Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 517)

100-мĕш пепке – Семен

Районти ЗАГС пайĕнче районти 100-мĕш ачана регистрациленĕ. Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунĕнче Тĕмерти Салминсен çемйине «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Николайпа Наталия виççĕмĕш тĕпренчĕкне кун çути панăшăн çав тери телейлĕ. Аслă ывăлĕ, Олег, çиччĕре, Ольга хĕрĕ пилĕк çулта. ЗАГС пайĕн начальникĕ Н.Баймушкина çемьере иккĕмĕш ывăл, Семен, çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна панă май виçĕ ача

Подробнее

Икĕ чăваш

И.Я.Яковлева халалланă çулталăка анлăн паллă тăвать кăçал чăваш халăхĕ. Ун çуралнă кунне тăван шкулта – Тĕмерте кĕтсе илме тÿр килчĕ мана. Савăнăçлă ачасем Патриархăмăра аса илсе юрларĕç, сăвăсем каларĕç, унăн калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсемпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе анчах мар, ытти учительсемпе те чăвашсен пархатарлă ывăлĕн кăткăс кун-çулĕ, йывăр

Подробнее

Кашни ĕçĕн йĕрки пур

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлури кун йĕркинчи тĕп ыйту йăлара усă курнă хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата ытти пирки те пулчĕ. Хĕрÿ калаçăва пикениччен район администрацийĕн пуçлăхĕ тăрăшса ĕçлекенсене чыслама ирĕк ыйтса илчĕ. Сăмах май, патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе

Подробнее

Ват çын – тăват çын

Елчĕкре пурăнакан Мария Епифановна Грачева çитес çулхи март уйăхĕнче 93 тултарать. Апла пулин те вашават, çирĕп ăс-тăнлă вăл. Кашни кун 2,5 çухрăмран кая мар çуран утать. Район хаçатне вара пĕр йĕрке сиктермесĕр куçлăхсăрах вулать. Ĕç ветеранĕ, «Елчĕк ен» тусĕ, пĕр кунхине ирхи кÿлĕмех редакцие килсе çитрĕ. – 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта

Подробнее

Ÿссен эсĕ кам пулан?

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти инженер класĕнче вĕренекенсем «Атăл çинчи МРСК» ПАОн /«Россети» ушкăна кĕрет/ «Чăвашэнерго» филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ экскурсире пулса курчĕç, энергетиксен кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç. Раштавăн 22-мĕшĕнче паллă тăвакан професси уявĕ – Энергетик кунĕ умĕн энергокомпанин производство уйрăмĕсенче, РЭСсенче кашни

Подробнее

Тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç

Ĕнер район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк район Уставне улшăнусем кĕртрĕç, ун хыççăн «Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕн официаллă йĕркепе ыйтса çырасси çинчен»

Подробнее

Ырă туни манăçмасть

Раççей Президенчĕн 2017 çулта çирĕплетнĕ Указĕпе килĕшÿллĕн декабрĕн 5-мĕшĕнче çулсерен ырă ĕç тăвакансен кунне паллă тума йышăннине асра тытса ял тăрăхĕсенче малтанхи кунсенчен тытăнсах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттерессине тĕпе хучĕç. Ырă ĕç тăвакансен кунĕ Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тунипе те пĕр вăхăта килет. Çавна май Çĕнĕ Пăвари Зоя Шумилкина библиотекарь

Подробнее

Ÿркенмен хĕрарăм

Çуткÿлĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара сутуçă пулса тăрăшать Роза Савастьянова. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер малтанах Елчĕкри универмагри «Галантерея» уйрăмра, унтан райпон Курнавăшри, Çуткÿлти лавккисенче заведующи пулса тăрăшрĕ. Пĕр вăхăт столовăйра те вăй хучĕ. Пурнăç çулĕ ăна тĕрлĕ ĕçе явăçтарчĕ. Юлашки çулсенче каллех юратнă ĕçех таврăнчĕ. Роза Витальевна Курнавăш тăрăхĕнчи харсăр

Подробнее

Шăмалаксем палăк лартасшăн

2020 çулта эпир Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Мĕнле кĕтсе илĕпĕр çак пысăкран та пысăк куна? Вăрçă хирĕнче хăйсене шеллемесĕр çапăçнă, пуçне хунă паттăрсене – ентешĕмĕрсене, хамăр ялсене – эпир тивĕçлипе астуса пурăнатпăр-и, вĕсене манса кайман-и? Шăмалакра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене, вăрçăран таврăнсан вилнисене асăнса тепĕр

Подробнее

Коррупци çулне пÿлсе

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ – коррупцие хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пÿлесси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртать. Кăçал право хуралĕн ĕçченĕсем ку енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçленĕ. Чăваш Республикинче 2018 çулхи 9 уйăхра коррупци сĕмĕллĕ 177 уголовлă

Подробнее