Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 702)

Район юбилейне — пысăк çĕнтерỹпе

Ĕнер, чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри сумлă уявĕнче Елчĕк районĕнчи çăкăр çитĕнтерекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклани пурин чун-чĕрине те мăнаçлăх кỹме тивĕçлĕ. Чăннипех те çапла, мĕншĕн тесен районти аграрисем çитес кунсенче уявлама палăртакан районăн 90 çулхи сумлă юбилейне те

Подробнее

Депутат Чăваш Ен интересĕсене хỹтĕлет

Октябрĕн 31-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулчĕ. Чи малтанах вăл Елчĕк район пуçлăхĕпе Ираида Васильевăпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, ытти ертỹçĕсемпе курса калаçрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче район ертỹçисем килнĕ хăнана кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе паллаштарчĕç. Унтан депутат Елчĕк ялĕнче "Ача

Подробнее

Акар йыттисен питомникне — 15 çул

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникне Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, кỹршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи туристсем те тăтăшах килсе çỹреççĕ. Ют çĕршыв çыннисене те Лаш Таяпасен питомникĕ кăсăклантарать. Акар йыттисен питомникĕпе "Кашкăр йăви" хăна çуртне уçнăранпа 15 çул çитнине паллă тума Лаш

Подробнее

Эфирта — черетлĕ кăларăм

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртекен "Приложение силы" телепроектăн çĕнĕ кăларăмĕ эфира тухнă. Ăна ноябрĕн 6-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра е 22 сехет те 30 минутра "Россия 24" каналпа тепĕр хут кăтартаççĕ. Хальхинче тĕп калаçу Чăваш Енри агропромышленность аталанăвĕ, ялти пурнăç пахалăхĕ çинчен.

Подробнее

Пирĕн ентеш ЧНК вице-президенчĕ

Х Аслă Пуху çỹллĕ шайра иртнĕ. Чăваш наци конгресĕн тăватă çулхи ĕçĕ-хĕлне Николай Угаслов президент хăйĕн докладĕнче тĕплĕн тишкерсе каласа кăтартнă. Унăн докладне ЧНК пресс-служби хатĕрленĕ фото тата видеоматериалсем пуянлатнă. Доклада сỹтсе явнă çĕре пурĕ 19 делегат хутшăннă, Тюмень, Иркутск, Тутарстан тата ытти регионсенчен, Крым Республикинчен. Пĕтĕмĕшле ЧНК тăватă çулта

Подробнее

Тăнăçлăхпа килĕшỹре — вăй

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăра тăнăçлăхпа килĕшỹ упраннин палли. 2004 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи "Çар Мухтавĕн кунĕсем çинчен" саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çав улшăнусенчен пĕри - асăннă çĕнĕ уява ирттерме йышăнни, патшалăх шайĕнчи канмалли куна - чỹк уйăхĕн 7-мĕшне (Килĕшỹпе çураçу

Подробнее

Халăха пĕрлештерекен уяв

Халăх пĕрлĕхĕн кунне çĕршывра 2005 çултанпа паллă тăватпăр. Уяв умĕн вулаканăмăрсем çак куна мĕнле йышăннипе тата хакланипе кăсăклантăмăр. Исония ВОЛКОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ветерансен вырăнти канашĕн ертỹçи. Хăвăлçырма ялĕ: - Халăх пĕрлĕхĕн кунне халăх тĕрлĕ майлă йышăнать, çапах та вăл пурне те пĕр тĕвве пĕрлештернине ăнланатпăр. Ĕненекенсем çак уява Хусанти

Подробнее

Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлнă

Халăхăн пĕрлĕхĕн кунне халалласа республикăри районсемпе хуласенче чỹк уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче 500-е яхăн тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕп хулара Халăхсен туслăх çурчĕ уçăлнă. Ăна уçассипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ тĕп хуламăрта çакăн евĕр çурта уçнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, вăл Чăваш Енре

Подробнее

Тăм савăт ăстисем

Яманчỹрел ялĕн çыннисем ĕлĕкренех ал ĕçне аталантарса пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех кунта артельсем йĕркеленĕ. Кĕпе-тумтир, атă-пушмак çĕлекенсем, тăм савăтсем ăсталакансем хăйсен ĕçĕпе таврара ырă ят çĕнсе илнĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланас умĕн ял хĕрринче тăм савăтсен мастерскойĕ уçăлнă. Унта сĕт-турăх упрамалли савăтран пуçласа тĕрлĕ чỹлмек ăсталанă. Тăм савăтсене Пăва

Подробнее

Ветерансене пысăк тимлĕх

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Çичĕ яла пĕрлештерсе тăракан Курнавăш ял тăрăхĕнче икĕ вăрçă участникĕ пурăнать. Вĕсенчен пĕри - Николай Поликарпович Поликарпов. Вăл Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере 1926 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Выçăллă-тутăллă пурăннă, нуши-тертне сахал мар тỹссе ирттернĕ. Ашшĕнчен

Подробнее