Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > иземляки (Страница 4)

Хулаçă яла сăнлать…

«Окружающая нас Природа такова, что перед ней напрочь забываешь о существующей в живописи иерархии жанров, делении на главные и второстепенные. Все в гармонии! Только гармония, мудрость, любовь, и только в них заключено всеединство Природы, заключен секрет Целого, который ведет художника вглубь, к невидимой сущности явлений этого Мира». Асăннă йĕркесен авторĕ –

Подробнее

Турхансен эткерлĕхĕ

Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Куçма Турхан /К.С.Сергеев/ иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ пичетленнĕ хыççăн чăвашсен чи паллă писателĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Эпĕ унăн пĕрремĕш томне Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтра питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм. Роман-трилогин виççĕмĕш томĕ 1976 çулта пичетленнĕ хыççăн Кузьма Сергеевич К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш

Подробнее

Аваллăха тĕпчекен

Владимир Иванов /Алмантай/ – юлашки çулсенче палăрнă таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕсенчен пĕри. Хĕрлĕçыр ялĕнче çут тĕнчене килнĕскер, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула, Сĕнтĕрвăрринчи 9-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине, Хусанти патшалăх педагогика институтне, Мускаври Славян культурин патшалăх академине пĕтернĕ. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Владимир Алмантай – республикăри «Сувар» Общество организацийĕн ертÿçи, сувары.рф сайт йĕркелÿçи. Вăл пуçарнипе

Подробнее

104 çулхи амăшĕпе хĕрĕ

Ăшпиллĕ те ырă кăмăллă çынсем ватăлмаççĕ, вĕсен кун-çулĕ вăрăм теççĕ. Аслă Пăла Тимешре хĕрĕпе пурăнакан Ирина Ермаковăна пăхсан çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине туйса илетĕн. Ирина Григорьевна майăн 2-мĕшĕнче 104-мĕш çуралнă кунне паллă тунине ĕненес те килмест. Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăмпа тĕл пулса калаçас тесе çÿлти урамри Федоровсен кил-çуртне часах çитрĕмĕр. Пысăк та

Подробнее

Хырла хĕрринчен Антарктида таран

Николай Кириллович Романов Шăмалакра çуралнă. Ялти шкулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанри Караганда хулине монтажник-каменщик профессине вĕренме тухса кайнă. Унтанах çар ретне тăнă: Çурçĕр флотне лекнĕ кĕрнеклĕ каччă, анчах тинĕсре мар, çыран çинче ирттернĕ хĕсметне. Çапах та тинĕс тени хирпе вăрман тĕнчинче çитĕннĕ Николай Романовăн чунĕнчи куçа курăнман хĕлĕхĕсене сĕртĕнсе

Подробнее

«Чыс, мухтав сире, Елчĕксем!»

тесе калас килет Николай Карлин сăвăç-композитор сăмахĕсемпе мухтавлă ентешĕмĕрсем çинчен. Çак хаклава тивĕçлисем пирĕн тăрăхра çĕршерĕн: производствăн тĕрлĕ сферинче малта пыракансем, артистсем, ÿнерçĕсем, ăсчахсем, спортсменсем, çыравçăсем... Нумайăшне вулакан аван пĕлет, вĕсем çинчен хаçат страницисенче те тăтăшах çыратпăр. Çав вăхăтрах Лащăпа Пăла тата Кĕтне хутлăхĕсенче çуралнă, ытти регионра е çĕршывра тĕпленсе

Подробнее