Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 21)

Хурăн касси хĕрĕпе кинĕ

Ĕçчен те ăста алăллă хĕрарăмсем йышлă Кĕçĕн Таяпара. Вĕсенчен иккĕшĕнпе шăпах уяв умĕн паллашма тỹр килчĕ. Килте мĕнле ахаль ларăн? Хурăн касра çитĕннĕ Маргарита учитель дипломне иличчен шкулта пионер вожатăйĕнче, унтан вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕренекен ачасен воспитателĕнче тăрăшрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан тăван ял ачисене истори тата

Подробнее

Ырă ĕç тăвакан ырă çын

теççĕ районта пурăнакансем Сергей Александрович Горшков уйрăм предприниматель пирки сăмах пуçарсан. Мĕн ачаран спортпа туслашнă, çирĕп кăмăлĕпе теветкеллĕхне, ăс-тăнĕпе пултарулăхне кура хăйĕн ĕçне те çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă йĕркелесе пыракан çак çын районта, хăй çуралса ỹснĕ ялта - Аслă Елчĕкре тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе иртттерме нумай пулăшнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Сергей

Подробнее

Çитĕнỹ вăрттăнлăхĕ — ĕçе юратнинче

Алексей Борисов район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах вăл эколог тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Район территорийĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхшĕн, ял тăрăхĕсенче йывăç-тĕм лартассишĕн чунне парса ĕçлет çамрăк специалист. - Иртнĕ çул 9 ял тăрăхĕнче пурĕ 9115 йывăç-тĕм лартма, саккунсăр майпа вырăн тупнă

Подробнее

Хăва хулли авăнать…

Ĕнер Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Патреккелти Зинон Блиновăн "Ылтăн пайăркасем" куравĕ уçăлчĕ. Ăста ăна хăйĕн сумлă çитмĕл çулхи юбилейне халалланă. Хитре те тирпейлĕ карçинккасене, пукансене, савăт-сапана курава пуçтарăннисем тытса пăхса тĕлĕнчĕç. Зинон Полиевктовича район центрĕ çумĕнчи ялсенче пурăнакансем лайăх паллаççĕ. Патреккел шкулĕнче черчени, ĕç урокĕсене ертсе пынă юратнă вĕрентекенне

Подробнее

Тарават, кăмăллă

Елчĕкри кулинари лавккинче ултă çул ытла тăрăшать Любовь Куприянова сутуçă. Çепĕç чĕлхеллĕскер тавар туянакансемпе ăшшăн калаçать. Тин çеç пиçсе тухнă кукăль-булка, капăртма сĕнет вăл. Кунтах район центрне инçетри ялсенчен килекен çынсене вĕри чейпе сăйлать. Любовь Аркадьевна малтан Елчĕк шкулĕнчи буфетра чылай çул тăрăшнă. Çавăнпа та вăл ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма

Подробнее

Вăл çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ

Пирĕн атте, Николай Ефимович Московский, Акчел ялĕнчи тантăшĕ, шкулти юлташĕ Александр Васильевич Лебедев çинчен час-часах аса илетчĕ. Атте йывăр чирлесе вырăнпах выртатчĕ. Пĕррехинче мана хăй çырса ларакан сĕтел туртминчен пĕр кĕнеке илсе пама ыйтрĕ. "Ку кĕнекене мана 1941 çулта, вăрçă пуçланиччен, вуласа пăхма тесе Александр Лебедев панăччĕ. Анчах вăрçă пуçланнăран

Подробнее

Тăватă настоятеле, виçĕ благочиннăя çитĕнтернĕ

Елчĕк çĕрĕ Аслă Турă пилленĕ, Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр, Александр, Николай тата Леонид Ермолаевсем çынсен чунĕсене сыхласа хăварас енĕпе вăй-халне шеллемесĕр, тимлесе ĕçлеççĕ. Асли - Петр, Тутар Республикинчи Тури Услон районĕнчи тĕлĕнмелле хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николая асăнса, ун хыççăнхи - Александр Канаш хулинчи Чăн Таса Турă Амăшĕн

Подробнее

Пĕчĕкренех шăл тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ

Тăван çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ - тăрăшуллă та пултаруллă çамрăксен аллинче. Анлă тавракурăмлă, малашлăха ăнтăлакан çамрăксем вара Чăваш Енре, çав вăхăтра пирĕн районта та сахаллăн мар. Вĕренỹре, ĕçре пысăк ỹсĕмсем тăвакан çамрăксене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсеренех ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Хастарлăхпа палăрнисен йышне кăçал районти тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ Наталья

Подробнее

100 çулта та ахаль лармасть

Лаш Таяпари Почта урамĕнчи кỹлĕ хĕрринче пурăнакан Клавдия Кузнецова канăçне çухатни паян кăна мар. 100 çулхи юбилейне кĕтсе илекенскер, çывăх тăванĕсене тĕп киле хăнана йыхравланă та, халĕ вĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. Кил хуçи хĕрарăмĕ çывăх тăванĕсем пулăшнипе тулли кĕреке хатĕрленĕ. Икĕ пỹлĕмлĕ йывăç çурт. Сап-сарă пĕренеллĕ стенасене вăхăтĕнче хăй аллипе тĕрленĕ

Подробнее

Ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми

Лаш Таяпари ваттисен çурчĕ уçăлнăранпах социаллă работник пулса ĕçлет Ольга Игнатьева. Оля ялти ятлă-сумлă хĕрарăм. Çемçе те ăшă калаçăвĕпе, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланипе çĕнсе илнĕ вăл çак хисепе. Лаш Таяпа пики вăтам шкултан вĕренсе тухсан Теччĕри педагогика училищинче пĕлĕвне малалла тăснă. Дипломлă специалист пысăк хавхаланупа тăван яла ĕçлеме таврăннă. Часах

Подробнее