Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 2)

Ячĕ манăçмĕ унăн нихăçан

"ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", Чăваш Республикинчи крахмалпа патока пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, "Чăвашьенкрахмал" предприятийĕн генеральнăй директорĕ пулнă, 1927 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çуралнă Сергей Александрович Кудряшов çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Вăл 2000 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Сергей Кудряшов Елчĕк районĕнчи промышленность производствине аталантарас енĕпе нумай çул тăрăшса ĕçленĕ паллă ертỹçĕсен

Подробнее

Спортпа çывăх

Палăртнă тĕллевсене мала хурса ĕмĕрĕпе çирĕп шанчăкпа, чыспа-сумпа пурăнса ирттерекен çынсем пысăк хисепре. Елчĕкре пурăнакан Роберт Бобылев тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ 94 çулта. Вăл 1928 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Элпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. - Анне - Мария Яковлевна пурнăçа чун-чĕререн юратакан хĕрарăмччĕ. Тĕлĕнмелле уçă та ырă кăмăллăччĕ вăл.

Подробнее

Инженер та, комбайнер та…

Елчĕк тăрăхĕн тĕп пуянлăхĕ - алла çăкăр илес тесе хуçалăхсен уйĕсенче ырми-канми вăй хуракан пултаруллă ĕçченĕсем. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче тăрăшакан Валерий Куприянов тĕп инженер çураки тата вырма тапхăрĕсенче трактор, комбайн штурвалĕсен умне ларать. 1988 çултанпа вăл çак ĕçсенче. Шаннă тивĕçе яланах тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать, пĕрле ĕçлекенсене ырă тĕслĕх кăтартать. 2014

Подробнее

ГТОри çитĕнỹсемшĕн

Физкультурник кунĕнче республикăри Правительство çуртĕнче физкультурăпа спорт юхăмĕн активисчĕсене чысланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен награда илнисен йышĕнче пирĕн ентеш - "Улăп" ФОК инструктор-методисчĕ, районти ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов та пур. Аса илтеретпĕр: Елчĕк районĕ халăха ГТО нормисене пурнăçлама явăçтарассинче çулсерен малтисен йышĕнче. Çакна шута илсе Петр Васильевича

Подробнее

Шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан

Курнавăшри тăхăр ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ Петя Смирнов, ывăлсенчен кĕçĕнни пулнăран, тĕп килте тымар янă. Ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕн кăвайтне сỹнме паманни ăна пурнăçра вăй-хăват, хастарлăх парса тăнине чун-чĕрипе туять вăл. 7 çулта чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă арçын ача пиччĕшĕсем çине таяннă. Лешсем, ăста спортсменсем, шăллĕне ĕçе хăнăхтарнă, спортпа туслаштарнă. Аслă классенче

Подробнее

Халăх ырă ĕçĕшĕн хисеплет

Чылай çул пĕр ĕçре тăрăшса пысăк опыт пухнипе пĕрлех халăх хисепне çĕнсе илнĕ ĕçченсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Елчĕкри газ участокĕн оборудованисене пăхса тата юсаса тăракан слесарĕ Валерий Тиняков ĕçне чунтан парăннипе тата тĕплĕ пĕлнипе, тирпейлĕ пулнипе палăрса тăрать, хăйĕн ырă ĕçне пула халăх хисепне çĕнсе илнĕ. Вăл Елчĕк ялĕнче Елизавета

Подробнее

Урăхла пулаймастăп

Паян хамăр тĕпеле Патреккелте çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан паллă блогера Эльвира Борисовăна чĕнтĕм. Вулакансен хушшинче аслă ăру çыннисем ытларах пулнине шута илсе блогер кам пулнине те пĕлтерни вырăнлă пулĕ. Блогер – интернетпа туслă çын, вăл хăйĕн каналне, сайтне е страницине ертсе пырать. Пĕр сăмахпа каласан, цифра аталанăвĕнчи массăллă информаци

Подробнее

Чун туртăмĕ

Елчĕкри «Шевле» ача садĕнчи Алена Кочетковăна пурнăç кустăрми тăван ене илсе çитернĕ. Мĕн пĕчĕкрен педагог пулма ĕмĕтленнĕскер малтанах кĕçĕн классене вĕрентекен пулас тесе педагогика училищи пĕтернĕ. Унтан çак енĕпех аслă пĕлÿ илнĕ. 2013 çулта район центрĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлсан ним иккĕленмесĕрех унта ĕçе вырнаçнă. Квалификацине анлăлатнă. – Чун туртать ачасем

Подробнее

Чăвашлăха упракансем

Пирĕн район çыннисем кирек ăçта ĕçлесе пурăнсан та тăван кĕтесĕн, хамăрăн пĕчĕк çĕршывăмăрăн ятне çÿлте тытаççĕ. Владимир АЛБУТОВ 1947 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Аслă Таяпари вăтам шкула утнă. Алла аттестат илнĕ каччăн салтак тивĕçне пурнăçлама ят тухнă. Владимир Украинăри пĕр çар чаçне лекнĕ.

Подробнее

Тумхахлă çулсем

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче МТС /машинăпа трактор станцийĕ/ йĕркеленĕренпе 80 çул çитрĕ. Çакна асра тытса тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятлă пулнă предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен маларах «Елчĕк ен» хаçатра чылай автор çырса кăтартнипе паллашма тÿр килчĕ. Манра та хăш-пĕр шухăшсем çуралчĕç. Мĕншĕн тесен 1996-2001 çулсенче манăн та кунта ертÿçĕ пулса ĕçлеме

Подробнее