Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 307)

Саккунсем лайăхланĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра инвестицисене аталантарас, предпринимательсен хастарлăхне ÿстерес, вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Координаци канашне туса хурасси çинчен калакан указа алă пуснă. Канаш Чăваш Республикин инвестици тата предприниматель ĕç-хĕлĕн сферинчи саккунсене лайăхлатас, власть органĕсен тата инвестици юхăмне хутшăнакансене йĕркелес, администраци чăрмавĕсене сирес енĕпе сĕнÿсем хатĕрлĕ,

Подробнее

Аваллăха ăша хывса

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе «Чăваш Республикинчи культурăпа туризма аталантарасси» программипе килĕшÿллĕн «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çумпрограммине йышăнма палăртнă. Ман шутпа, тĕрĕсех çак шухăш. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăваш халăх историйĕпе, тĕрри-эрешĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштармалла. Çакна пултарма нумай вуламалла, вĕренмелле. Халăх вĕрентĕвне çамрăклах ăша илнĕ

Подробнее

Паха çул-йĕр

«Хăрушлăхсăр тата паха автоçулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 71,7 çухрăм тăршшĕ 54 çул объектне юсамалла. Унсăр пуçне, Шупашкар агломерацийĕнче 2,4 çухрăм çула реконструкцилеме, 805,2 погонлă метр кĕпере юсама, 29,5 çухрăм çула çутăпа тивĕçтерме йышăннă. Çапла майпа 23 хулапа ял çулĕ çинче хăрушсăрлăха вăйлатма май килĕ. Çакă планпа палăртнин 51 проценчĕпе

Подробнее

Республика хыпарĕсем

Çĕнĕ канаш йĕркеленĕ Наци политикине, нацисем тата тĕрлĕ конфесси хушшинчи хутшăнăва тухăçлăн аталантарас тĕллевпе республикăра çĕнĕ канаш йĕркеленĕ. Нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен республикăри канаш йĕркелесси çинчен калакан йышăнăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çурла уйăхĕн 12- мĕшĕнче алă пуснă. Канашăн çулталăклăх планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пымалла. Канаш ларăвĕсене çур

Подробнее

Ырă ятлă почтальонка

Тăрăмри почта çыхăну уйрăмĕнче 20 çул ытла почтальонка пулса ĕçлекен Антонина Бернс Тăрăм тата Кипеç ялĕсенче пурăнакансем хаçат-журнал вулаччăр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашсах тăччăр тесе тимлет. Почтальон кашни килтех кĕтнĕ çын, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать, халăх çинче ырă ятлă. Ĕçне кура хисеп çĕнсе илет этем. Ырă ĕçшĕн тивĕçнĕ чылай награди

Подробнее

Сăваплă ĕçе – йышпа

Юлашки вăхăтра вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси анлă сарăлчĕ. Çак юхăм, çаплах палăртас килет, халăх хăй пурăнакан территорие хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Пĕр-пĕр пысăк ĕç пурнăçлама патшалăх укçан 60 процентне хывиччен, 40-шне вара, маларах, вырăнта тупмалла. Çавна май кашни çын пуçарулăх, активлăх кăтартнинчен нумай килет проекта çул

Подробнее

Африка чуми хăратать

Кăçалхи июнь-август уйăхĕсенче Самар облаçĕнче сыснасем Африка чумипе чирленин 40 тĕслĕхне тупса палăртни, паллах, Чăваш Республикинче пурăнакансене те сисчĕвлентерет. Чулхула облаçĕн территорийĕнче те çак хăрушă чирĕн 6 вучахне регистрациленĕ. Хир тата килти сыснасем классикăлла тата Африка чумипе чирлеççĕ. Классикăлла чумапа кĕрешмелли вакцинăсем пур, вĕсене патшалăх çителĕклĕ таран уйăрса парать. Çавна май

Подробнее

Вăхăтлăх киленÿ хаклă-и?

Мĕн вăл наркотик? Мĕншĕн хăш-пĕр çамрăксем ун тарçи пулса тăраççĕ? Чылайăшне канăç памасть çак ыйту. Мĕн тери ырă та телейлĕ вăл çамрăк вăхăт. Вĕренме, ĕçлеме, ăс-хакăла аталантарма ÿркенмесен, киревсĕр йăласемпе туслашмасан çутă малашлăха çул уçă. Усалли пирки пачах шутламасть пурнăç çине çăмăллăн тинкерме хăнăхнă çамрăк. Самантлăха киленÿ илессишĕн наркотик тутанни те шиклентермест

Подробнее

Хисеплĕ ят панă

Район администрацийĕн 2020 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 229-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Алексей Владимирович Сайкин генерал-лейтенанта Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ ят панă. А.Сайкин Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин тивĕçтерÿ службин ертÿçин çумĕнче

Подробнее

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Кипеç ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен ваттисем каласа хăварнине халĕ никам та астăвакан çук. Истори материалĕсем тăрăх çеç тупсăмне тупма пулать. XVII ĕмĕр варринче ун чухнехи Сĕве уесĕн Кармами вулăсне кĕнĕ Кипеч ялĕнчен /халĕ Канаш районĕ/ Апанаспа Эштепен хăйсен тăванĕсемпе Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчи вĕтлĕхпе ÿссе ларнă шурлăхлă тăлăх хире куçса

Подробнее