Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 568)

Туслă коллектив

Аслă Пăла Тимешри врач амбулаторийĕ кивĕ çуртра вырнаçнă. Унти коридорта тĕксĕм, урайĕсем чĕриклетеççĕ пулсан та, коллектив туслă та килĕштерсе ĕçленипе, пациентсемпе яланах çепĕç чĕлхеллĕ пулнипе палăрса тăрать. Çак тăрăхра пурăнакансен сывлăхĕшĕн Надежда Сунгатуллинăпа Маргарита Рыбкина терапевт тухтăрсем тăрăшаççĕ. Надежда Васильевна аслă категориллĕ врач. 26 çул ĕçлет вăл хăй суйласа илнĕ профессипе.

Подробнее

Акатуй! Чаплă иртрĕ çакă туй!

Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре уçăлнă. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă хаклă çыннăмăр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Çак пулăм уяв сценине хăйне евĕрлĕх кĕртнĕ. Сценăна вырăнти артистсемпе пĕрле аякран килнĕ хăнасем - Тутарстанри Теччĕ районĕнчи «Шуçăм», Самар облаçĕнчи «Улах», Оренбург облаçĕнчи «Нарспи», Чулхулари «Чулхула

Подробнее

Çирĕп ыйтмасан çÿп-çап купи айне те пулăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура хальхи вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ, район пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнакан ыйтусене сÿтсе явнă. Ялсене тирпей-илем кÿрессипе мĕнле ĕçленипе кăсăкланса иртнĕ тунтикун Николай Петрович райадминистрацин пай ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулса

Подробнее

«Тÿрĕ лини» иртет

2018 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Чăваш Республикинчи этем прависен уполномоченнăйĕ граждансен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе «тÿрĕ лини» йĕркелет. Унта пирĕн районта пурăнакансем те хутшăнса 8/8352/ 62-33-80 номерлĕ телефон çине шăнкăравласа хăйсене интереслентерекен ыйтусене пама пултараççĕ.  

Подробнее

Ырă çул, выпускник!

Июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче выпускниксен балĕ иртрĕ. Кăçал Елчĕк районĕнчи вăтам шкулсенчи 112 ача вĕренсе тухса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăрать. Вĕсенчен 14-шĕ ылтăн медале, 2-шĕ хĕрлĕ аттестата тивĕçнĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă яш-кĕрĕмшĕн халĕ пур енне те çул уçă - çĕршывăн кирек хăш регионĕнчи заведенине те вĕренме кĕме

Подробнее

Субсиди илĕç

ЧР Ял хуçалăх министерствин хуçалăхăн пĕчĕк формисене грант парас тĕллевпе конкурс йĕркелекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларура ĕç пуçлакан хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем патшалăх пулăшăвĕ илес тĕллевпе ведомствăна тăратнă документсене тишкерсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. 2018 çулхи конкурс çĕнтерÿçисен йышне Надежда Зайцева /Çĕнĕ Пăва/, Алевтина Пузырева /Чăваш Тăрăмĕ/ хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсене

Подробнее

Атте, часрах таврăн!

Пирĕн аттене - Иван Петрович Петрова - 1942 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçине илсе кайнă. Эпĕ ун чухне 4 çул тултарайман ача пулсан та çав куна питĕ лайăх астăватăп. Тухса каяс умĕн пире пурсăмăра та ыталаса чуптурĕ: «Пысăк пулăр», - тесе хăварчĕ. Вăл картишĕнчен тухса кайсан эпĕ чÿрече

Подробнее

Европăра – иккĕмĕш

Елчĕк тăрăхĕнчен паллă спортсмен сахал мар тухнă. Хальхи çамрăксем те район ят-сумне çÿле çĕклеме тăрăшаççĕ. Акă Элпуçри Анастасия Лапшина /пĕрремĕш тренерĕ Иван Егоров/ спорт кĕрешĕвĕпе туслă. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ илекен хĕрĕн пухмачĕнче наградăсен шучĕ самай пысăк. Нумаях пулмасть вăл Венгрирен тепĕр медальпе таврăннă - 16 çула çитмен кĕрешÿçĕсен хушшинче

Подробнее

Итлемесен — итлеттереççĕ

Административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе, лару-тăрăва уçăмлатассипе тимлекен район администрацийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна комисси председателĕн çумĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. ...Аслă Елчĕкре хушма хуçалăхпа пурăнакан уйрăм çын ушкăн сурăха кĕтĕве хăваламасăр урам тăрăх

Подробнее

Палăк умĕнче путатăп шухăша…

Кашни çулах июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçăран сывă таврăнайман салтаксене Аслă Елчĕкре халалласа лартнă палăк /унта пурĕ 240 хушамат/ умне чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хуратăп. Палăк çинчи атте хушаматне шыраса тупатăп та пĕр хушă шухăша кайса тăратăп. Çак палăк ялăмăрта тĕрлĕ çулсенче çуралнă, тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă, тĕрлĕ вăхăтра вăрçа кайса канлĕх тупнă е хыпарсăр çухалнă

Подробнее