Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > асамут (Страница 2)

Амăшĕн чунĕ

Тимĕр алăка уçрĕç те сарлака та тĕреклĕ йĕкĕте шала тĕртсе кĕртрĕç. Сăмсана кăвакăш шăрши çапрĕ. Çапла пĕр вырăнтан хускалмасăр нумайччĕн тăчĕ каччă. Хăй пысăк инкеке лекнине ăнланса илчĕ. Умра - пĕревĕрлĕх, хаярлăхпа кичемлĕх, ирĕксĕрлĕх... Пурнăç... Ытла кăра та шелсĕр эсĕ. Йĕркесĕрлĕх хуçаланни чуна кăшлать. Нивушлĕ ырăлăхпа тĕрĕслĕх çĕнтереймĕç усаллăхпа тĕрĕсмарлăха? "Айăплă

Подробнее

Икĕ енлĕ ултав (Калав)

"Пурнăçри ỹкерчĕксем" ярăмран  - Ан çун-ха ĕнтĕ, хĕрĕм, ун пекех. Авланнă - авлантăр. Турă пỹрмен ĕнтĕ эппин сире пĕрле пулма. - Мĕнле-ха çунас мар-ха ĕнтĕ? Пĕрле пулăпăр тесе шантарсах пурăнчĕ те. Халăх умĕнче уççăнах çỹреме пуçларăмăр юлашки вăхăтра. Хамăн тантăшăмах качча илчĕ вĕт-ха тата. Йывăр çын пулнă тет Альтук. Манпа çỹренĕ хушăрах

Подробнее

Турă панине упрамасан (шăпа)

 Час-часах çул çỹревре пулнăран тĕрлĕ çынпа паллашма тивет. Пĕринче Шупашакара кайнă чух автобусра 45-46 çулсенчи çамрăк хĕрарăмпа юнашар ларма тỹр килчĕ. Хаçатра ĕçленине пĕлсен çакскер манпа чунне уçса калаçма кăмăл турĕ. Хăйĕн ăнман пурнăçĕ пирки ют çынна каласа парас килчĕ ахăр унăн. - Çыр-ха ман çинчен статья, тархасшăн, эпĕ тунă

Подробнее

Шаннă йăвара кайăк пулмасан…

 Сехет йĕпписем пĕр вĕçĕмсĕр шаккаççĕ. Вăхăт тăхтавсăр васкать. Сехет, кун, эрне, уйăх, çул - ĕмĕр те çаплах иртсе каять. Натиш 55 çула çитрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл халĕ. Кунĕпе, çĕрĕпе пĕччен. Хăш чухне ыйхă вĕçнĕрен çĕрле тăрса кăштăртатса çỹрет, канăç тупаймасăр чỹрече умне пырса тăрать. Качча тухса пỹрт тулли ача çитĕнтернĕ

Подробнее

Асаплă çухату (пурнăçри ỹкерчĕксем) 

Мĕншĕн çапла килсе тухрĕ? Çак ыйтупа асапланчĕ Инга. Икĕ аллипе пуçне тытса пĕтĕм кĕлеткипе пусăрăнса, куçĕсемпе пĕр вырăна тĕллесе вăрахчен ларчĕ хĕр. Юлашки кунсенче ыррăн çывăрманран куçĕсем шала путса кĕнĕ. Чĕри çулăмсăр вутпа çуннăран сывлăшĕ вĕри тухрĕ. Ĕнер чи çывăх та хаклă çыннине - амăшне пытарчĕç вĕсем. Мĕн пĕчĕкрен амăшĕ

Подробнее

Шăпа пĕрлештернĕ мăшăр

 Икĕ хĕрĕ шкултан, мăшăрĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлес тесе ăшталанчĕ Валерия. Çемье юратакан купăстапа какай кукăлĕ, духовкăра пĕçернĕ хур тутлă шăршă кăларчĕç. Ĕçрен черетлĕ отпуск илнĕскер кун каçа чылай ĕç туса ĕлкĕрет хĕрарăм. Хăш та пĕрисем отпуск вăхăтĕнче путевкăсем туянса Хура тинĕс хĕррине кайма ĕмĕтленеççĕ пулсан, Валерийăн кану вăхăтне

Подробнее

Шăпана хирĕç кайрăм, каçарăр… (Калав)

Сакăрвун тăватă çул çине пусăмларĕ кăçал Альтук аппа. Çак çула çитнĕ пулсан та ăнĕ лайăх унăн, хăлхи те çивĕч илтет, куçĕ те аван курать. Тĕлĕнмелле те, хаçатсене те куçлăхсăрах вулать хĕрарăм. Пĕчченех пурăнаканскер пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Пỹртре чухне алсиш-нускине çыхать, кил картине тухсан качакине, хур-кăвакалĕсемпе чăххи-чĕпписене апатлантарать. Хĕллехи кун

Подробнее