Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 4)

Спорт хыпарĕсем

Тĕнче шайĕнче те… Çурла уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Кăркăсстанри Чолпан-Ата хулинче кире пуканĕ йăтакансен тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче унта Тăрăм каччи Александр Константинов спорт мастерĕ те хутшăннă. 95 килограмран йывăртарах виçере тупăшнăскер, вăл вăрăм циклта 2 пăтлă икĕ пукана 59 хутчен тĕртсе кĕмĕл призер пулса тăнă. Аса илтеретпĕр: Сашăн "тимĕр вăййипе" кăсăкланасси

Подробнее

Хула турнирĕнче

Елчĕк округĕн кире пуканçисен пĕчĕк ушкăнĕ Шупашкар хулин юбилейне халалланă уçă турнирта вăй виçнĕ. "Спартак" стадионта иртнĕ ăмăртăва Ямал-Ненец автономи округĕн, Чулхула облаçĕн атлечĕсем те хутшăннă. 53 килограма çитичченхи виçере Софья Соловьева (Кавал), 63 кг виçере Тарас Пупин (Кĕçĕн Шăхаль), 85 кг виçере Александр Константинов (Тăрăм) спорт мастерĕ чи малтисен йышне

Подробнее

12 командăран — 1-мĕш

Вăрнар округĕнчи Пăртас ялĕнче футболистсен "Туслăх кубокĕ" уçă турнирĕ (5х5) иртнĕ. Ăмăртăва республикăри округсенчен, тĕп хуларан пĕтĕмпе 12 команда хутшăннă. Лаш Таяпа территори пайĕн вăйăçисем вырăнти турнирсенче тăтăшах палăрнине эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Хăнара та "Лаш Таяпа-Хорнсор" командăпа танлашакан тупăнман: вĕсем - кубок хуçисем.

Подробнее

Призерсен йышĕнче

Тутарстанри Зеленодольск хулинче роликлă йĕлтĕрсемпе ярăнакансен уçă чемпионатне йĕркеленĕ. "Маяк" спорт комплексĕнчи ăмăртура пирĕн енчисем те аптăраман. 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕр ачасен йышĕнче Аслă Елчĕк шкулĕнчи Софья Афанасьева 4,5 километра чупса 3-мĕш вырăна тухнă. Хăнăхман спорт хатĕрĕпе çапла çĕкленни - пысăк çитĕнỹ. Валерия Яковлева чи лайăх вунă атлет йышне кĕни те

Подробнее

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп! Спортпа туслă, сывлăхлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем чунпа пуян. Çамрăксем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Çак енĕпе физкультура ĕçченĕсем, тренерсемпе вĕрентекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Округран республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем сахал мар тухнă, вĕсемпе эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх

Подробнее

9-мĕш çул çĕнтерỹçĕ

Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен республикăри канашĕ Вăрнар округĕнчи Шĕнерпуçĕнче 9-мĕш спартакиада йĕркеленĕ. ГСВГ ветеранĕсен Елчĕк округĕнчи пĕрлĕхĕн ертỹçин çумĕ Анатолий Анисимов ертсе пынă ушкăн унтан çĕнтерỹçĕн кубокĕпе таврăннă. 9-мĕш хут! 14 команда хушшинче пирĕннисенчен Петр Кузнецов (Курнавăш), Анатолий Николаев (Лаш Таяпа, 1 вырăн), Дамир Валиев (Сăрьел, 2 вырăн)

Подробнее

Каллех пĕрремĕш

Регионта ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн II кварталти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Рейтинга 9 тĕслĕхпе хаклаççĕ, çав шутра хаçатра пичетленĕ материалсен шучĕпе те. Иртнĕ кварталта пирĕн округ призерсен йышĕнчеччĕ, халĕ - 1-мĕш. Каçалсем, çĕнтерỹçĕрен, виççĕмĕш вырăна куçнă. Шăмăршăсем 11 позицирен тỹрех 2-мĕш призера кĕнĕ.

Подробнее

Пурте пьедестал çинче

Çĕмĕрле хулин "Олимп" спорт шкулĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен дартс дисциплини енĕпе Чăваш Ен чемпионачĕ иртнĕ. Инвалидсен обществин Елчĕк уйрăмĕн хастарĕсем- Алина Иванова, Любовь Курчина, Александр Портнов, Алексей Кульмаков дартс вăййин тăватă енлĕ тупăшăвĕнче пьедестал çине хăпарма пултарнă. А.Иванова вара чемпионка ята çĕнсе илнĕ. Л.АНИСИМОВА.

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчи 99-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Денис Владимирович тата Елена Николаевна ПОРТНОВСЕН çемйи ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри "Земля спорта" ятпа иртнĕ марафонăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Каллех призерта

Элĕкри "Хĕлхем" спорт шкулĕнче республикăри çемье командисен ГТО фестивалĕ иртнĕ. Вунă команда (ашшĕ, амăшĕ, 8-11 çулхи ача, аслашшĕ е асламăшĕ) пĕтĕмпе 9 дисциплинăра вăй виçнĕ. Елчĕк округĕн чысне хỹтĕленĕ Портновсем - Денис, Елена, Артур тата Владимир Павлович çивĕч кĕрешỹре 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Уйрăм зачетра - пурте иккĕмĕш. Портновсем Çĕрпỹре иртнĕ

Подробнее