Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 480)

Тĕп библиотекăна – 100 çул

Асăмрах тĕп библиотека 80 çул тултарни. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче паллă поэтăмăр А.С.Пушкин çуралнăранпа 200 çул çитнине тĕпе хурса уявланăччĕ çав куна. Унтанпа сисĕнмесĕрех 20 çул иртсе те кайрĕ. XXI ĕмĕрте Елчĕк ен халăхĕн пурнăçĕ чылай вăй илчĕ, аталанчĕ: районти пур яла та газ çитрĕ, никĕс шкулсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем уçăлчĕç,

Подробнее

Студент, спортсмен

Елчĕк шкулĕнче спортра палăрнă ачасем аслă шкулсене вĕренме кайсан та сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Тÿскел каччи Александр Степанов вăтам шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне энергетика факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс студенчĕ вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех спортпа туслă. Вăл хутăш мăшăр кĕрешÿсемпе кăсăкланать. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне

Подробнее

Çапса аркатнă

Мартăн 22-мĕшĕ. Çак кун 1915 çулта вырăс çарĕсем Перемышль крепоçне парăнтарнă. Мартăн 27-мĕшĕ. Çак кун Владимир Мономах ертсе пынă çар половецсене çапса аркатнă. Дон хирĕсене похода тухнă Владимир Мономах 1111 çулта мартăн 27-мĕшĕнче Сальница çывăхĕнче половецсемпе ?11-13-ĕмĕрсенче Кăнтăр-Хĕвелтухăç Европăра куçса пурăннă тĕрĕк йăхĕсем/ тытăçăва кĕрсе пысăк çĕнтерÿ тунă. Çак пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿ

Подробнее

РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

«Салтак тÿми» акци Паян Туберкулезпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă «Салтак тÿми» акци пуçланчĕ. Акци вăхăтĕнче кашни шăматкун районти тĕп поликлиникăра уçă алăксен кунĕ иртет. Ун чухне пациентсем флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма, Л.Капламова врач-фтизиатртан консультаци илме пултараççĕ. Çавăн пекех республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансер та тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Учрежденире кунĕпех хĕрÿ лини

Подробнее

Банк сотрудникĕ мар!

Республикăра Интернет е карас телефонĕ урлă ултавçăсенчен хур тÿснĕ граждансен шучĕ ÿссех пырать. «Сирĕн карттă ĕçне чарса хунă. Çак номер çине /номерне çыраççĕ/ шăнкăравласа ярăр. Сирĕн Сбербанк», – абонентсем патне час-часах çакăн евĕр СМС-хыпарсем килеççĕ. Çынсем вара палăртнă номерпе шăнкăравлаççĕ. Хăйсене банк ĕçченĕ тесе пĕлтерекен преступниксем телефон хуçисене çывăхри банкомат урлă

Подробнее

Хăрушă вăй

Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче «Чăваш Республикинчи çамрăксем хушшинче экстремизмпа терроризма хирĕç кĕрешмелли актуаллă проблемăсем: çивĕч ыйтусем çине хуравсем» темăпа семинар-практикум иртнĕ. Ăна тĕрлĕ секципе йĕркеленĕ. Мероприятие хутшăннисен умĕнче Чăваш Республикинчи террора хирĕç кĕрешекен комисси ĕç-хĕлне йĕркелекен пай ертÿçи Евгений Терешин сăмах илнĕ. Вăл çамрăксене терроризмпа экстремизм пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма пулăшасси, ку

Подробнее

Çĕнĕлĕхрен хăраман мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ

«Чăвашьенкрахмал» ООО – производствăна ăнăçлă аталантаракан районти предприятисенчен пĕри. Çĕршыври пысăк хуласенчи заводсемпе тата предприятисемпе ĕçлĕ çыхăну тытакан пĕрлешĕвĕн сумĕ пысăк. Кунта туса кăларакан продукци тата оборудовани Мускав, Пенза, Новосибирск, Чулхула, Ульяновск, Пермь, Волгоград тата ытти хуласене, Урал тăрăхне, Узбекистана саланать. Паянхи кун кунта 38 çын тăрăшать. Унсăр пуçне предприяти

Подробнее

Шыв-шуртан, юр-пăртан асăрханар

Çурхи кунсем çитнĕ май вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне шыв-шуртан тата вăл кăларса тăратма пултаракан инкек-синкексенчен сыхланас ыйту тухса тăрать. Районта çурхи шыв сиен кÿрессине асăрхаттаракан комисси çумĕнче оперативлă ушкăн йышне тата пурнăçламалли ĕç-хĕл планне çирĕплетнĕ. Паянхи кун ял тăрăхĕсенче шахтăсемпе шыв юхмалли пăрăхсем патне çул хывас, вĕсене пăр-юртан тасатас ĕçсене

Подробнее

Театр историне унта çÿрекенсем «çыраççĕ»

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Çавна май Елчĕкри халăх театрĕн историйĕпе тĕплĕнрех паллашас килчĕ. Чи малтанах районăн кĕске энциклопедине алла илтĕмĕр. Унта Елчĕкри халăх театрĕн кун-çулĕпе кăштах паллашрăмăр. Халăх театрĕн ĕçĕ-хĕлĕ Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ Любовь Романовăран пуçланни курăнать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта

Подробнее

Пĕрлехи информаци кунĕ

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çыру. Информаци кунĕнче çавăн пекех Чăваш Енре цифрăллă телекурав çине куçас, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес ыйтусене те хускатĕç.

Подробнее