Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 457)

Тĕллевсĕр усă курнă, вăрланă

Коррупципе çыхăннă уголовлă ĕçсен шучĕ пĕлтĕр республикăра, 2017 çулпа танлаштарсан, 58 процент чухлĕ хушăннă пулин те чылай районта çакнашкал ĕçсен йышĕ чакнă. Иртнĕ çул муниципалитетсен 4 пуçлăхĕ, 15 депутат, суйлав комиссийĕсен 3 членĕ тĕлĕшпе 52 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ бюджет укçине вăрланипе е патшалăх тата регион программисене пурнăçланă чух

Подробнее

«Халăх контролĕ»

Чăваш Енре «Халăх контролĕ» информаци ресурсĕ ăнăçлă ĕçлет. Асăннă интернет-ресурс республикăри кашни граждана хăйсен чăрмавĕсем пирки пĕлтерсе тÿрех Республика Правительствине информаци çитерме май парать. Çăхавсемпе сĕнÿсене тĕрлĕ темăпа йышăнаççĕ. Ыйтусене 10 кун хушшинче пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ, хуравсене кĕске вăхăтра çак порталтах пичетлеççĕ.

Подробнее

Тимлĕхе ÿстерер

Çуллахи каникул кунĕсем аслисене яваплăха ÿстерме хистеççĕ: кун каçа ача мĕнпе аппаланнине, вăл пушă вăхăта мĕнле ирттернине асăрхаса тăмалла. Хăрушлăх кăларса тăратакан самантсем сахал мар пурнăçра: çул-йĕр çинче техника хатĕрĕ йышлă, информаци хутлăхĕнче ачасен психикине япăх витĕм кÿме пултаракан материалсем пайтах. Шăрăх вăхăтра хăйсен тĕллĕн шыва кĕме каясран е вутпа вылясран

Подробнее

Хырла хĕрринчен Антарктида таран

Николай Кириллович Романов Шăмалакра çуралнă. Ялти шкулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанри Караганда хулине монтажник-каменщик профессине вĕренме тухса кайнă. Унтанах çар ретне тăнă: Çурçĕр флотне лекнĕ кĕрнеклĕ каччă, анчах тинĕсре мар, çыран çинче ирттернĕ хĕсметне. Çапах та тинĕс тени хирпе вăрман тĕнчинче çитĕннĕ Николай Романовăн чунĕнчи куçа курăнман хĕлĕхĕсене сĕртĕнсе

Подробнее

Такăр çул сана, выпускник!

Майăн 22-мĕшĕнче районти шкулсенче юлашки шăнкăрава халалласа мероприятисем иртрĕç. Сăмах май, кăçал Елчĕк районĕнчи шкулсенчен 11-мĕш класран 106, 9-мĕш класран 226 ача вĕренсе тухать. Уявсене район ертÿлĕхĕ, ашшĕ-амăшĕ тата хăнасем йышлă хутшăннă, выпускниксене телейлĕ те такăр çул суннă. Олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче тата обществăлла ĕçре палăрнă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Хисеп хучĕсемпе

Подробнее

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Иртнĕ çул кайăк-кĕшĕкĕн пысăк патогенлă грипĕ Елчĕк районĕнчи уйрăм хушма хуçалăхсене тăкак кÿчĕ. Кăçал чир вирусне тупса палăртман. Апла пулин те Раççей регионĕсенче кайăк-кĕшĕк грипĕ алхаснине пĕлетпĕр. Çак хăрушă чир тепĕр хутчен Чăваш Ене, района килес хăрушлăх та пур. Çакна асра тытса районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем чăхсене чире хирĕçле вакцинаци тăвас

Подробнее

Салтак пулма хатĕрлеççĕ

Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсене ÿстерес, патриот туйăмлă обществăна çирĕплетес тесен ырă çимĕç вăрлăхне ачасен чун-чĕринче пĕчĕкрен акса хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, общество пĕрлĕхĕсем, патшалăх власть органĕсем пĕр тĕллевпе ĕçлени çак задачăсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Республикăра, çав шутран районта та, власть органĕсемпе пĕрле общество организацийĕсем те çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе

Подробнее

Район пурнăçĕ

Июнĕн 8-мĕшĕнче – Акатуй Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй июнĕн 8-мĕшĕнче Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче иртет. Уяв 10 сехетре пуçланать.   Пуçару бюджечĕ программа пулăшнипе районти ял тăрăхĕсенче чылай ĕç пурнăçланать. Аслă Таяпара, сăмахран, Таябинка юхан шыв урлă каçакан кĕпере юсама /проект хакĕ 179315 тенкĕпе танлашать/ пуçланă. Тĕмер ялĕнче масар çинчи çурта

Подробнее

Статуса çирĕплетме ыйтаççĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем, предприяти- организаци ертÿçисем, граждансем Пенси фондĕнчен «пенси ÿсĕмĕ умĕнхи пенсионер» статуса çирĕплетме ыйтаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ведомствăсен хушшинчи çыхăну каналĕсемпе Пенси фондне 1650 çын тĕлĕшпе 500 ытла запрос янă. Пенси фончĕн информацийĕпе пенси ÿсĕмĕ умĕнхи пенсионерсене ĕçсĕрлĕх пособийĕсене пысăкрах виçепе тÿлеççĕ. Предприяти-организаци ертÿçисенчен 600 ĕçчен

Подробнее

Инвалида – тимлĕх

Сусăр çынна, уйрăмах, пысăк тимлĕх кирлĕ. Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан пенси ÿсĕмĕнчи е инвалида тухнă çынсене патшалăх енчен палăртнă социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курма мĕн пур майсем туса панă. Ку чухне вырăнсенчи, çав шутра халăха социаллă пулăшу паракан районти центр специалисчĕсем те хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çак

Подробнее