Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 331)

Хула сăнĕ тата капăрланĕ

Шупашкарти пĕчĕк юхан шывсем туристсене илĕртме пуçлĕç. Республикăри строительство компанийĕсем ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева тĕп хулари пĕчĕк юхан шывсене тирпейлессипе çыхăннă концепципе паллаштарнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Алексей Мурыгинăн шухăшĕпе, çак ĕçе пурнăçласан хула сăнĕ тата капăрланĕ, çавна май çĕнĕ лаптăксем хула çыннисене кăна мар, туристсене те кăсăклантарма

Подробнее

Йĕрке пуриншĕн те пĕрре

Коронавирусран хăтăлса пулĕ-и? Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчи кăтартусем республикăра 1439 çын çак хăрушă чирпе сиенленнине çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен 8-шĕ вилнĕ. Елчĕк районĕнче чирлисен хисепĕ – 26 çын. Чире малалла сарăлма чарса лартас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев малтан – 2020 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Указа хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ:

Подробнее

Инвестицисем – экономикăшăн çĕнĕ сывлăш

Ака уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕчĕк тата вăтам хăватлă трактор техники туса кăлармалли проекта пурнăçлас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ. Çакăн пĕлтерĕшне унта федерацин Промышленность, Экономика аталанăвĕн тата Ял хуçалăх министерствисен, ытти ведомство представителĕсем килни те çирĕплетет. Проект тишкерÿ шайĕнче кăна пулин те Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ăна

Подробнее

Ĕçре сатур, спортра маттур

Кармал /Шаймурзино/ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрет. Унта çитсе курас тесен Канаш – Пăва асфальтлă аслă çул хĕрринчен «Эмметево» чарăнура анса юлмалла. Анаталла анакан яка çулпа тÿрех кайса, Элпуç ялĕ витĕр тухса, Çирĕклĕ юхан шывĕ урлă хывнă кĕперпе каçсанах çак яла кĕретĕн. Сылтăм енчи сăртра ĕлĕкхи шкул территорийĕ капмаррăн курăнса

Подробнее

Пулăшу кÿрĕç

Майăн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Правительство членĕсемпе, регион пуçлăхĕсемпе, федераци ведомствин ертÿçисемпе онлайн мелĕпе ирттернĕ канашлура пĕр харăс темиçе ыйтăва татса панă. Коронавируса пула ĕçлемесĕр тăма тивнĕ тапхăрта шар курма тивнĕ предприятисене ĕçченсене шалу тÿлеме çăмăллăхлă кредит /2 процент/ пама йышăннă. Ăна 2021 çулхи апрель уйăхĕччен тÿлесе татмалла. Енчен те

Подробнее

Тунтикунран – кан та кул

Çĕршывра çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ анлă сарăлса пынă май, ачасемпе педагогсен сывлăхне упрас тĕллевпе эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе Раççейри вĕренÿ тытăмĕнче улшăнусем тума хистенĕ. Раççей Вĕренÿ министерстви çапла йышăннă: 9 класс пĕтерекенсем валли вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй майпа тытакан экзаменсене ирттермелле мар. Аттестата вĕренÿ çулĕнчи пĕтĕмлетÿ паллисем лартăнаççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттерес

Подробнее

Кĕнекере – паттăрсен ячĕсем

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн «Елчĕк ен» хаçатра чылай çул яваплă секретарьте, тĕп редакторта ĕçленĕ Николай Алексеевăн «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Унта 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вăрçăран таврăннă 244 салтак çинчен çырса кăтартнă. Çак ĕçре вăл чи малтанах Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин кирек

Подробнее

Курав виртуаллă майпа

Кашни çулах çак кун «Музейри каç» уяв йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал музей каçĕ тĕрлĕ виртуаллă акцисемпе иртĕ. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа музейра «Манăн истори» курав йĕркеленĕ тата Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа музей фондĕнчи виç кĕтеслĕ çырусемпе, вăрçă хирĕсенче тупнă археологи япалисемпе паллаштаракан, манăçа тухнă ĕç хатĕрĕсемпе еплерех

Подробнее

Çĕнтерĕве вĕренекенсем те çывхартнă

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Энтепе, Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкасси ялĕсенчен 267 çын вăрçа хутшăннă, вĕсенчен  147-шĕ каялла таврăнайман. Пĕтĕм ĕçе яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсен, ачасен тумалла пулнă. Вăрçă йывăрлăхĕ  шкулсене те пырса çитнĕ. Историрен çакă паллă. Энтепе шкулĕ 1895-мĕш  çулта

Подробнее

Паттăрсене чысларăмăр

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Ку çул Çĕнтерÿ кунне яланхиллех чаплă ирттереймерĕмĕр пулин те, ветерансене тав тума, çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама парăнманлăхне упраса хăварнă салтаксене пуç тайма май тупрăмăр. Интернет çыхăнăвĕ анлă сарăлни уява тивĕçлĕ ирттерме пулăшрĕ тесен те йăнăш мар. Кăçалхи лару-тăрăва пула

Подробнее