Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 76)

Тирпей-илем кĕртнĕ

Округри территори пайĕсенче хальхи вăхăтра тавралăха, çурт-йĕр таврашĕсене тасатса тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем йĕркелеççĕ. Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи "Покров" вырсарни шкулне çỹрекен ачасем вĕренỹре анчах мар, ĕçре те харсăр. Чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах ертсе пынипе вĕсем çак кунсенче чиркỹ территорине тасатса тирпейлерĕç. Ачасем пачăшкăна ытти ĕçсене

Подробнее

Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ - хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Вăл вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне ерме пултарать. Ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем инфекцие хăвăрт сарас хăрушлăх пысăк. Чир вирус ернĕ тискер вĕçен кайăксемпе хутшăннинчен пуçланать. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарать. Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсен чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунран палăрма пуçлаççĕ.

Подробнее

Корреспондентсен слетĕнче

"Хыпар" издательство çурчĕ йĕркеленипе Чăваш Енре çамрăк корреспондентсен слечĕ иртнĕ. Унта сăвă-калав, тĕрлĕ хайлав шăрçалама кăмăллакан 100-е яхăн ача пуçтарăннă. Пысăк уява Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти хастарсем те хутшăннă. Слетра калем ăстисем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăсталăх лаççинче кăтартнă. Кунта вĕсем телефонпа хитре сăн ỹкерчĕк тăвас,

Подробнее

Юмах ăса вĕрентет

Чăваш Енре Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевич Яковлевăн 175 çулхи юбилейне сумлăн кĕтсе илес тĕллевпе сахал мар мероприяти йĕркеленет. Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнчи "Ромашка" ача-пăча ушкăнĕнче тăрăшакан Людмила Львовăпа Ирина Воронова воспитательсем шăпăрлансене çак кунсенче Иван Яковлевăн юмахĕсемпе паллаштарнă. Ачасем хайлавсене савăнсах итленĕ, вĕсенчи хăш-пĕр сăнарсене вара хăйсем те

Подробнее

Ырă ячĕ халăх асĕнче

Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл килмен. Кашни çемьене пырса тивнĕ инкек. Вырăскассинче çуралса ỹснĕ Федор Медведев çар ретне иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тăнă. Çамрăкранах çỹллĕ те тĕреклĕ пулнипе палăрнă вăл. Шăпа ăна республикăри 200 çамрăкпа пĕрле Белоруссинчи çар округне илсе çитернĕ. Çирĕп сывлăхлă та тавçăруллă чăваш йĕкĕтне кунта тỹрех асăрханă, полк шкулне

Подробнее

Вăрмансенче те тимлĕ пулар!

Çурхи тата çуллахи тапхăрта ялсенче те, вăрмансенче те пушар тухас хăрушлăх ỹсет. Çавна май кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн сезонĕ пуçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 173 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнчен пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕрет. Çак тапхăрта халăхăн пушартан уйрăмах сыхланмалла. Вăрмансен, посадкăсен çывăхĕнче тимлĕ пулмаллине

Подробнее

Инкек-синкексĕр ирттĕр

Уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç сыхлавĕн йĕркисене вĕрентессине тĕп вырăна хураççĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене хăнăхтарас тĕллевпе семинар-вĕренỹ йĕркелесе ирттернĕ. Гурий Федоров председатель яваплă тапхăрта ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, производство дисциплинине çирĕп пăхăнса ĕçлесси пирки чарăнса тăнă.

Подробнее

Наставникпа — тĕл пулу

Шкулта вĕреннĕ çулсем - чи хаваслă та асра юлмалли самантсем. Вăл кашни çыншăнах ачалăхпа, яшлăхпа çыхăннăран пурнăçăн пĕр пайĕ пекех пулса тăрать. Хăйсен шăпине шкул пурнăçĕпе çыхăнтаракансемшĕн, пушшех, ĕмĕр манăçмаççех çак вăхăтсем. Ялти учителĕн тивĕçĕ вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен кунта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ. Вĕрентекен те хăй лайăх

Подробнее

Хоккеистсене чысланă

Елчĕк округĕн хоккеисчĕсем юлашки çулсенче пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Кăçал вара "Ылтăн шайба" парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ финалти вăйăсенче вăтам тата аслă ушкăн хоккеисчĕсем пĕр харасах палăрса пысăк турнирсене хутшăнма тивĕçрĕç. Аслă ушкăнри "Елчĕк" хоккей команди республикăра мала тухса Пушкăртстанри Салават хулинче иртнĕ ялти командăсен Пĕтĕм Раççейри хоккей ăмăртăвĕн финалĕнче

Подробнее

Пултарулăха тата пĕлỹлĕхе шута илсе

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва хутшăннисен умĕнче чи малтанах округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Николаев сăмах илчĕ, вăл Чăваш Республикинче 2023-2028 çулсенче

Подробнее