Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 19)

Вучаха сÿнтермеççĕ

Аслă Пăла Тимешри Юлийăпа Версалий Емельяновсем çемье вучахне сÿнме памаççĕ - 65 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем ялти чи сумлă çемьесенчен пĕрисем. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ. Версалий Васильевич 1931 çулхи май уйăхĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере виççĕн ÿснĕ. Пĕртăвансем çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Апла пулин те тăрăшуллă Николайпа Олимпиада

Подробнее

Вунă ача амăшĕ

Елчĕк районĕнчи Кÿлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Сергеевна Карсакова - 10 ача амăшĕ. Унашкаллисене «Ача-амăшĕ - героиня» орденпа наградăлаççĕ. Чăваш Енпе илес пулсан, вăл наградăна 1246 ача амăшĕ тивĕçнĕ. Пирĕн районта - 82 çын, вĕсенчен пĕри - Р.Карсакова. Манăн статья героини 1928 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ. Вĕсен çемйинче

Подробнее

Ăшă кăмăллă, çепĕç чунлă

Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа ырă варкăш кĕртеççĕ. Сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх туйăмĕсене хăйсен витĕр сăрхăнтарса кăларса юнашартисене парнелеççĕ вĕсем. Сăрьелĕнчи фельдшер амбулаторийĕнче тăрăшакан Калерия Козлова медицина ĕçченĕ пулмах çуралнă. Çак ĕçре 32 çул тăрăшать Кушкăра çуралса ÿснĕ Калерия Ивановна. Пĕр ялти Василий Михайлович Козловпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ вĕсем. Килĕшÿллĕ те тату

Подробнее

Ĕçпе пиçĕхтерсе çитĕнтернĕ

«Ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерессинче ĕç витĕмлĕ вырăн йышăнать. Ĕç çумне çамрăкранах çыпăçтарнă эпир ывăл-хĕре. Çулсерен сухан-севок, чĕкĕнтĕр пайĕсем илнĕрен çăвĕпех çум çумланă, хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă», - тет пилĕк ача çуратса ÿстернĕ Лилия Доброхотова. Лилия Борисовна Патреккел ялĕнче Борис Ильичпа Анна Ильинична Дозоровсен çемйинче1932 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, физикăпа

Подробнее

Ĕçне кура — хисеплĕ, кăмăлне кура — ырă ятлă

38 çула яхăн пĕр вырăнта - «Колхоз ялавĕ» /халĕ - «Елчĕк ен»/ хаçат редакцийĕнче корректор пулса ĕçленĕ Зинаида Матвеевна Никифорова 80 çулхи сумлă юбилейне ырлăх-сывлăхпа, çирĕп ăс-тăнпа кĕтсе илме пултарнăшăн эпир, унăн ĕçтешĕсем, чун-чĕререн савăннине пĕлтеретпĕр. Чăннипех çапла, иккĕмĕш тăван кил пулса тăнă коллектива халĕ те тăтăшах килсе çÿрекенскер, пирĕншĕн

Подробнее

Ялти ÿнерçĕ

Çирĕклĕ Шăхаль пысăк ял мар. Апла пулин те кунтан республикăра анчах мар, çĕршыв шайĕпе те паллă çынсем нумай тухнă: Леонид Пантелеймонович Карсаков - экономикăпа экологи наукисен докторĕ, Раççей наукисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Академийĕн член-корреспонденчĕ; Петр Алексеевич Перепелкин - Ленин премийĕн лауреачĕ; Иннокентий Алексеевич Перепелкин - профессор, математика наукисен докторĕ,

Подробнее

Тивĕç çывăхлатнă

- Елчĕкри электросеть коллективĕнче Борис Албарцевпа пĕр вăхăтра - 2007 çулта ĕçлеме пуçларăмăр эпир: эпĕ - электромонтерта, вăл - водительте. Чылай çул пĕр сменăра тăрăшса пĕрне-пĕри çывăх пĕлсе çитрĕмĕр. Çил-тăвăлта е шалкăм çумăрлă çанталăкра авари пулнă вырăна яланах пĕр йышпа тухса кайнă, кирек хăш чăрмава та халĕ те пĕрлех çĕнтерсе

Подробнее

Ÿркенмесен ÿркев пусараймасть

Çу кунĕсем пулсассăн та çанталăк сулхăн та çиллĕ тăрать. Çурçĕртен вĕрекен çил çĕр каçа та лăпланмарĕ. Ир енне кăна кăштах кăтăш пулса илчĕ Тамара. Çĕрĕпе канлĕ çывăраймарĕ пулсан та тул çутăличчен ура çине ваштах сиксе тăчĕ. Кил картинче выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал сахал мар, ĕçе кайиччен вĕсене пăхмалла, айсарăмне тасатмалла, тислĕк

Подробнее

Чăтăмлă, пултаруллă, хăюллă

... Ашшĕ сасартăк вилни çинчен илтсен Галя-студент пĕр вăхăт нимĕн тума та пĕлмерĕ. Мĕншĕн тесен çав хура хыпара унăн ниепле те ĕненес килмерĕ. Ара, хĕр хулана килнĕ чухне вăл чип-чиперех çÿретчĕ, нимĕн ыратни çинчен те каламастчĕ-çке! Çитменнине кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçреччĕ. Нумаях пулмасть вĕр çĕнĕ çăмăл машина панăччĕ те чирлĕ

Подробнее

57 çул пĕрле

Шăкăл-шăкăл калаçса пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса туслă пурăнакан, кил ăшшине ĕмĕр тăршшĕпех тытса пырса ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекен çемьесем - ял илемĕ. Патреккелĕнче пурăнакан Луиза Аркадьевнăпа Леонид Ильич Дозоровсем пурнăçăн сукмакĕпе пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса 57 çул утăмлаççĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем, пурне те тивĕçлĕ воспитани

Подробнее