Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 3)

Манăçмасть олимпиец ячĕ

Елчĕк тăрăхĕн, çавăн пекех Чăваш Енĕн спорт летопиçĕн пуçламăшĕ Ардалион Игнатьев ячĕпе çыхăннă: 1956 çулта Австралири (Мельбурн) Олимп вăййисенче вăл 400 метра чупассипе бронза медаль çĕнсе илнĕ. Аякри çĕршыв 34 çул иртсен каллех пысăк çитĕнỹ кỹнĕ. Хальхинче Яманчỹрелте çуралнă Владимир Андреев Сидней хулинчи Олимпиадăра 20 километра утассипе аслă юлташĕн тĕслĕхне

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Петр Адюков ячĕпе Елчĕкри стадион-площадкăра футболла тата хоккейла выляссипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Петр Адюкова асăнса 2010 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ачасен футбол турнирне ирттернĕ. Çичĕ шкултан 8 команда хутшăннă унта. Пуринчен те пултарулли вара - Лаш Таяпа шкулĕн команди. Патреккелсемпе Елчĕксем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Артем Орлов ("Чи лайăх вратарь"),

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Героя асăнса Елчĕкри "Улăп" ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, РФ спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров гвардин аслă лейтенантне асăнса шкул ачисен кире пуканĕ спорчĕн иккĕмĕш турнирĕ иртнĕ. Унта ултă шкулти спортсменсем хăйсен ỹсĕмне кура пурĕ 17 виçе категорийĕнче тупăшнă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хаçат редакторĕ Николай Малышкин тата Геройăн ашшĕпе амăшĕ

Подробнее

Кашни утăм — çĕкленỹллĕ кăмăл-туйă

Сентябрь те вĕçленсе пырать, апла пулин те çулла "эстафетăна" пама васкамасть-ха кĕркуннене. Асăннă уйăхăн 21-мĕш кунĕнче округри тĕп лапамра 21-мĕш нацисен кросне хутшăнакансене те ăшă çанталăк кĕтрĕ - 21 градус. Сывă пурнăç йĕркипе туслисене, вĕсемшĕн "чирлеме" килнисене малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, çăмăл чупу, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ. Ăмăрту вара

Подробнее

«Кĕрешỹ» ăмăртăвĕнче

Шупашкарти "Волга" стадион никĕсĕ çинче Чăваш Республикин "Кĕрешỹ" чемпионачĕпе ăмăртăвне ирттернĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă. "Паян спортăн çак тĕсне аталантарса çитес ăрусем валли упраса хăваратпăр. Пĕлтĕр Чăваш Енре кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери

Подробнее

Ăста спортсмен тата тренер

Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев хыççăн Ĕнел ялĕнчен республикăн тата çĕршывăн спорт страницисене çыракансенчен Николай Григорьев тухнă. Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Николай Борисович 70 çул тултарать. Вăл Елчĕкри вăтам шкула, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ - университет) физвоспитани факультетне пĕтернĕ. Тĕп хулари спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕнче вĕреннĕскер, ăмăртусенче Шупашкар хулипе

Подробнее

Ырă тĕслĕхлĕ спорт çемйи

Елчĕкри Портновсен çемйи çинчен Валентина Кириллова журналист виçĕ çул каялла хаçатра пысăк материал пичетленĕччĕ. Хальхинче, Елена Николаевнăпа Спорт çуртĕнче тĕл пулнă май, вĕсен спортри пурнăçĕ тавра калаçас терĕмĕр. Сăлтавсăр та мар: çемье команди пысăк ăмăртусенчен тăтăшах наградăсемпе таврăнать. Унччентерех, астăватпăр-ха, республикăри ăмăртусене çемье командине тупса ярасси пысăк чăрмав шутланнă. Тупсан та,

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Уçă турнирта Шупашкарта пирĕн ентеше, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса йывăр атлетсен республикăри уçă турнирне ирттернĕ Çуллахи каникулта Александр Портновпа Борис Клементьев тренерсем ертсе пыракан округ команди ăмăртусене хутшăнсах кайман пулин те, çĕнĕ сезона аван кăтартусемпе пуçланă. Матвей Романов, Никита Яковлев, Тихон Александров, Матвей Горшков, Антон Айметов,

Подробнее

Нацисен кросĕ

Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросне" 21-мĕш хутчен хутшăнать. Сентябрĕн 21-мĕшĕнче, шăматкун, пирĕн округра та иртет вăл. Территори пайĕсенче ăна вырăнсенче йĕркелĕç. Елчĕк территори пайĕнче пурăнакансем, предприятисемпе организацисенче, шкулсенче ĕçлекенсем тата вĕренекенсем округ центрĕнчи тĕп лапамра старта тухĕç. Кросс 9 сехетре пуçланать.

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Кăçал - пĕрремĕш! Шупашкарти "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева асăнса çăмăл атлетсен 86-мĕш эстафети иртнĕ. Пирĕн тăрăхри спортсменсем унта виçĕ ушкăнра тупăшнă. Хуласемпе округсен хăй тытăмлăх органĕсен йышĕнче округ администрацийĕн команди 5-мĕш, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен хушшинче вĕренекенсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ 10-мĕш

Подробнее