Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 309)

Çĕнтерÿ парадĕнче – Кушкăсем

ХХ-мĕш ĕмĕрти чи хăрушă та тискер вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 75 çул çитнине паллă турăмăр. Тăшмана çапса аркатассишĕн çапăçнă салтаксемпе офицерсенчен Кушкăра çуралса ÿснĕ 230 яхăн яш-кĕрĕмĕн /вĕсенчен 3 хĕр упраç/ тÿпи те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юнлă вăрçă хирĕнче 105 ентеш ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Вĕсен вăтам ĕмĕрĕ 33 çулпа çеç

Подробнее

Çĕнĕ учебниксемпе

пуянланнă Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул библиотеки. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 10 класра пĕлÿ пухакансем биологи, алгебра, литература, информатика, физика, хими тата ытти предметпа çыхăннă çĕнĕ учебниксене алла илĕç. Вĕсене патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрлесе кăларнă.

Подробнее

Мăкăнь – наркотик

Çăкăр-булка пĕçерекенсем мăкăнь вăррипе усă кураççĕ пулин те, ăна килте ÿстерме юрамасть. Уншăн административлă тата уголовлă яваплăх тытма пулать. Тепри мăкăне эпĕ акман, хăй шăтса тухнă тейĕ те, анчах çакă яваплăхран хăтармасть. Пахчара ку культурăна пачах вырăн пулмалла мар. Çавăн пекех кантăр çитĕнтернĕшĕн те пуçран шăлмĕç. Н.БАЙДУГАНОВ.

Подробнее

Программа аталанма май парĕ

Республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин хакĕ – 264 миллиард тенке яхăн. Пилĕк çулта пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлисен йышĕ 100 пин çын чухлĕ чакмалла, регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ 1,6 хут ÿсмелле, промышленность продукцийĕн калăпăшĕ – 1,26 хут, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 1,4 хут пысăкланмалла. Программа хатĕр –

Подробнее

Малти – малах

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăт. Тĕрĕссипе каласан, хуçалăхра тыр-пула чи малтисенчен пĕри пухса кĕртме тухнă. Апла пулин те вăхăт ĕçе васкатма хистет. Мĕншĕн тесен пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ сахалах мар – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1305 гектар йышăнать. Ăна кĕске вăхăтра, тăкаксăр алла илесси тĕп

Подробнее

Рифкат Харисов – ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ

Ăна, нумаях пулмасть сакăр теçетке тултарнă ĕç ветеранне, пирĕн вулакансем пурте тенĕ пекех лайăх пĕлеççĕ. Вăл 20 çул каяллах пенсие тухнă пулсан та, пĕр кун та канлĕ пурăнса курман пуль. Никам хушмасăр-хистемесĕрех таçта та çитет: шкулта вĕренекенсемпе, çамрăксемпе тăтăшах курнăçса калаçать, Германире е Афганистанра пулнă салтак-патриотсемпе тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явать,

Подробнее

Хулаша çĕнĕлле тĕпченĕ

Юлашки çулсенче Аслă Таяпари федераци пĕлтерĕшлĕ археологи палăкне ăсчахсем пысăк тимлĕх уйăрни уççăнах курăнать. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата Хусанти наукăсен академийĕн археологи институчĕн ученăйĕсем унта икĕ çул умлă-хыçлă археологи тĕпчевĕсем ирттерчĕç. Çак ĕç кăçал малалла тăсăлмаллаччĕ, анчах çĕршывра коронавирус алхасни ăсчахсен планĕсене улăштарчĕ. Çапах та Чăваш Республикин Патшалăх

Подробнее

Черетлĕ канашлура

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – çурт-йĕре хута ярас тата ял тăрăхĕсенче хуçасăр пурлăха харпăрлăх правине куçарас ĕç-хĕл пирки Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова каласа панă. Вĕсем çуртсене, хушса

Подробнее

Стела лартасшăн

Шупашкар хулинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа стела вырнаçтарасшăн. Унăн çÿллĕшĕ 13,85 метр пулĕ, 11 метр çÿллĕш гранит юпа çине республикăмăрăн бронза гербне вырнаçтарĕç, тăрринче икĕ пуçлă ăмăрт кайăк пулĕ. Ку икĕ халăх – чăвашсемпе вырăссем – пĕрлешнин хăватне палăртмалла. Стелăна Республика тÿремĕнче вырнаçтарасшăн. Обелиск проектне Шупашкарти хула

Подробнее

Фестивале хутшăнĕ

Августăн 8-мĕшĕнче Ижевск хулинче çамрăксен этнокультурин «Тангыра» фестивалĕ иртĕ. Унта Чăваш Енрен «ЯлАр» ушкăн та хутшăнĕ. Фестивале питĕ хăйне евĕрлĕ форматпа ирттерме палăртнă – drive-in. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Артистсем «чĕрĕлле» юрлĕç, куракансем вара залра мар, хăйсен машинисенче ларĕç. Сцена çине Раççейри тĕрлĕ чĕлхепе юрă шăрантаракан ушкăнсем тухĕç. «ЯлАр» ушкăн фестивале иккĕмĕш хут хутшăнать.

Подробнее