Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 6)

Ялан яваплă ĕçре вăл

Строительствăра тата автомобиль çулĕсене реконструкци тăвас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕн Вячеслав Васильевич Сядуковăн хăйĕн çуралнă кунĕнче те килне вăхăтра таврăнма май пулмарĕ – ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн та объектра чылайлăха тытăнса тăма тиврĕ унăн. Кун тăршшĕнчи

Подробнее

Чечен вăрçинче пулнă

Анатолий Ефимов ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче дознаватель пулса ĕçлет. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен ретĕнче 1993 çултанпа вăл. Тăрăм ялĕнче 1972 çулта çуралнăскер шкул хыççăн Сывлăш çар вăйĕсенче службăра тăнă. Çартан таврăнсан А.Ефимов сержант Шупашкарти патрульпе пост батальонне ĕçлеме вырнаçнă, 1999 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 2000 çулхи февраль

Подробнее

Ырă та тÿрĕ чунлă

Июлĕн 4-мĕшĕнче Чăваш полицине /2012 çулччен – милици/ туса хунăранпа 100 çул çитет. Çăмăл мар ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ сотрудниксем пирки паян сăмахăмăр. Маларах милици сотрудникĕнче, халĕ адвокатра тăрăшакан Олег Емильев пурнăçне теприне хÿтĕлес ĕçе халалланă. Олег Петрович 1965 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Кушкă ялĕнчи Петр Андреевичпа Елена Никоноровна Емильевсен çемйинче çут

Подробнее

Пултаруллă организатор

Тăрăмри Мясниковсен йăхĕнчен тĕрлĕ сферăра ĕçлесе палăрнисем сахал мар тухнă. Ытларахăшĕ вĕсенчен хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ефим, Александр, Зиновий, Анатолий, Валерий... сукмакĕпе утакансенчен пĕри – Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Мясников. Вăл ертсе пыракан «Рассвет» ЯХПК ура çинче паян çирĕп тăрать. Сăмахăм унăн никĕсне хываканĕ, çĕршывшăн

Подробнее

Тивĕçлĕ ачасемшĕн – пысăк тав!

Вăхăт шав малалла шăвать. Пĕр самантлăха та чарăнмасть вăл. Чÿрече умĕнче ларнă май кантăк леш енчи тĕнчене сăнатăп. Шăнкăрчсем ывăннине пĕлмесĕр кунĕпех хăйсен чăмăртанса пыракан чĕпписене хурт-кăпшанкă пухса çитереççĕ. Вăр та вăр вĕçеççĕ вĕсем пÿрт çумĕпе, йăвине миçе хут кĕрсе тухаççĕ-ши; Пурнăçра этем те çаплах мар-и-ха; Пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăн

Подробнее

Ветеран ялкор асăмра

– Паян нимĕç чĕлхипе черетлĕ экзамен. Пирĕн патăмăрта районти çутĕç пайĕн представителĕ – Лаш Таяпари вăтам шкулти нимĕç чĕлхин преподавателĕ Петр Васильевич Сидоров. Çак сăмахсемпе пуçларĕ калаçăвне экзамен тыттаракан комиссин председателĕ. П.Сидоров хушаматпа çырнă статьясемпе очерксене район хаçатĕнче сахал мар вуланă. Анчах хăйне пĕрре те курман. 1965 çулхи июнь уйăхĕнче экзамента пуçласа

Подробнее

Яваплă ĕçсенче тăрăшнă

Зинон Павлович Пчелов 1925 çулхи майăн 30-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çуралнă. Елчĕк шкулĕнчен 1943 çулта вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Каялла 1948 çулта таврăннă. Анлă тавра курăмлă та пултаруллă çын ĕмĕрĕпех яваплă должноçсенче ĕçленĕ. 1952 çулта вăл Хусанти финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1952-1954 çулсенче Елчĕк районĕн финанс пайĕнче контролер-ревизорта,

Подробнее

Ертÿçĕ, спортсмен, меценат

Тип Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти «СК Волгоремстрой» сахал яваплă обществăна ертсе пыракан Юрий Михайлович Карпов ячĕ нумаййи çинчен калать. Ю.Карпов предприятийĕн бетонран туса кăларакан хатĕрĕсем пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк стандарта тивĕçнĕрен, çуртсем тата çул-йĕр тума вĕсене ытти регионсенчен те хаваспах туянаççĕ. Паянхи рынок хутшăнăвĕсем те тăтăшах çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ-çке. Çавна май

Подробнее

Ĕмĕрĕпех хаçатра

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе пурнăçне çыхăнтарнă çынсенчен пĕри – Иван Павлович Иноходов. Вăл район хаçачĕпе паян та тачă çыхăнура: статьясем çырсан тата сăн ÿкерчĕксем хатĕрлесен пĕрле ĕçленисемпе курса калаçма редакцине час-часах кĕрсе тухать. Иван Иноходов 1945 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Çырас туртăм çамрăкранах вăй илнĕ унра. – Пурнăçри пĕрремĕш заметка

Подробнее

Шкулпа, ачасемпе халĕ те тачă çыхăнура

50 çул шкулта ĕçленĕ вăл. Елчĕк вăтам шкулне вара çĕршывĕпех чапа кăларнă. Совет Союзĕпе «СССР халăх учителĕ» ята 82 çын тивĕçнĕ пулсан, Чăваш Енрен çак сумлă ята 1 вĕрентекен – Елчĕк ялĕнче пурăнакан Петр Никифорович Чернов тивĕçнĕ. 1980 çулта çак хисеплĕ ята илнĕ 28-мĕш çын пулнă вăл. 1929 çулта апрелĕн 25-мĕшĕнче

Подробнее