Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 3)

Кашни кун хĕрỹ ĕçре иртет

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан "Урожай" ОООра кашни хутĕнче пулса курмассеренех хуçалăх тирпейлĕ хуçа аллинче пулнине палăртса каланине илтме тỹр килнĕ. Хальхинче те унăн калаçăвĕнче çак шухăш яр уççăн йĕрленчĕ. Унсăр пуçне, ял хуçалăх предприятийĕнче йĕпе-сапаллă çанталăкра та вырма ĕçĕсене тивĕçлипе йĕркелесе пыма пултарнипе

Подробнее

15 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçисене тата уйрăм предпринимательсене çемье фермине аталантарма грант парса пулăшакан конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ятарлă комисси грантсене çирĕплетнĕ чух проект тухăçлăхне, харпăрлăхри ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкне, хуçалăхри ял хуçалăх техникипе выльăх-чĕрлĕх шайне, хуçан ĕçлес пĕлỹлĕхĕн шайне шута илет. Черетлĕ конкурсра пирĕн округ представителĕ -

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче августăн 8-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5150 гектар (36 процент) вырнă, 4316 гектарне (вырнин 84 процентне), пурĕ 133412,1 центнер çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе илсен, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 30,9 центнерпа танлашать. 2257 гектар çинче (15 процент) кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Подробнее

Вăхăт ĕçе васкатма хистет

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 770 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ĕнерхи кун тĕлне тыр-пула 300 гектар çинче вырнă, çав шутран 240 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Тĕш тырă культурисене кĕске вăхăтра тата тăкаксăр алла илесси тĕп тĕллев пулнине çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать, кашнийĕ хăйне шанса панă

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче августăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3406 гектар (24 процент) вырнă, 2785 гектарне (вырнин 82 процентне), пурĕ 81884,6 центнер çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе илсен, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 29,4 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç - "Рассвет" ЯХПКра - 40,2 центнер. 1172

Подробнее

Пĕр-пĕрин ĕçне курса хавхаланнă

Таяпа Энтри ялĕнче колхоз пĕтсе ларнă вăхăт халĕ те куç умĕнче. Колхоз пурлăхĕ пĕтĕмпех чăл-пар саланчĕ, ĕнесемпе сыснасене сутса пĕтерчĕç, фермăсене йăлтах ватса салатрĕç, çывăхра пурăнакансем килĕсене йỹнĕ хакпах кирпĕч тата ытти стройматериал турттарчĕç. Тукасри автопарк пулнă вырăнти кирпĕчрен хăпартнă вăрăм склада та ватрĕç. Тукас çыннисем пурте хăпса тухрĕç унта,

Подробнее

Вăй-халу ан иксĕлтĕр, çĕр ĕçченĕ!

Уй-хир хăватлă техника шавĕпе тулнă - вырма ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăтра округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уй-хире тухмасăр пĕр кун та ирттермест. Хальхинче вăл çĕр ĕç культурисене туса илессипе тĕслĕх пулса тăракан "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата Курнавăшри Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курнă. Леонард Васильевичпа Юрий Николаевич анлă

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2647 гектар (11,9 процент) вырнă, 1826 гектарне (вырнин 69 процентне), пурĕ 56052,1 центнер çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе илсен, 1 гектартан тухăç хальлĕхе 30,7 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç "Комбайн" ЯХПКра - 43,8 центнер, Александр Бикулов хресчен

Подробнее

Тулли пучах тулли кĕреке шантарать

Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ - 22821, çав шутран пăрçа культурине 1967 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пĕлсе тăма: пăрçа пĕтĕмĕшле лаптăкăн 10 процентне яхăн йышăнать. Юлашки çулсенче аграрисем апат-çимĕçре усă курма тата ăна вăрлăх валли туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрни куç умĕнче. Ертỹçĕсемпе специалистсем

Подробнее

Пăрçа выраççĕ, çапаççĕ…

Вырма ĕçĕсемпе паллашма çак кунсенче "Яманчурино" ОООна çитсе килтĕмĕр. Хуçалăхри ĕç шавĕ аякранах илтĕнчĕ - "Агрос-585", "Агрос-530", "Вектор" йышши 4 капмар комбайн пăрçа çапаççĕ, трактор-машина вара пурлăха хиртен йĕтеме турттарать. Мĕн асăрхарăмăр вырăна çитсен? Ĕçченсем çутă сăнлă тата ăшă кулăллă пулни кăмăла çĕклерĕ. Кашниех ĕç ăшне пуçĕпе путнă, хăйсене шаннă тивĕçе

Подробнее