Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 401)

Ан васка!

Çул-йĕр çинче вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа районта «Хĕрлĕ лента» ятпа акци иртрĕ. Акцие ГИБДД пайĕн инспекторĕ Алексей Сергеев, Елчĕк шкулĕн волонтерĕсем хастар хутшăнса çул-йĕр участникĕсемпе курнăçрĕç. Асăрхануллă пулмаллине аса илтерсе вĕсем водительсемпе пассажирсене, çуран çÿрекенсене хĕрлĕ лентăсем, правилăсене пăхăнмалли пирки асăрхаттаракан хутсем пачĕç, калаçусем йĕркелерĕç. Шел пулин те, тĕнчери

Подробнее

Кашни ыйту куç умĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тунтикун структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура, кун йĕркинче çирĕплетнĕ ыйтусене сÿтсе явма пикениччен, иртнĕ эрнери пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе хак пачĕ. Вĕсенчен пĕри – право уйăхлăхĕнчи мероприятисемпе килĕшÿллĕн Тăрăм ял тăрăхĕнче райадминистраци çумĕнчи çула

Подробнее

Тÿрĕ çыхăну йĕркелĕç

Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсем «тÿрĕ лини» йĕркелессине йăлана кĕртеççĕ. Ыран ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви халăхпа çыхăнать. Унтан ЧР Культура министерстви /ноябрĕн 28-мĕшĕ/, ЧР Ĕçлев министерстви /декабрĕн 5-мĕшĕ/, ЧР Спорт министерстви /декабрĕн 19-мĕшĕ/ тÿрĕ эфирта çынсен ыйтăвĕсене хуравлĕç. «Тÿрĕ линие» Чăваш Республикин власть органĕсен видеохостингĕнче /video.cap.ru/ онлайн режимра хутшăнма пулать. 15

Подробнее

Опыта пуянлатса

Федерацин Атăлçи округĕнче иртнĕ «Истоки. Рожденные на Волге» проект хыçа юлчĕ. Нумаях пулмасть унăн пĕтĕмлетĕвĕ Чĕмпĕр хулинче пулса иртрĕ. Ун хыççăнах «Истоки. Рожденные на Волге» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн коллекцийĕнче упранакан ĕçсен сăн ÿкерчĕкĕсене те курма пулать. Аса илтеретпĕр, унта 14 регионти 57 музей хутшăннă. Проектри

Подробнее

Хăнтăрсем – чăн-чăн платниксем

Çут çанталăкри пур пулăм та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Чĕр чунсемпе ÿсен-тăрансем тăван тавралăха илем тата усă кÿреççĕ. Хамăр тăрăхра пурăнакан чĕр чунсемпе интересленнĕ май вĕсен тĕнчине сăнатăп. Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕррине хушăран пулă тытма çÿренĕрен кунти улшăнусем куç умĕнчех. Иртнĕ çул пулса иртрĕ ку ÿкерчĕк. Ир-ирех пулла пуçтарăнса юхан шыв

Подробнее

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхшĕн

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем яваплă. Саккун вĕсене норма акчĕсемпе çирĕплетнĕ ĕç-хĕле анчах мар, шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕм тивĕçĕсене туллин пурнăçлама ирĕк парать. Районти полици пайĕнче хальхи вăхăтра полицин 5 участковăйĕ тăрăшать. Елчĕк тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе Георгий Шадриков, Лаш Таяпа ял тăрăхне

Подробнее

Кристина Волкова çĕнтерчĕ

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче «Елчĕк ен пики – 2019» шоу-конкурс иртрĕ. Унта пĕринчен тепри чипер те сăпайлă, пултаруллă та яштака 7 пике хутшăнчĕ. Хĕр упраçăн хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ, илĕртÿлĕхĕ тата кăмăл-сипечĕ – чăваш халăхĕн малашлăхĕн çирĕп никĕсĕ. Çакна конкурса хутшăнакансем лайăх çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем пилĕк конкурсра тупăшрĕç, кашнийĕшĕ хăйне тивĕçлĕ шайра

Подробнее

Çăмха евĕрлĕ çиçĕм

Çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетнине эпĕ 2-3 çулта чухнех ăнланма тытăннă. Аçа çапнипе çурт çунса кайни, йывăç айĕнче ларакан, хирте ĕçлекен çынсем вилни çинчен час-часах илтме пулатчĕ. Çĕрле аслатиллĕ çумăр пуçлансан аслисем пире вăратса, тумлантарса лартатчĕç. Пĕр вăхăтра суккăрлатакан çиçĕм çиçсе пÿрт кисренмелле шартлатнинчен хăраса кăшкăрса йĕтĕмĕр. Пĕррехинче эпир, шкул çулне çывхарнă

Подробнее

Пирус сиенĕ пысăк

Хальхи вăхăтра тĕнчере табак туртнипе çыхăннă чирсенчен кашни 6 çеккунтра пĕр çын, çулталăкра 5 миллион çын вилет. Раççейре вара пирус туртакан 500 пин ытла çын тĕрлĕ чир ернипе вăхăтсăр çĕре кĕрет. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра, çав шутра республикăра та, лару-тăру кăштах ырă енне улшăнни сисĕнет. Çапах та пуçласа, интересшĕн алла сигарет

Подробнее

«Райхаçат каçĕ» –Хăвăлçырмара

«Елчĕк ен» хаçат журналисчĕсем инçетри ялсене тухса хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси ырă йăлана кĕрсе пырать. Ял çыннисемпе тĕл пулса калаçас, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлес, район хаçатне çырăнса ĕлкĕрейменнисене почтальонсемпе тĕл пултарас, çав вăхăтрах вулакансене илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамĕнче киленме майсем туса парас тĕллеве тĕпе хурса Хăвăлçырма ялне çитрĕмĕр. 51 çул каялла туса лартнă культура

Подробнее