Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 5)

Тÿрĕ кăмăлпа

Сергей Воробьев /сăн ÿкерчĕкре/ «Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» ОООра кадастр инженерĕн пулăшуçинче тăрăшать. Шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Сергей Геннадьевич, çавна май коллективра та, халăх хушшинче те пысăк хисепре. Çак организацинче вăл 2002 çултанпа вăй хурать, чылай çул техник-инвентаризатор тивĕçĕсене пурнăçланă. Çуртне е пай çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарас тĕллевпе вĕсен чиккисене вăхăтра

Подробнее

Чăн-чăн учитель

Йăл-йăл кулса пире кĕтсе илетĕн Ертсе кайма пĕлÿлĕх тĕнчине. Пĕлÿшĕн, çутă ĕмĕтлĕ кунсемшĕн Сана, вĕрентекенĕм, таймапуç. Хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекене – Ĕнел ялĕнче пурăнакан Роза Порфирьевна Кузьминăна яланах чĕрере упратпăр. Пĕтĕмпе 40 çул ытла ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре тăрăшнă вăл. Мĕн чухлĕ вăй-хал, мĕн чухлĕ юратупа ăнтăлу кирлĕ çак таранччен ачасене ырă

Подробнее

Иван Данилов – Елчĕк енĕн Ломоносовĕ

2020 çул юбилейсемпе нихăçанхинчен те пуян. Маншăн, çур ĕмĕре яхăн каялла Лаш Таяпари вăтам шкулта учительте, унтан ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ коммунистшăн – уйрăмах... Чи чаплă та çутă юбилей, паллах, совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 75 çул çитни. Çак çаврака юбилее пирĕн Раççейре кăна мар, Европăри тата Азири вун-вун çĕршывра

Подробнее

Çамрăкран хуçалăх ĕçĕнче

Сăнанă тăрăх, халăх хушшинче, коллективра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ çынсем çынлăхлă та ăшă кăмăллă пулнипе, пысăк чун-чĕрелĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ, яваплăха çирĕп туяççĕ. Çакăн евĕр çынсенчен пĕри – «Прогресс» хуçалăхра склад заведующийĕнче, заправщикре тата аккумуляторщикре ĕçлекен Алексей Доброхотов. Çак виçĕ должноçпа 2000-мĕш çултанпах тăрăшать вăл, шаннă тивĕçе тÿрĕ те таса кăмăлпа

Подробнее

Килте музей йĕркеленĕ

Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхалĕнчи Тĕп урамра пурăнакан Владимир Волкова шкул ачи чухнех тăван ен историйĕ, унăн çыннисем, йăх-несĕл тымарĕ кăсăклантарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшнăскер, пенсие тухсан, пушă вăхăт ытларах пулнăран, килĕнче музей уçма шухăшланă. Аваллăх япалисене унчченех пуçтарнă-ха вăл. Елчĕкре историпе тăван тавралăх музейĕ

Подробнее

Ырăлăх тапса тăрать ун чĕринче

Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа ырă варкăш кĕртеççĕ. Сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх туйăмĕсене хăйсен витĕр сăрхăнтарса кăларса юнашартисене лăпкăлăх парнелеççĕ вĕсем. Шăмалак ялĕнче пурăнакан Зоя Кулакова – «Елчĕк ен» хаçатăн çывăх тусĕ. Хăйĕн пысăках мар калавĕсемпе тата сăввисемпе вăл вулакана тыткăнлама ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Хĕрарăм чунĕпе черчен. Çут çанталăка питĕ юратать хăй.

Подробнее

Николай Панкратов, Социализмла Ĕç Геройĕ: «Халăх тавĕ Герой çăлтăрĕнчен те хаклăрах»

Н.И.Панкратов 1940 çулта Кивĕ Эйпеçре çуралнă. Маптан колхозра, 1963-1964 çулсенче шахтăра ĕçленĕ, 1965-1994 çулсенче «Победа» колхозăн иккĕмĕш комплекслă бригадине ертсе пынă. Вуннăмĕш пилĕкçуллăхра çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерес енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин /икĕ хутчен/ орденĕсемпе тата медальсемпе

Подробнее

Хисепе тивĕçнĕ

Кармал ялĕнче пурăнакан Николай Васильев сакăр класс пĕтерсен профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Механизатор профессине алла илнĕ хыççăнах колхозра МТЗ-5 тракторпа ĕçлеме пуçланă. Ят тухсан салтак тивĕçне пурнăçланă. Ун хыççăн тÿрех тăван яла таврăннă, колхозра трактористра ĕçленĕ. МТЗ-80 трактора пĕр тикĕссĕн, тухăçлă ĕçлеттернĕ Николай Григорьевич. Хуçалăх ертÿçисем ĕçре пысăк тăрăшулăх

Подробнее

Механизатор – лауреат

Пĕтĕм пурнăçне районти «Победа» колхозпа çыхăнтарнă, Исемпелте пурăннă Алексей Игнатьевич СУРКОВ /1.9.1930 – 25.1.2004/ Саратов облаçĕнчи Старая Порубежка ялĕнче çуралнă. Вăл Канашри ял хуçалăх механизацийĕн шкулне пĕтернĕ. Колхозник /1947-1965/, механизатор /1965-1979/, сысна ферминче выльăх апачĕ хатĕрлекен оператор /1979-1991/ пулса ĕçленĕ. Вырма тапхăрĕнче çулсерен комбайн штурвалĕ умне ларнă, республикăра пĕр хутчен

Подробнее

Рифкат Харисов – ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ

Ăна, нумаях пулмасть сакăр теçетке тултарнă ĕç ветеранне, пирĕн вулакансем пурте тенĕ пекех лайăх пĕлеççĕ. Вăл 20 çул каяллах пенсие тухнă пулсан та, пĕр кун та канлĕ пурăнса курман пуль. Никам хушмасăр-хистемесĕрех таçта та çитет: шкулта вĕренекенсемпе, çамрăксемпе тăтăшах курнăçса калаçать, Германире е Афганистанра пулнă салтак-патриотсемпе тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явать,

Подробнее