Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 537)

Каярах сÿнтерĕç

Раççей Федерацийĕн цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин «Известия» хаçатра халăха оборудованисем туянмашкăн ĕлкĕрччĕр тесе федераци каналĕсене хальхи форматпа кăтартассине 2019 çулхи январĕн 14-15-мĕшĕччен тăсасси пирки пĕлтернĕ. Министр çумĕ каланă тăрăх цифра приставки хальхи вăхăтра 700-800 тенкĕрен кая мар тăрать. Цифрăллă телекурав çине куçни халăха абонент тÿлевĕсĕрех

Подробнее

Преступленисен шучĕ чакнă

ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Унта Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Леонид Вакс, Елчĕк район прокурорĕ Дмитрий Тимофеев, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин тата ыттисем те хутшăнчĕç. Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче кăçал, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 25 тĕслĕх

Подробнее

Телефонăра параймăр-ши?

Ют пурлăха, укçа-тенке куç хывакан çынсен халăха улталамалли меслечĕсем çĕнелсех тăраççĕ. Çакăн евĕр тĕслĕхсем вăй илнĕ юлашки вăхăтра. «Чăрмав сиксе тухрĕ. Хамăрăн телефон çинче укçа пĕтнĕ. Тăвансем е юлташсем патне васкавлăн шăнкăравласа яма телефонăра параймăр-ши?» – ĕнентерÿллĕн калаçса пырса тăраççĕ вĕсем хула е ял урамĕпе утса иртекен çынсен умне. «Телефонне йăтаççĕ те

Подробнее

Иртни чуна ăшăтать

1967 çулта эпĕ Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра экономистра ĕçлеме пуçларăм. Вăл вăхăтра комсомол организацине Геннадий Александрович Изосимов ертсе пыратчĕ. Пултаруллă çамрăкчĕ вăл, юрра-ташша ăстаччĕ, ĕçре малта пыратчĕ. Ун чухне чылай çĕрте комсомол организацийĕн секретарĕн ĕçне обществăлла майпа пурнăçласа пынă. Геннадий Александрович тăван хуçалăхра водительте тăрăшатчĕ. Колхоз ĕçĕнчен пушанма çăмăл маррине палăртса хуçалăхри

Подробнее

Пукрав

Христосăн таса чиркĕвĕ Турă Амăшне асăнса çулталăк хушшинче пайтах праçник тăвать. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Турă Амăшĕн ятне асăнатпăр. Е халăхра Пукрав /Покров Пресвятой Богородицы/ теççĕ ăна. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă. Пирĕн Турă Иисус Христос çурални 900 çул ытла иртсен Грецире Лев Мудрый патша пулнă. Унăн патшалăхне туртса илес тесе сарацин

Подробнее

Юсав хыççăн

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ, юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн, алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров хыпарланă тăрăх, «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн кунта çурт тăррине юсанă, пластик чÿречесем лартнă, тĕрлĕ пÿлĕмре урайсемпе маччасене çĕнетнĕ, алăксене улăштарнă. Çамрăксен канăвне усăллă йĕркелес тĕллевпе спонсорсен пулăшăвĕпе культура çуртĕнче кĕрешÿ

Подробнее

Питомникре – Тутарстан учителĕсем

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕ сунарçăсене кăна мар, туристсене те хăй патне илĕртет. Кунта экскурсие килекенсен йышĕ ÿссех пырать. Хамăр районти, республикăри хăнасем кăна мар, кÿршĕ республикăри туристсем те питомникпа хавхаланса паллашаççĕ. Питомникăн ырă ячĕ инçете саланнă май Лаш Таяпа республикăра ял туризмне аталантаракан центрсенчен пĕри пулса тăчĕ тесен те йăнăш

Подробнее

Графика пăхăнса

Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсенче тата ял тăрăхĕнчи ытти ялсенче коммуналлă хытă каяша пуçтарса тухассине çĕнĕ графикпа йĕркеленĕ. Канашри «Экология» ООО нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хăйĕн пулăшăвĕпе тунтикун, юнкун, эрнекун ирхине 6 сехетрен пуçласа 8 сехетчен тивĕçтерет. Кашни тунтикун асăннă организациех 8-17 сехетсенче ытти ялсенчи çÿп-çапа илсе тухать. Урамсенче тирпейлĕх хуçалантăр тесен хытă

Подробнее

Паллă художникăн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕ

Чăваш искусствинче паллă йĕр хăварнă çынсенчен пĕри – Николай Овчинников халăх художникĕ çуралнăранпа ыран 100 çул çитет. Николай Васильевич Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий Федотович, вĕреннĕ çын пулнă, учительте ĕçленĕ. Амăшĕ, Ирина Ивановна, хресчен çемйинчен. Ултă çул тултарсан ашшĕ Кольăна шкула илсе каять. Ача пуçласа алла букварь тытать, унта çуртсен,

Подробнее

Эсир хÿтлĕхсĕр мар

Иртнĕ юнкун районта психика сывлăхĕн кунĕ иртрĕ. Çак куна çулсеренех паллă тăватпăр. Эпир пурте канăçсăрлăх, пăшăрхану, сÿрĕклĕх, вĕчĕрхенчĕклĕх, тепĕр чухне ăнланмалла мар шикленÿллĕ те пусăрăнчăклă кăмăл мĕнне пĕлетпĕр. Çак туйăмсем кашни çыннăн тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Вĕсене пĕччен ниепле те татса пама май çук. Интернет ĕмĕрĕнче пурăнатпăр та, ыйтусен хуравне тĕрлĕ сайтсенче тупма

Подробнее