Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 88)

Шанăçа тỹрре кăларать

Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмне ертсе пыракан Светлана Романова хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнине ку тăрăхра пурăнакансем - тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсене çыхăну уйрăмĕ урлă илекенсем çирĕплетсех калама пултараççĕ. Светлана Валерьевна Шăмалак ялĕнче пурăнать, Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче вăл 3 çул каялла ĕçлеме тытăннă. Хăйне тĕрĕслемелĕх вăхăчĕ те

Подробнее

Çарта водитель пулнă

Сахал калаçса нумай ĕç тăвакан, тараватлă та сăпайлă çын тесе хаклас килет Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Петр Теренина. 60 çултан каçнă пулсан та унра çамрăклăх вут-хĕмĕ сỹнмен-ха. Çара кайиччен Тĕрлемесри бухгалтерсен курсне пĕтернĕскер, алла ручка мар, киçтĕк тытнă. Ỹкерме юратнине кура хуçалăхрах художник-оформитель пулма сĕннĕ. Ун алли витĕр вара тĕрлĕ

Подробнее

«Ỹсĕм вырăнĕ» пулăшать

"Вĕренỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан çут çанталăк ăслăлăхĕн (медицина енĕпе) профилĕн вĕрентĕвĕн центрне ("Ỹсĕм вырăнĕ") пирĕн шкулта 2021 çулхи вĕренỹ çулĕнче йĕркелесе янă. Çапла майпа хальхи вăхăтра ял ачисене хула ачисемпе тан аталанма мĕн пур услови пуррине курса ĕненетпĕр. Хими предметне тарăннăн ăса хывас кăмăллă вĕренекенсемшĕн кăсăкли çав тери нумай кунта. Ку

Подробнее

Уçă çырупа

Паян, Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулсерен яракан Уçă çырăвĕпе паллаштарĕ. Унпа Чăваш Ен НТРК, "Раççей-24", "Чăваш наци радиовĕ" тата "Тăван радио" эфирĕсенче паллашма пулать.

Подробнее

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕсене пурнăçласа

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Леонард Левый калаçăвне иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Чи пĕлтерĕшли - Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый 2022 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе тата 2023 çулта

Подробнее

Мăшăр çунат

90 çула çитнĕ е унтан та иртнĕ ватăсен шучĕ Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче 19 çынпа танлашать. Вăл çулхисем сывлăхпа çирĕп, ăслă-тăнлă пулни, паллах, савăнтарать. Çав вăхăтрах самай ватлăха çитнĕ мăшăрсем сахалтарах. Манăн вара 65 çул пурнăç çулĕпе пĕрле утакан Курицынсен çемйипе паллаштарас килет. Ыран Зинаида Ивановна хăйĕн 90-мĕш çуралнă кунне

Подробнее

Çыру çыратпăр салтаксем патне…

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тĕлне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне салам çырăвĕсем шăрçаларĕç. Хĕсметри ентешсем валли парне пуçтарасси, çырусем çырасси хăнăхнă ырă пулăм тесен те йăнăш мар. Çырусем маларах та ăсатнăччĕ. Çак ĕç çитĕнекен ăрăва çар операцийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшать, вĕсенче патриотла

Подробнее

Ял бизнесне йĕркелеме пулăшаççĕ

Чăваш Енри "Агро-Инновацисем" унитари предприятийĕн специалисчĕсем фермерсем, хушма хуçалăх тытакан граждансем, хăйсен ĕçне пуçăнас кăмăллисем валли семинарсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кашни кĕçнерникун ял хуçалăх таварне туса илекенсем "Агро-Инновацисем" унитари предприятийĕнче пуçтарăнаççĕ. Семинарта Ял хуçалăх министерстви кооперативсене, фермерсене кỹрекен пулăшупа, грантăн конкурс условийĕсемпе паллаштараççĕ. Специалистсем округсене те çитеççĕ.

Подробнее

Çурт-йĕр кодексне — улшăнусем

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем регионăн капиталлă юсав çинчен калакан саккунне РФ Çурт-йĕр кодексĕпе шайлаштарма хатĕрленеççĕ. Çак тата ытти ыйтăва парламентăн Çурт-йĕр политикин тата инфратытăм аталанăвĕн комитечĕн председателĕ Игорь Моляков ертсе пынă ларура пăхса тухнă. Улшăнусене Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавне йĕркелемелли тытăмри право хутшăнăвĕсене палăртасси çинчен калакан саккуна

Подробнее

Пулăçа асăнса

Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа тата сунарçăна Николай Алексеевич Петрова халалласа пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ. "Прогресс" хуçалăхăн садĕнчи кỹлĕре иртнĕ ăмăртăва пулă тытма юратакан Патреккелĕнчи, кỹршĕ ялсенчи тата районсенчи пулăçсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем. "Чи нумай пулă тытакан" номинацире Михаил Клементьев, "Чи пысăк пулă тытакан" номинацире Николай Петров (Патреккел) çĕнтерчĕç. Чи

Подробнее