Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 96)

Спорт хыпарĕсем

Грознăйра ăмăртнă Малалла ăнтăлакансене, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме тăрăшакансене нимĕн те чарса тăраймасть пулĕ çав. Елчĕксем Çĕнĕ çул умĕн Чечен Республикин тĕп хулинче Грознăйра иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен регионсем хушшинчи уçă турнирне кайса килнĕ. Унта Мускав, Санкт-Петербург, Армени, Тутарстан, Карели, Дагестан, Ингушети, Чечен, Ставрополь тăрăхĕсенчи 2005-2015 çулсенче çуралнă арçын ачасем пĕтĕмпе 57 виçе

Подробнее

Вăй-халĕ тапса тăрать

Хăш-пĕр çынсен çулне кура мар вăй-халĕ тапса тăрать пулĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнче пурăнакан Илья Левый пирки те çавнах каласшăн. 86-ри аксакал нумаях пулмасть хăйĕн 4-мĕш кĕнекине кун çути панă. Малтанхи виççĕшне вăл Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен ялсен историне халалланă. Уйрăм çемьесем, паллă çынсем таранах. Хальхи, "Асаилỹсен çăмхи", Чăваш кĕнеке издательствинче 142

Подробнее

Кăмăлтан савăнчĕç

Шупашкарти Юрий Карпов ертсе пыракан "Елчĕк ен" обществăлла организацин пархатарлă пуçарăвĕ пирки хаçатра пĕр хутчен мар çырнă. Çĕнĕ çул умĕн Паллă ентешсен çулталăкĕн вĕçленĕвне халалласа йĕркеленĕ уяв черетлĕ ял тăрăхĕнче - Аслă Таяпара иртрĕ. Виçĕ ялта пурăнакансем юрă-кĕвĕсĕр тахçанах тунсăхланă пулинех - зал лăк тулли. Ара, пĕрле пуçтарăнса чуна уçса калаçни

Подробнее

«Ман юратнă Елчĕк енĕм»

Елчĕк районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалласа районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ "Ман юратнă Елчĕк енĕм" ятпа сăвăсен конкурсне йĕркеленĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекен тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем хутшăннă. Шкул çулĕчченхи ỹсĕмри конкурсантсен хушшинче "Тăван сăмахăм чун-чĕрешĕн çывăх" номинацире 1-мĕш вырăна "Чебурашка" ача садне çỹрекен Ольга Волкова (ертỹçи О.Мудрецова) тухнă. Çак ача

Подробнее

Çул çинче асăрхан!

Сывлăш температури улшăнсах тăнă май çулсем пăрлакланаççĕ. Çавна май водительсен тата çуран çỹрекенсен çул-йĕр çинче тимлĕхне ỹстерме тивет. Пăрлак вăхăтра опытлă водительсем те шар курма пултараççĕ. Авариллĕ лару-тăруран асăрханас тесен хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнмалла - хĕлле çулăн пĕр сехетри вăтам хăвăртлăхĕ 10-15 çухрăм чакать. Тормоз çулĕ икĕ хут пысăкланнăран чарăнусен умĕн

Подробнее

Леонард Левый: Пысăк çитĕнỹсене пĕчĕк ăнăçусем никĕслеççĕ

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый район хаçатне интервью пачĕ. Çулталăка пĕтĕмлетессипе сăлтавланнă калаçура районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă темăсене, ытти ыйтусене хускатрăмăр. - Леонард Васильевич, Елчĕк районĕн историне тепĕр çул хушăнать. 2022 çул чылай пулăмпа палăрса юлчĕ. Чи пĕлтерĕшлинчен - депутатсем черетлĕ ларура Сире пĕр шухăшлă пулса Елчĕк

Подробнее

Кашни ыйту тимлĕхре

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çула пĕтĕмлетсе республикăра пурăнакансемпе "тỹрĕ лини" ирттерчĕ - вăл 2 сехет те 26 минут ытла тăсăлса рекорд шайне ларчĕ. Олег Алексевич ертỹçĕре ĕçленĕ тапхăрта 15-мĕш "тỹрĕ лини пулчĕ" çакă (2020 çулта - 3, 2021 çулта - 5, кăçал - 7). Пурĕ халăхран 210 ытла ыйту йышăннă.

Подробнее

250 вырăнлă столовăй

хута кайнă Елчĕкри вăтам шкулта. Кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче "Вĕрентĕве аталантарасси" муниципаллă программăпа килĕшỹллĕн шкул çуртне реконструкцилесе çĕнĕ столовăй тума пуçăннă. Ун валли 51 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. "Партнер" ООО (директорĕ Борис Матвеев) ĕçсене вăхăтра пурнăçланă. Ачасем, шкул коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ кĕтнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен

Подробнее

Çĕнĕ çула — çĕнĕ ĕмĕтсемпе

Сиссе те юлаймарăмăр, 2022 çул та хыçа юлать. Вăхăт хăвăрт иртрĕ пулсан та çулталăк пархатарлă ĕçсемпе асра юлчĕ. Малашлăх ăнăçлă пултăр тесен вара иртнине асра тытни вырăнлă. Район хаçатне вулакансем те çаплах шутлаççĕ. Н.И.ПАНКРАТОВ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Кивĕ Эйпеç ялĕ: - Район ертỹçисемпе вырăнти пуçлăхсем ĕç ветеранĕсене уявсенче анчах мар, ытти чухне те

Подробнее

Асăрханулăх — малти вырăнта

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен, муниципаллă округăн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ 2022 çулхи юлашки тунтикунхи канашлура чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе, террора хирĕçле тимлессипе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ĕçĕсене сỹтсе явассине тĕп вырăна хучĕ. …Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен тапхăрĕнчи

Подробнее