Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 308)

Тухăç вăрттăнлăхĕ – пахалăхлă вăрлăхра

«Яманчурино» сахал яваплă обществăри уй-хир ĕçченĕсем черетлĕ вырмара та яланхи хастарлăхпа тимлеççĕ. Кĕске вăхăтра вĕсем 12000 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлеме пултарнă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 38,3 центнерпа танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Владимир Рахмуллин уй-хирти ĕç кал-кал пынипе, тыр-пул тухăçĕпе кăмăллă. – Пÿлмесем тулли пуласси куç умĕнче. Тухăç иртнĕ

Подробнее

Пурнăç ыйтакан программа

Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕ тата 2020-2025 çулсенчи регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программин пĕтĕмлетÿ вариантне презентацилесси шăп та шай вĕсем тĕлĕшпе татăклă йышăнусем тунă хыççăн пĕр уйăхран иртрĕç. Анчах та кунпа кăна пĕрпеклĕхсем вĕçленмеççĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах та икĕ пысăк мероприяти те пысăк культура учрежденийĕсенче –

Подробнее

Районпа паллашнă

Елчĕк районĕнчи черетлĕ ĕç эрни тăкăс килчĕ. Чăваш Республикинчи тĕрлĕ сферăсене ертсе пыракан, должность тивĕçĕсене нумаях пулмасть пурнăçлама тытăннă министрсем кашни кун тенĕ пекех килсе тăчĕç. Сăмах май, муниципалитетсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе хальхи вăхăтра вĕсем республикăри пур тăрăха та çитме тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн

Подробнее

Республикăра

Фонтана мĕншĕн чарĕç? Шупашкарти тĕп фонтана кашни ытларикун санитари ĕçĕсем ирттерме чарĕç. Профилактика кунĕнче расписани улшăнĕ: пĕрремĕш çурринче фонтан ĕçлемĕ, анчах 18-22 сехетсенче музыка программипе киленме пулĕ. Асăрхăр! Фонтанри шыва ĕçме юрамасть. Ку вар-хырăм инфекцийĕ, конъюнктивит тата респиратор чирĕ патне илсе çитерме пултарать. Аслă шкула – почта урлă Аслă шкула вĕренме кĕрес текенсем документсене йышăну

Подробнее

Телемедицина ĕçе кĕрет

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра ытларах та ытларах телемедицинăпа усă кураççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Патшалăхăн сывлăх сыхлавĕнчи пĕрлехи информаци тытăмĕн никĕсĕ çинче пĕрлехи цифра контурне туса хурасси» регион проектне пурнăçа кĕртни çак мелпе ĕçлеме май парать. 2019 çулта «Телемедицина консультацийĕсем» тытăма республикăри медицинăн информаци тытăмĕпе интеграциленĕ. Çавна май

Подробнее

Диспансеризаци тухма – кану кунĕ

РФ Патшалăх Думи виççĕмĕш вулавпа РФ Ĕç кодексне тÿрлетÿсем кĕртме йышăннă. Çапла малашне 40 çул тултарнă тата аслăрах çынсен диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма 1 кану кунĕ илме ирĕк пулĕ. «40 çул тултарнă тата аслăрах ĕçлекен çынсем çулталăкра 1 ĕç кунне диспансеризаци валли усă курма пултараççĕ. Çакăн пек чухне вĕсен ĕç укçи

Подробнее

Вăрçă витĕр тухнă медиксем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çар медицини пурнăçланă ĕç-хĕл – чăн-чăн паттăрлăх. Тухтăрсемпе фельдшерсем, медсестрасемпе санитарсем Хĕрлĕ çарăн 17 миллион салтакĕпе офицерне /72,3 процент аманнисем, 90,6 процент чирлисем/ çĕнĕрен строя тăма пулăшнă. Вăрçă тапхăрĕнчи сиплевпе сывату ĕçĕнче Елчĕк районĕн представителĕсем те хăйсен тÿпине хывнă, çав шутра çапăçу хирĕсенче, çар госпиталĕсенче çеç мар,

Подробнее

«Тĕнче ырлăхĕ халĕ»

Пурнăç кустăрми çаврăнать те çаврăнать... Елчĕкри Первомайски урамĕнче пурăнакан Лидия Ишмуратова çул хыççăн çул хушса çу уйăхĕнче тăхăр теçеткене хыçа хăварнине сиссе те юлайман. Иртнĕ çул сывлăхĕ аванах хавшанăран Лидия Матвеевна урама тухсах çÿреймен. Кăçал вара туя тытса хапха умĕнчи сак çине тухса ларакан пулнă. Вăхăтĕнче вăр-варлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнăскер инçех мар

Подробнее

Чир-чĕр пуçарать

Пирус туртни çыншăн сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах та туртакансен шучĕ сахал мар. Кун пирки тухтăрсем ачасене пĕрремĕш класранах ăнлантарма тăрăшаççĕ пулин те. Пирус вăл çăкăр мар, çăкăрсăр çын пурăнаймасть. Ăна туртмасан çын лайăх сывлăхпа пурăнать. Çакăн пирки арçынсен уйрăмах шухăшламалла. Пирус тĕтĕмĕнче 4200 ытла тĕрлĕ япала пур. Уйрăмах никотин, табак,

Подробнее

Ман çемьери вăрçă йĕрĕ

«Кашни çемьен хăйĕн историйĕ пур. Унăн шăпине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тарăн йĕр хăварнă. Çакăн çинчен асаттепе калаçнă май эпĕ пуçласа шухăша кайрăм. Манăн асатте – Славиян Федорович Сачков 1917 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çуралнă. 1938 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 21 çул тултарсанах, ăна Хĕрлĕ çар ретне васкавлă

Подробнее