Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 191)

Ырми-канми тăрăшнă

Вăрçă вăхăтĕнче тылра та çăмăл пулман. Вăй питти ар-çынсене фронта илсе кайнăран мĕн пур йывăр ĕç хĕрарăмсен, ватăсен тата ачасен черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнса халăх тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, аш-какай, сĕт, çăм, çăмарта туса илнĕ. Мĕн алла илнине управа кĕртсе тăман – тÿрех фронт

Подробнее

«Тылри паттăрсене халалласа»

Çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес тĕллеве мала хурса Яманчÿрел ял библиотекинче вĕренекенсемпе «Тылри паттăрсене халалласа» ятпа литература сехечĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Шкул ачисене Надежда Обожгеева библиотекарь тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Иванова вăл вăхăтри тыл

Подробнее

Терапи уйрăмĕнче сипленме аван

Чирлесе ÿксен васкавлă пулăшу машинине чĕнме тиврĕ. Мана тÿрех районти тĕп больницăри терапи уйрăмне вырттарчĕç. 10 кун сиплентĕм унта. Тÿрех палăртам, уйрăмра таса та çутă, ăшă. Вырăн таврашĕ те çĕнĕ. Чирлисем шуса ан ÿкчĕр тесе коридорта виçĕ йĕр резина çыпăçтарса тухнă. Палатăсенче кăна мар, туалетра та тирпейлĕ. Санитаркăсем пур çĕрте те

Подробнее

Нумай ачаллисене – тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ

Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çемьере кăна ĕç те ăнса пырать, ачасем те пултаруллă та ĕçчен, çынна хисеплесе те юратса ÿсеççĕ. Районта нумай ачаллă çемьесем йышлансах пыраççĕ. Патшалăх вĕсене пур енлĕн пулăшса пыма тăрăшать. Аннесен кунĕ умĕн районти ЗАГС пайне нумай ачаллă икĕ çемьене чĕнтĕмĕр. «Чăваш Республикинче нумай

Подробнее

Çĕнĕ çул уявĕ те çывхарать

Производство предприятийĕсемпе суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» ятпа конкурс иртесси çинчен пурте пĕлме тивĕçлĕ. Елчĕк районĕнче пурăнакансене, çавăн пекех хăнасене Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсенче савăк кăмăл-туйăм парнелес шутпа йĕркелекен çак конкурса предприяти-организацисем иртнĕ çулсенченех хастар хутшăнаççĕ. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата

Подробнее

Искусство та пулăштăр

Республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларура ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров сăмах илнĕ. Вăл комисси членĕсем умне Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пÿлĕм уçас сĕнÿпе тухнă. Управлени пуçлăхĕ иккĕленмест, вăл аслă классенче вĕренекен ачасемшĕн, студентсемшĕн, ытти çамрăкшăн питĕ усăллă пулĕ. Сĕнĕве

Подробнее

Такăр çул сана, почтальон!

Пурнăç уттинчен юлас мар тесен тăтăшах çĕннине алла илмелле, ыттисен паха опычĕпе паллашмалла... Ку енĕпе радиопа телевиденинче тĕрлĕ передачăсем нумай-ха, çапах та хамăр тăрăхри хыпарсене тĕплĕн тишкерсе пĕлтерсе тăраканни – район хаçачĕ. Елчĕк ен хыпарĕсемпе вăхăтра паллаштарас тесе районти почтальонсем çумăр лÿшкесе çăвать-и е хĕртсе хĕвел пăхать – яланах çула тухаççĕ.

Подробнее

Ултавçăсене тытнă

Раççей ШĔМĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем Чăваш Республикинчи ĕçтешĕсемпе пĕрле ултавçăсен пысăк ушкăнне тытса чарнă. Вĕсем пенсионерсене улталаса укçисене çаратнă. Ытларах чухне преступниксем ватăсемпе телефон урлă çыхăннă, вĕсем маларах туяннă пахалăхсăр БАДсемпе эмелсемшĕн, медприборсемшĕн компенсаци парассине пĕлтерсе савăнтарнă. Ăна илес тесен ватăсене «комисси, налук, банк пулăшăвĕсемшĕн» укçа тÿлеттернĕ. Укçисене каялла тавăрас ĕмĕтпе

Подробнее

Ялава алăран вĕçертмеççĕ

«Победа» сахал яваплă общество районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе сарăлнă анлă ăмăртура кăçал та чи малти пулас шанăç пысăк. Хальлĕхе вара 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 22801 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен, фермипе илсен, 6806 килограмм сĕт сунă. Уйрăм дояркăсен

Подробнее

Ватлăхри телей – ачасенче

Çулне кура мар çирĕп ăс-тăнлă, кĕлеткипе яштака, çутă сăн-питлĕ Зина аппапа калаçма çăмăл та кăмăллă пулчĕ. Сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ пирĕн. 1935 çулхи çу уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче, садсенче улмуççисем, çĕмĕртсем шап-шурă чечекре ларнă вăхăтра, Питтĕпел ялĕнчи Феофанпа Ксения Свекловсен çемйинче иккĕмĕш ача – Зина кун çути курнă. Çутçанталăкăн чи илемлĕ

Подробнее