ярса турнирта 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакă Елчĕксене малаллахи вăйăсене хутшăнма май парать. 3-мĕш, анчах... Канашри

Подробнее

Юлиана – призер

Республикăра Раççей Федерацийĕн Прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнĕ. Малтанхи тапхăрта регионти 500 ытла вĕренекен Раççей патшалăхĕн, прокуратурин историне уçса парас тĕлĕшпе тест витĕр тухнă. Кунта палăрнисем иккĕмĕш пайĕнче куçăмлă майпа «300 çул – саккунлăх хуралĕнче» эссе çырнă. Юлашки тапхăрĕнче ăслăлăх тĕрĕслевне 27-н кăна хутшăнма

Подробнее

Олег Николаев Çырупа паллаштарĕ

Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çулсерен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕпе паллаштарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртакан ĕçсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртĕç. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата

Подробнее

Техникăна ачаран юратнă

– Ача чухнех çуралнă ĕмĕт пурнăçланнăшăн питĕ савăнатăп – куллен юратнă трактор çине ларса хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçласси маншăн пысăк савăнăç, – пĕлтерет «Сатурн» хуçалăхра механизаторта тăрăшакан Владимир Крысов. Тивĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă «тимĕр ут» хуçи çурхи кунсенчен пуçласа кĕркуннеччен хуçалăх анисем çинче тар тăкать: тĕш тырă акать, çĕре сухалать, сÿрелет,

Подробнее

Паттăрăн кун-çулĕ вĕçленмест…

Республика пурнăçĕпе аталанăвĕнче унăн çыннисен тÿпи калама çук пысăк. Чăваш Енре 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртни те тÿррĕнех çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ. Чăвашсен чи чаплă çыннисем вара – çăкăр çитĕнтерекенсем. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăр салтак, Ворошилов ячĕпе хисепленекен /каярахпа –

Подробнее

Çивĕч ыйтусен авăрĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кăрлачăн 17-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура калаçу çивĕч ыйтусем тавра пычĕ. Вакцинаци Асăннă мероприяти пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе вырăнти оперштаб ларăвĕнче ĕçе килсерен çÿресе йĕркелесси пирки йышăннă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине шута илсен, кунашкал профилактика ĕçĕн усси пур. Çав вăхăтрах пĕтĕм

Подробнее

Уйăхлăх пуçланчĕ

Паянтан республикăра, çав шутра районта та, çамрăксемпе шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас, физкультурăпа спорта аталантарас, сывлăха çирĕплетес, çамрăксене çар службине хатĕрлессин пахалăхне ÿстерес тĕллевпе оборонăпа массăллă, спортпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый январĕн 14-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Уйăхлăх февралĕн 23-мĕшĕччен тăсăлать. Уйăхлăхра Паллă ентешсен çулталăкне

Подробнее

Ыран – сывлăхпа спорт кунĕ

2014 çултанпа Чăваш Енре «Сывлăхпа спорт кунĕ» акци ирттереççĕ. Çак кун республикăра пурăнакансем бассейнсене, спорт лапамĕсене, тренажер залĕсене тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Кăçал та, сывлăхпа спорт кунĕсене, ытти çулсенчи пекех, шăматкун йĕркелеççĕ. Ыран «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене хăйĕн патне йыхравлать. Малашне сывлăхпа спорт кунĕсене февралĕн 12, мартăн 26, апрелĕн

Подробнее

Сурхури уявĕнче

Халăх искусстви – ĕлĕк-авалтан çирĕпленнĕ йăла-йĕркесене упракан фольклор. Курнавăшри культура çуртĕнче Сурхури уявне çуллен паллă тăватпăр. Кăçал та, фольклор ушкăнне çÿрекенсем, халăх йăли-йĕркине манăçа кăлармасăр ăна хаваслă уявласа ирттертĕмĕр. Улах ларнă май ĕлĕкхи юрăсене шăрантартăмăр, вăйăсем вылярăмăр, пĕр-пĕрне ăшшăн саламларăмăр. Юмăç ярассине, халăх вăййисене те манмарăмăр. Т.СМИРНОВА.

Подробнее

Паллă кун ячĕпе

Районти тĕп библиотекăра Кушкă ялĕнче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Илья Матвеевич Трофимов 80 çул тултарнине халалласа «Мухтавлă ентешсем» ятпа юбилей каçĕ иртрĕ. Илья Трофимов мĕн ачаран пуçласа çак вăхăтченех тăван çĕр ытамĕнче. Вăл хăйĕн ĕç стажне лаша пăхаканран, кĕтÿçĕрен, кочегартан пуçланă. Илья Матвеевич çирĕп ăс-тăнлă, тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе, тÿрĕлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Вăл

Подробнее