Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 350)

Çухалнă, анчах манăçман

«Çĕнтерÿ кунĕ, епле вăл пулнă аякра...» юрă сăмахĕсем кашни çынра мăнаçлану туйăмĕ çуратаççĕ. Çав вăхăтрах – хурлану та. Хурлану, мĕншĕн тесен нумайăшĕ мĕнле, хăçан вилни те, ăçта пытарни те паллă мар. Вĕсем пирки кĕскен кăна « Хыпарсăр çухалнă» тесе пĕлтернĕ. Çакăн пек сăмахсемлĕ çыру вăрçă хыççăн манăн кукаçи – Лаш Таяпари Венямин

Подробнее

Чирлĕ ĕнен сĕчĕ – сиенлĕ

Ĕне – тĕреклĕ выльăх. Çапах ăна та тĕрлĕ амак шар кăтартать. Хăш-пĕр чухне чир шала кайсан пусмалли кăна юлать. Лейкоз пирки калас пулсан, вăл юнран, сĕтрен, ар вăрлăхĕнчен тата, тĕслĕхрен, ĕнерен – пăрăва, пĕрле тăракан чирлĕ выльăхран сыввине куçма пултарать. Ку амак ытти выльăха та, кайăксене те парăнтарать. Чирлĕ чĕр чуна

Подробнее

Çерçи юррисем

Пĕррехинче телевизор пăхса ларатăп. Чăваш эстрада артисчĕ ?арçын, ятне-шывне астумастăп халĕ/ юрă шăрантарать. Юрăра çакăн пек сăмахсем пур: Атте сасси сар кайăкăн, Анне сасси сала кайăк сасси пек... Килĕшетĕп ашшĕ сар кайăк /иволга/ пек юрланипе. Амăшĕ вара çерçи пек чĕриклетет-ши; Ара, сала кайăк çерçи тениех вĕт. Турă çырлахтăр! Хĕвел ансан çерçине купăс каласа

Подробнее

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет

Кĕçĕн Таяпара пурăнакан Леонидпа Любовь Ивановсем пĕлтĕр çемье чăмăртани çур ĕмĕр çитнине паллă тунă. Хисеплĕ мăшăра ЧР социаллă страховани фончĕ ылтăн туй ячĕпе саламласа Чăваш Енри чи хăтлă санаторинче сипленме кану путевкипе тивĕçтернĕ. Пĕлтĕрхи хура кĕркуннен сулхăн кунĕсемпе каçĕсене 50 çул алла-аллăн тытса утакан педагогика ĕçĕн ветеранĕсем шăпах кану çуртĕнче ирттернĕ. –

Подробнее

Вĕсен ачалăхĕ – кĕнекере

Шăмалак ялĕнче çепĕç кăмăл-туйăмлă çынсем пурăнаççĕ. Ĕçре та маттур, вăйă-кулăра та сатур. Ытларах, паллах, хĕрарăмсем – вăрçă ачисем. Вĕсем каласа панă тăрăх пĕлетпĕр-çке эпир иртнĕ вăрçăн йывăр саманчĕсене. Сăн ÿкерчĕкри вăрçă ачисем – Зоя Чернова, Зоя Кулакова, Елена Чернова – вулавăш тусĕсем. Вĕсем нумаях пулмасть пичетленсе тухнă вăрçă ачисен шăписем тăрăх

Подробнее

«Çĕнĕ хум»

Чăваш наци конгресĕ К.В.Иванов сăвăç çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа 7-11 классенче вĕренекенсем хушшинче 4 номинаципе /чи лайăх сăвă, чи лайăх калав, чи лайăх очерк, чи лайăх пьеса/ «Çĕнĕ хум» литература конкурсне ирттерет. Чăвашла çырнă проза калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Ал çырăвĕсене компьютерпа А4

Подробнее

Чи кирли – çын сывлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ

Мартăн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин коронавирус чирĕ анлă сарăласран сыхланас тĕлĕшпе палăртакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Владимир Владимирович çынсене яваплăха туйса халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче çÿресрен асăрхаттарчĕ. Çĕршывра мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен кану эрни пуласси çинчен йышăну тунă. Çапах та ĕç укçи сыхланса юлĕ. Çак чару больницăсенче, транспорт тытăмĕнче, аптекăсенче,

Подробнее

Фронтовик аса илĕвĕ

Çак хайлава эпĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Федотов ал çырăвĕсене тĕпе хурса çыртăм. Орфографи, грамматика, сăмах çаврăнăшĕсене тÿрлетнĕ е ăнлантарса панă. Урăх пĕр сăмах та улăштарман, хушса çырман. Эпĕ, Федотов Иван Дмитриевич, 1925 çулта юпа уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Тăрăм ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ял чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. 1933 çулта Тăрăм

Подробнее

Пурнăç кĕрлет малаллах

Курнавăш ял тăрăхне кĕрекен Аслă Шăхаль ялĕ ăçта вырнаçнине пĕлес тесен чи малтанах Çĕнĕ Пăвана çитмелле. Кунта пурăнакансем тĕллесех кăтартса яраççĕ: мĕншĕн тесен юнашар вырнаçнă пĕчĕк ялсем пĕрре-иккĕ кăна мар ку тăрăхра. – Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă пысăк кĕпер хывнă. Унтан каçатăр та – тÿрех сире кирлĕ яла кĕретĕр, –

Подробнее

Хĕрлĕ Чутай илемленет

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май республикăра чылай ĕç пурнăçланать. Тĕп мероприятисем кăçал Шупашкарпа Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче иртмелле. Паллă саманта асăннă районта çине тăрсах хатĕрленеççĕ. Уява иртнĕ çулах хатĕрленме тытăннă. Хальхи вăхăтра район центрне хăтлăлатаççĕ. Хĕрлĕ Чутая пырса кĕнĕ çĕрте вунă ял тăрăхĕн символикине вырнаçтарнă. Гербсемпе ялавсенче вырăнти халăхăн историне,

Подробнее